Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тыл ĕçченĕ

10 июня 2017 г.

Валентина Афанасьева 1932 çулта Çĕрпÿ районĕнче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ - колхоз конюхĕнче, амăшĕ тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă. Ыттисемпе танах пĕчĕк Валя та шкула чупма пуçланă, 1947 çулхине 7 класлă шкултан вĕренсе тухнă.  

Пĕтĕм ырă шухăша хăрушă вăрçă татнă. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан Валентинăн ашшĕне, Афанасий Сильвестровича, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме илсе кайнă. Кил-йыш унран виçĕ кĕтеслĕ çыру кĕтсех тăнă. Вăл çырнă виçĕ-тăватă йĕркене те савăнса вуланă. Анчах та тепĕр çулхи августăн 24-мĕшĕнче киле ырă хыпар вырăнне вăл вилнĕ пирки хут çитнĕ. Афанасий Сильвестрович Смоленск облаçĕнче пуçне хунă, ăна çавăнтах пытарнă. Çапла çемье пуçĕ тăван килтен аякра ĕмĕрлĕх канлĕх тупать.

Кил-йышшăн ку калама çук пысăк хуйхă пулнине кашниех тавçăрĕ. Çемьере виçĕ   ача ÿснĕ. Валентина, асли пулнă май, мĕнпур йывăр ĕç унăн хулпуççийĕ çине тиеннĕ, амăшне те пулăшнă, кĕçĕннисене те пăхнă.

Вăхăт вара хăвăрт иртет, тăван килтен те тухма тивнĕ. 1950 çулхине хĕр Шупашкар хулинчи пĕр педагог çемйине ĕçлеме вырнаçнă, вĕсен кĕçĕн çулхи ачине пăхмалла пулнă. Ку енĕпе вăл япăх мар ĕлкĕрсе пынă, кил хуçисем унăн ĕçне ырланă.

Каярах вара Валентина тĕрлĕ ĕçре тимленĕ, шăпа ăна электроаппаратура заводне илсе çитернĕ. Унта 22 çул вăй хунă хыççăн тивĕçлĕ канăва тухнă.   Ĕçри тăрăшулăхшăн ăна Тав хучĕпе чысланă.

Шел пулин те, çемье телейĕпе киленме пиллемен ăна, хăйне вăл ыттисенчен урăхларах тесе шухăшланă. Пĕррехинче ĕçрен таврăннă чухне обществăлла автотранспорт чарăнăвĕнче троллейбус кĕтнĕ чухне инкек килсе тухнă. Ун çине автомашина пырса кĕнĕ те сулахай ури урлă каçса кайнă. Çав самантранпа унăн уринче кăлтăк юлнăран ыттисенчен вăтаннă.

Валентина Афанасьевна - тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ. Çулсем иртеççĕ, пĕччен пурăнма вара çăмăлах та мар, пулăшакан çын çумра пулсан тем пекех те. Иртнĕ çул вăл Каршлăхри интернатра хÿтлĕх тупрĕ. Валентина Афанасьевна вăхăта пушшăн та кичеммĕн ирттермест. Интернатри кушак çурисене пăхать, скандинави уттипе утать, уçăлса çÿреме юратать, кăмăлĕпе те тарават.

В. Комиссарова,

социаллă ĕçчен.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика