Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей мухтавлă çынсемпе хăватлă

10 июня 2017 г.

Июнĕн 12-мĕшĕнче пĕтĕм çĕрыв Раççей кунне паллă тăвать. Çак уяв Раççей Федерацийĕнчи патшалăхăн чи çамрăк уявĕсенчен пĕри шутланать. 1990 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче РСФСР халăх депутачĕсен пĕрремĕш съездĕнче Раççей патшалăх суверенитечĕ çинчен   калакан декларацие йышăннă. Асăннă деклараци çĕршывра Раççей Конституцийĕпе унăн саккунĕсем пуç пулса тăнине çирĕплетет. Çапла вара июнĕн 12-мĕшĕ 1992 çултан тытăнса уяв кунĕ пулса тăчĕ.

Пирĕн пĕрлĕхлĕ Раççей хăйĕн çыннисемпе пуян, ял хуçалăх ĕçченĕсемпе, инженерĕсемпе тата ыттисемпе хăватлă. Çак сумлă рете Ярапайкасси ял тăрăхне кĕрекен Иштерекри Раиса Калининăн ятне те хăюллăнах кĕртме пулать. Вăл районти Хисеп кĕнекине кĕме тивĕçлĕ хастар çын. Раиса Ивановна РСФСР-ти çамрăксен тава тивĕçлĕ наставникĕ, Пĕтĕм Союзри колхозниксен 4-мĕш съезчĕн делегачĕ (1988 ç.). Ăна ĕçри хастарлăхшăн Ĕç Мухтавĕн 3 степень орденĕпе, Чăваш АССР-ĕн Аслă Канашĕн Хисеп грамотипе, РСФСР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

Иртнĕ вăхăтри нушаллă пурнăç вăрçă çулĕсенче тата ун хыççăн хĕрарăмсене те арçынсемпе пĕр тан ĕçе кÿлĕнтернĕ. Çав çулсенче кашни хуçалăхра тенĕ пекех хĕрарăмсем те уй-хирте ака-суха тунă, механизаци ĕçне алла илсе пынă.

Районта чылай çул хушши машинăпа трактор станцийĕ ĕçленĕ. Çак организацирен механизаци валли ăста кадрсем туптанса тухнă. Вăл вăхăтра колхозсенчи механизаторсем МТС ĕçченĕсем шутланнă. 1950 çул вĕçĕнче унран районти юсавпа техника станцийĕ (РТС) туса хунă. Çак вăхăтран пуçласа техника тата ĕçченсем колхозсен шутланнă. Тăрăшуллă хĕрарăмсем арçын-механизаторсенчен   те ытларах пултарулăхпа палăрса тăнă. 70 - 80 çулсенче районти колхозсенче 20 ытла хĕрарăм механизаторта тăрăшнă, çав шутра - Раиса Ивановна та.

- Пурнăç питĕ нушаллăччĕ çав, атти çук. Шкулта вĕренме май çукрахчĕ. Пĕр çулхине пирĕн сарай йăтăнса анчĕ, апи питĕ кулянчĕ. Атăл леш енчен вăрман ĕçлесе килме ирĕк пачĕç. Пирĕн тăрăхра пултаруллă трактористка Нина Столярова пурччĕ. Атăл урлă хамăр валли ĕçлесе килнĕ йывăçа турттарса килесси мĕн хак ларнине ыйтса пĕлтĕм. Çав вăрăм çулшăн 75 ĕç кунĕ лартнине, уншăн 3 килограмм тырă панине, 7 тенкĕ укçа тÿленине каларĕ. Япăх мар тÿлеççĕ иккен вĕсене. Унччен те кăштах трактор рулĕ умне ларма сĕмленнĕскер, çак ĕçе вĕçертместĕпех терĕм. Нуша пурнăç трактор çумне çыпăçтарчĕ, - аса илет иртнĕ çулсене Раиса Ивановна.

Асли çумĕнче кĕçĕннине вĕренме çăмăлрах. Кораккассинче вăл 24 çул механизаторта ĕçленĕ Нина Филипповнăпа плугарьте ĕçлеме пуçланă. Çуллахи ĕçсене вĕçлесен аслă ĕçтешĕ хăйпе пĕрле "Сельхозтехника" мастерскойне юсава илсе кайнă. Кунта трактор-машинăпа ытларах та паллашма май килнĕ.

Тен ĕçĕ те арçын ача евĕр туса пынă пулĕ ăна. Тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ хĕр вăр-варлăхĕпе арçын ачасенчен те ирттернĕ. Тепĕр чухне вĕсене хăваласа çитсе тăн кĕртме те пурнăç вĕрентнĕ. Профессие алла илесси арçын ачасем хушшинче пулни те ăна пачах та хăратман.

"Хĕрсем, трактор çине!" чĕнÿ чылай хĕре строя тăратнă. Сакăр класлă пĕлÿ илнĕ хыççăн 1962 çулта Етĕрнери 3-мĕш номерлĕ профессипе техника училищине вĕренме кайнă. Ял хуçалăхĕнче ĕçлеме механизаци уйрăмĕнче пĕлÿ илнĕ. Училищĕре ун чухне 12 хĕр ача вĕреннĕ. Муркаш районĕнчен тракториста вĕренекенсем хушшинче ун чухне Матюшкина, Полякова, Григорьевăсем иккĕн, Горшкова пулнă. Вĕренÿ вăхăчĕ практика сехечĕсемпе пĕрле сакăр уйăха тăсăлнă. Тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ хыççăн çамрăк механизатор "Колос" колхоз ĕçне пикеннĕ. Çемьеленсе йывăр çын пулсан те çăмăл ĕç шыраман, колхоз ĕçĕнчен юлман.

Ун чухне ĕçленĕ çулсене халĕ те хăпартлануллăн аса илет вăл. 1972 çул типĕ килнĕрен тырă, утă-улăм туса илме май килмен. Ял çыннисем уйра пĕр пĕрчĕ тырă хăварас мар тесе тăрăшнă, трактористка волокушкăпа ĕçленĕ. Тепĕр çулхине вара тулăх çул пулнă. 45 гектар çĕр çинче 50 таран улăм ури купаланă.

Тепĕр саманта та асран кăлармасть вăл. Хуçалăх агрономĕ Александр Павлович утă-улăм, çĕр улми пухса кĕртес ĕçе хăвăртлатса сентябрь уйăхĕнче вĕçлеме тата çийĕнчех сухаласа хăварма план панă. Анлă уй-хире ахальтен Алтай уйĕ темен, вăл питех те пысăк пулнă. Кам тухса ĕçлеме пултарнă, пурте колхоза васканă. Пĕрле ĕçленипе агроном хушăвне 3 кун хушшинче вĕçленĕ. Т-25 тракторпа ĕçлекен Раиса Ивановна трактористкăна ырăпа палăртнă.

Пысăк çитĕнÿсем тунăшăн вăл Мускав хулинче иртнĕ Пĕтĕм Союзри хĕрарăм-механизаторсен семинар-канашлăвне хутшăнма тивĕç пулнă. Семинарта ял хуçлăх министрĕ Д. Полянский малашлăх планĕсемпе паллаштарнă. Совет влаçĕ малтанхи çулсенче 100 пин трактор пирки ĕмĕтленнĕ пулнă. Министрăн "РСФСР-ăн хура тăпраллă мар зонăри ял хуçалăхне аталантармалли мерăсем çинчен" постановленийĕпе килĕшÿллĕн çак зонăри облаçсемпе автономиллĕ республикăсене 380 пин трактор, тыр-пул пухса кĕртмелли 94 пин комбайн, тиев турттармалли 230 пин автомашина пама йышăннă. Çак ĕçсемшĕн савăнса таврăннă механизатор каллех руль умне ларнă, ыттисене те тăрăшса ĕçлеме хистенĕ.

Ăнсăртран Раиса Ивановна умне пысăк хуйхă татăлса аннă, мăшăрĕн кун-çулĕ сарăмсăр татăлнă. Хуçалăх ĕçне яланах мала хуракан механизатор йывăр чире кайса чылайлăх больницăна лекнĕ.

Вăхăт сиплет, теççĕ халăхра. Вăй илсе вăл каллех колхоз ĕçне пикеннĕ. Ĕçлекенсем çитменнипе партипе правительство хĕр-механизаторсен звенине йĕркелеме хушнă. "Сахалтан та виçĕ трактористка хатĕрлемелле!" чĕнÿ татах та хастартарах ĕçлеме хистенĕ. Кирек епле ĕçе те тÿрĕ чунпа пурнăçлакан хастар трактористка 5 механизатор хатĕрленĕ. М. Мамаевăна, А. Кожановăна, Л. Яковлевăна, Л. Горбуновăна, Р. Кудряшовăна тракторпа ĕçлеме вĕрентнĕ. Унăн ĕç кунĕ кăвак шуçăмпа пуçланнă та сĕм-çĕрлеччен пулнă, тепĕр чухне çак икĕ тапхăр сисмесĕрех пĕрлешнĕ те.

Çулленхи плана вăл 150 проценчĕпех е ытларах та тултарнă. Ĕç ĕмĕрĕнче пилĕк тĕрлĕ трактора итлеттернĕ. Вăл хăйĕн телейне механизатор ĕçĕнче тупнă.         Ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тунă, республика тата унăн тулашĕнче тăрăшулăхне пĕрре кăна мар пысăка хурса хакланă. Тĕрлĕ съезда, слета, конкурса хутшăнма чылай хулана çитнĕ. Хĕрарăм-механизаторсен республикăри социализмла ăмăртăвĕн чемпионĕ кăна пилĕк хутчен пулнă. Курск хулинчи ăмăртăва та хутшăннă. Пĕррехинче "сенкер экран" çине те лекме пултарнă. Çапах та чи сумлă парне - Паша Ангелина призне тивĕçни. Çак пысăк чыса çĕршыври хĕрарăм-механизаторсен ăмăртăвĕнче мала тухнисем çĕнсе илнĕ. Унăн çитĕнĕвĕ пирки тĕрлĕ изданире асăннă.

Хастар хĕрарăм районта ирттерекен Акатуй уявĕн сцени çине хăпарма, районăн Хисеп кĕнекине кĕме чăннипех те тивĕç. Пысăк ят-сумшăн Раиса Ивановнăна саламласа çирĕп сывлăх сунар.

Р. Илларионова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика