Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Клуб та пулĕ, спорт площадки те

17 июня 2017 г.

Çак çултан тытăнса çĕнĕ япала пурнăçа кĕме тытăнчĕ. Сăмах ялсенче пурăнакансен пуçарăвне тĕпе хурса вырăнти инфраструктурăна аталантарассипе çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртесси пирки пырать. Пуçарулăх бюджечĕ тетпĕр ăна. Тĕрĕссипе вырăнта пурăнакансен пуçарăвĕпе, çынсем хăйсен укçи-тенкипе хута янă объектсем районта унччен те пулнă. Анчах та кунта уйрăмлăхĕ çакăнта: унччен кун пек объектсене çынсен пĕтĕмпех хăйсен укçи-тенкипе тума тивнĕ пулсан, халĕ кун пек ĕçсене туса ирттерме республика укçа-тенкĕ уйăрса парса пулăшать.

Пирĕн районта кăçал ку мелпе икĕ объект хута яма палăртнă. Çакăн пирки тĕплĕнрех эпĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне - капиталлă строительство тата общество инфраструктурине аталантарассин пайĕн пуçлăхне Владимир НИКИТИНА каласа пама ыйтрăм.

- Владимир Германович, пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе районта мĕнле объектсене хута ярасси пирки сăмах пырать-ха;

- Малтанах çавна каласа хăварасшăн. Районтан сĕнекен объектсене республика шайĕнче ятарлă конкурс комиссийĕ суйласа илет. Кăçал хута яма пирĕн районтан икĕ проект суйласа илнĕ. Кусем вĕсем Юнкă ял тăрăхĕнче спортпа сывлăх сиплевĕн нумай функциллĕ площадкине туса пĕтерсе хăт кĕртесси тата Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи Шуркасси ялĕнчи клуб çуртне тĕпрен юсасси.

- Республика шайĕпе вара мĕнле ĕçсем туса ирттересси пирки сăмах пырать-ха;

- Республикипе 47 проект суйласа илнĕ. Туса ирттермелли мĕнпур ĕç валли республика уйăракан пĕтĕмĕшле сумма 33 млн та 300 пин тенкĕне яхăн. Конкретлăрах калас пулсан, 34 проекчĕ вырăнсенчи коммуналлă инфраструктура объекчĕсене çĕнĕрен тăвассипе тата пуррисене юсассипе çыхăннă. Ĕçсене пурнăçлама республика 25 млн тенкĕ уйăрать. Кунсăр пуçне конкурс комиссийĕ суйласа илнисен шутĕнчех 13 проекчĕ ял урамĕсенчи çулсене юсассипе çыхăннă. Çулсене юсама республика бюджетĕнчен 8 млн та 300 пин тенкĕ уйăрма пăхнă.

- Хальхи вăхăтра укçа-тенкĕ ыйтăвĕ пĕлтерĕшлĕрех пулĕ. Эпĕ ăнланнă тăрăх, вырăнти пуçарулăха тĕпе хурса хута яма палăртакан объектсем валли ку тăрăхра пурăнакансенчен те укçа-тенкĕ пухма тивет вĕт-ха; Мĕнле сумма пирки сăмах пырать;

- Ку тĕрĕсех. Спортпа сывлăх сиплевĕн нумай функциллĕ площадкине туса хăт кĕртес тата клуб çуртне юсас ĕçсен пĕтĕмĕшле хакĕ проектсемпе килĕшÿллĕн 2 млн та 800 пин тенкĕ ытла. Вăл шутран пĕтĕмĕшле суммăран 20 процентĕнчен ытла мар вырăнти ял тăрăхĕсен бюджечĕсенчен, 20 процентран кая мар предприяти-организацисенчен уйăрмалла, ял çыннисенчен пухмалла. Çак ĕç пĕтĕмĕшле вĕçленнĕ ĕнтĕ. Апла пулсан аукционсем ирттерсе строительствăпа юсав ĕçĕсене туса ирттерекен организацисене палăртмалли тата ĕçсене тытăнмалли кăна юлать.

Геннадий ЖУКОВ, Ярапайкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

- Шуркассинчи клуб çуртне тĕпрен юсассипе проектпа ĕçсене пĕтĕмĕшле 1 млн та 240 пин тенкĕлĕх пурнăçлама палăртнă. Вăл шутран 742,6 пин тенкĕ республика уйăрать. Ял тăрăхĕн бюджетĕнче çавна валли 248 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Ял çыннисем пухнипе тата "Герой" ял хуçалăх предприятийĕ уйăрнипе 250 пин тенкĕ пухăнчĕ. Çапла вара çак кунсенче аукцион ирттерсе ĕçсене пурнăçлама подрядлă строительство организацине палăртасси, хыççăн ĕçсене тытăнасси кăна юлать. Çитес Çĕнĕ çул уявне Шуркасси ялĕнче пурăнакансем тĕпрен çĕнелнĕ клубра кĕтсе илĕç.

Валерий ФОМИН, Юнкă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

- Çак вăхăта ĕçсене тытăнма укçа-тенкĕ ыйтăвне татса патăмăр теме юрать. Апла пулсан пирĕн тăрăхра та çывăх вăхăтрах спортпа туслисем валли пысăк парне пулать - спортпа сывлăх сиплевĕн нумай функциллĕ площадкине тума тытăнатпăр. Объектăн проектпа пăхнă смета хакĕ 1 млн та 638 пин тенкĕ пулсан, 60 процентне (985 пин тенкĕне яхăн) республика уйăрса парать. Ял тăрăхĕн бюджетĕнчен 327 пин тенкĕ уйăрнă. Ял çыннисенчен тата вырăнти предприятисенчен те кирлĕ суммăна - 328 пин тенкĕ пухса пĕтертĕмĕрпе пĕрех.

Çавна та каласа хăварасшăн. Унччен объекта ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне туса пĕтерсе хута яма палăртнă пулсан, халĕ вара ĕçсене маларах та вĕçлеме май пулĕ тесе шухăшлатпăр.

В. ШАПОШНИКОВ

калаçнă.

Сăн ÿкерчĕкре: çакăн пек спорт площадки пулĕ çывăх вăхăтрах юнкăсен.

 

 

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика