Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наркотик çулне пĕрле пÿлер

17 июня 2017 г.

Район администрацийĕнче наркотика хирĕç кĕрешес комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна асăннă комисси ертÿçи - район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев ертсе пычĕ. Кун йĕркине наркотикпа кĕрешессинчи икĕ ыйтăва   кĕртнĕ.

Наркотиклă, психотроплă япаласене район территорине кĕртессине хирĕç кĕрешес ĕçсем тата çак уйăх пуçламăшĕ тĕлĕнчи лару-тăрăвĕ çинче РФ Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн ĕçченĕ Е. Бирюков чарăнчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, çамрăксемпе, йĕркене пăсасси палăракансемпе профилактика калаçăвĕ ирттереççĕ. Кăçал наркотикăн саккунсăр çаврăнăшне тупса палăртман, иртнĕ çулхи çак тапхăрта ун йышши пĕр факт пулнă. Январь - май уйăхĕсенче наркотикпа усă курни тĕлĕшпе административлă 4 протокол çырма тивнĕ.  

Кăçалхи çак тапхăрта асăннă препаратпа усă курнине тупса палăртас тĕлĕшпе медицина тĕрĕслевне 5 çынна янă, вăл шутран 3-шĕ асăннă наркăмăш витĕмĕнче пулнине çирĕплетнĕ. Наркотик сиенĕ пирки ăнлантарас, ун çаврăнăшне пÿлес тĕлĕшпе шанăç телефонĕ ĕçлет, çынсенчен ку тĕлĕшри кирек епле информацие те йышăнаççĕ.

Асăннă сферăри информаципе районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Н. Кожевников паллаштарчĕ. Автотранспорт водителĕсене те наркотикпа усă курнине тĕрĕслеççĕ. Контрактпа çар ретне тăма, çар енĕпе аслă пĕлÿ илме хатĕрленекенсен çак тĕрĕслев витĕр тухмалла, 29 граждана тĕрĕсленĕ. Вĕренÿ тата Сывлăх сыхлавĕн министерствисем çул çитменнисем хушшинче тест ирттернĕ, хăрушлăх ушкăнне лекме пултаракан ачасем пурри палăрман.

Район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи З. Дипломатова вĕренекенсемпе те, педагог коллективĕпе те профилактика калаçăвĕ ирттернине пĕлтерчĕ. 15 çулран аслăрах 519 ачана тест тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă. Ăнăçсăр çемьери ачасемпе те тачă ĕçлеççĕ, 31 çемьери лару-тăрупа паллашнă. З. Дипломатова ку тĕлĕшри ытти ĕç çинче те чарăнчĕ.      

Р. Тимофеев урамра çу кунĕсем тăнине, çавна май наркотик тытăмлĕ ÿсен-тăран çине ытти чухнехинчен те ытларах тимлĕх уйăрмаллине аса илтерчĕ. Полици ĕçченĕсен дача хуçалăхĕсемпе, вĕсен харпăрçисемпе ĕçлемеллине пĕлтерчĕ.  

Район администрацийĕн пуçлăхĕ 9-мĕш класран вĕренсе тухнă ачасене те куçран вĕçертмелле маррине аса илтерчĕ. Ку ĕç учитель коллективĕ çине кăна тиенмен, ăна ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен те шута илмелле. Ку тĕлĕшри ыйтусемпе профилактика субъекчĕсемпе пĕрле ĕçлемелле, çуллахи вăхăтра çынсем, вăл шутра ачасем те, йышлă куçнине шута илмелле, ял тăрăхĕсемпе тачă ĕçлемелле.

Р. Илларионова.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика