07 июня 2017 г.
Паянхи пурнăçра вăл е ку ĕçре вăй хуракансем яваплăха туйса ĕçленине чылай чух ырласа йышăнатпăр. Тĕрĕссипе пĕрлехи ăнăçушăн тăрăшакан яланах ĕçшĕн, ĕçсене вăхăтра та пахалăхлă пурнăçлассишĕн пурăннă. Вĕсем çак çулпа пырса ырă ята çĕнсе илнишĕн тĕлĕнме кирлĕ мар. Çавăнпа та вăхăтра тăрăшнисене чысласси, вĕсен ĕçне манăçа кăлармасăр упрасси, ăна çамрăксене парса хăварасси - паян ĕçлекенсен тивĕçĕ.
Çак шухăш-кăмăлпа çĕртме уйăхĕнчи çумăрпа кĕрешсех Якаткассинчи Шадринсен (сăн ÿкерчĕкре) тĕлне çитсе чарăнтăмăр. Пÿрт умĕнчи симĕс курăк, урамри тирпейлĕх кунта пурнăçа юратакансем пурăнни пирки евитлерĕç. Кил картине кĕрсен хирĕç тухнă вăр-вар асанне - кил хуçи арăмĕ Ольга Петровна - пире хăвăртрах пÿртелле иртме сĕнчĕ. Кунта та куç умне пулнă пĕрремĕш ÿкерчĕк - тасалăх, тирпейлĕх, хăтлăх.
Эпир калаçса кĕнĕ тĕле кил хуçи те пирĕн пата пычĕ. Ку вăл - районти тата "Сеятель" хуçалăхри паллă тракторист, сухаçă, акаçă Андрей Семенович. Çĕр ĕçĕнчи тăрăшулăхĕпе вăл Ленин орденне, "Ĕç мухтавĕ" медале, нумай Хисеп хутне тивĕçнĕ. 1935 çулта çуралнăскер, хăйĕн калаçăвне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи йывăрлăхсенчен, вĕсене çĕнсе пурнăç çулĕ çине тухнинчен пуçларĕ.
- Атте вăрçă хирне тухса кайнă чух эпир аннепе 3 ача юлтăмăр. Вăл вара фронтран таврăнаймарĕ: Курск пĕкки патĕнчи çапăçусенче пуçне хучĕ. Çавăнпа хамăр çăкăра пирĕн хамăрăн ĕçлесе çимелле пулчĕ. Çырма хучĕ-перовĕ çукран 5 класран малалла вĕренеймерĕм, аслисене пулăшмалла колхозра ĕçлеме пуçларăм, - аса илĕвне пуçларĕ ĕç ветеранĕ.
Ĕçлекенĕн çулĕ хăй тĕллĕнех уçăлать. Çул çитсен ăна пысăк ашшĕ тракториста вĕренме сĕнет. Мăн Сĕнтĕрте вĕренсе механизатор правине илнĕ хыççăн Онтри асатте çак ĕçрен самант та пăрăнман. Кăнтăрла тракторпа ĕçленĕ пулсан, сыснасем çăвăрланă вăхăтра каçсерен унта ĕçлекен мăшăрне пулăшма васканă...
Крахмал çисе ÿснĕ каччă 19 çулта çара кайса çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă. Танк армийĕнче водитель пулса службăра тăнăскер, 1956 çулхи кĕркунне Венгрири 3 эрнелĕх пынă восстание путарма та хутшăннă. Кĕске вăхăт пынă çапăçусенче юлташсене çухатнăскер, мирлĕ пурнăç тути-масине те çын каламасăрах пĕлет. Çавăнпах-тăр çартан таврăнсан мирлĕ пурнăçа аталантарассишĕн вăл ырми-канми тăрăшнă. Ĕçри хастар механизаторăн ячĕ яланах хуçалăхри тата районти Хисеп хăми çинче пулнă. Тăрăшуллăскерне çĕршыв медаль-орденсемсĕр пуçне икĕ хутчен ятлă трактор парса та чысланă. "Вăл "хурçă утсене" хамăн тесе шутламан эпĕ, тăван хуçалăх вĕсемпе çирĕппĕнрех усă куртăр тесе колхоз паркĕнчех хăвартăм", - каларĕ асатте çар тивĕçне пурнăçланă çулсенче Германире, Венгрире, Румынире пулса курма тивнине палăртса. Кунта унăн асра юлнă тепĕр самант та пур. Ку вăл - Аслă Çĕнтерÿ маршалĕпе, Германири пирĕн çарсен командующийĕпе Г. Жуковпа пĕр сĕтел хушшине ларса апатланни.
- Пĕрлешÿллĕ хуçалăх аталанăвĕ вырăнти производствăна ÿстерсе пынинчен килет. Колхоз тăрăшнине эпир те тÿрре кăларма тăрăшаттăмăр, - калаçăва хутшăнчĕ ĕç ĕмĕрĕн ытларах пайне (20 çула яхăн) Ярославкăри сысна ферминче çурасем илес çĕрте ирттернĕ Ольга Петровна. 1939 çулта Шаптак Турайри хресчен çемйинче кун çути курнăскер, вăл та вăрçă терт-нушине хăй çинче чăтса ирттернĕ. 58 çул каялла Онтрипе çемье çавăрнă хыççăн Улькка хăйĕн пĕтĕм ĕç ĕмĕрне "Сеятель" хуçалăхпа çыхăнтарать. Сынасем çăвăрлаттарнă çĕрте ĕçленĕ хĕрарăма çурасем илессипе çулталăкри плана 119, 122, 125, 134 процент тултарнăшăн тăтăшах хуçалăхри тата районти Хисеп грамотисемпе наградăланă.
- Сысна отраслĕнче тухăçлă ĕçлесси çурасем илнинчен пуçланать. Çавăнпа та çак вăхăт çитсен сысна сарайĕнчех çĕр каçаттăмăр, çăвăрланă амасем çурисем çине выртса вĕлерсе пĕтересрен сыхлаттăмăр, вĕсене тулăх пăхма тăрăшаттăмăр. Çакă вăл кăшт вăхăт иртсен пĕтĕмĕшле кăтартăва çаврăнатчĕ, - калаçма ÿркенмест ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ Улькка асанне.
Тăрăшуллă мăшăрăн ĕçĕ йăлтах халăх умĕнче пулнă. Хăй вăхăтĕнче "Сеятель" хуçалăха ертсе пынă Н. Яковлев та вĕсене ыррипе кăна аса илет. «Шаннă ĕçе пурнăçласси вĕсен ялан тĕп вырăнтаччĕ. Ольга Петровна кунĕпе фермăра ĕçлетчĕ. Каçхине ăна мăшăрĕ улăштаратчĕ. Ферма ĕçченĕсене çăмăллăх пулма Андрей Семенович фермăна пичкепе шыв илсе пырса лартатчĕ».
Ĕçрен пăрăнман мăшăр 2 ывăлпа хĕр çуратса ÿстернĕ. Паян 5 мăнукпа, 2 кĕçĕн мăнукпа савăнса пурăнаççĕ ветерансем. Килĕшÿллĕ пурăннипе çуклăха туйманскерсен тулли пурнăçĕ - паянхи çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх.
А. БЕЛОВ.