Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта: ĕнер, паян, ыран

14 июня 2017 г.

Эпир - Раççей çыннисем

Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче эпир патшалăхăн пысăк уявне - Раççей кунне - паллă турăмăр. Ăна вырăнсенче уявлассипе тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Малтанах çак куна халалласа Мăн Сĕнтĕр ял библиотекинче "Эпир Раççейре пурăнатпăр" мультимедиллĕ калаçу иртни пирки каласа хăвармалла. Унта хутшăнса Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкул çумĕнчи сывлăха çирĕплетмелли лагере çÿрекен ачасем умĕнче калаçу ирттерсе Т. Ефимова библиотекарь патшалăх символĕсемпе тĕплĕн те ăнланмалла паллаштарнă. Шурчари ял библиотекинче Л. Пискарева библиотекарь ертсе пынипе "Юрататăп сана, Раççей" çавра сĕтел те питĕ пуçаруллă иртнĕ.

 

Сывлăх кунĕ

Паянхи общество пурнăçĕнче сывă пурнăç йĕрки малти вырăна тухрĕ. Патшалăх органĕсем, обществăлла организацисем ăна аталантарас ĕçе ытлă-çитлĕ тÿпе хываççĕ. Çакна пирĕн районта лайăх ăнланнине уйăхсеренех Сывлăх кунĕсем ирттерни те çирĕплетет. Апла пулсан вырăнсенче яваплă çынсем сывă пурнăç йĕркине ăнлантарса аталантарассипе чылай ĕç туса ирттереççĕ. Çитес шăматкун, çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче, черетлĕ Сывлăх кунĕ иртнĕ май "Сывлăх" спорт шкулĕ сывă пурнăç йĕркине мала кăларакансене хапăлласа тÿлевсĕр йышăнать.

 Ĕçсĕррисене пулăшма

Çулталăк пуçланнăранпа çынсене ĕçпе тивĕçтерекен районти центрта вăл е ку сăлтава пула ĕçсĕр юлнă граждансене социаллă адаптаци парассипе икĕ семинар ирттернĕ. Çак тимлĕх усăсăр пулман. Асăннă вăхăтра социаллă адаптаци услугисене пĕтĕмпе ĕçсĕр юлнă 15 гражданин тивĕçнĕ.

Семинарсене хутшăнакансем хăйсен вăйне ытларах шанма пуçлаççĕ. Вĕсен пурнăçри тĕрлĕ лару-тăрури хăюллăхĕ ÿсет. Çак куна социаллă адаптаци услугисене илнисенчен 7 çынна ĕçпе тивĕçтерме те ĕлкĕрнĕ.

 

Муркашсем çĕнтернĕ

Юлашки вăхăтра республикăра футболла выляса мала тухассишĕн хĕрÿ ăмăртусем пыраççĕ. Иккĕмĕш дивизионри черетлĕ матч (муркашсем унта выляççĕ) Ярапайкассинчи стадионта иртнĕ.

Иртнĕ шăматкун, çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче, "Моргауши" футбол клубĕ Çĕрпÿ районĕнчи "Знамя" командăна йышăнчĕ. Районти тĕрлĕ ялтан пуçтарăнса йĕркеленнĕ пирĕн командăри футболистсем хăнасене 5:1 шутпа çĕнтерсе курма пынисене тата районта футбол вăййипе интересленекенсене савăнăç парнеленĕ.

А. БЕЛОВ хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика