Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта: ĕнер, паян, ыран

07 июня 2017 г.

Акатуя васкăр

Акатуй - çĕр ĕçченĕ çурхи ака-суха ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленине, ĕçри паттăрсене тивĕçлипе чыслама халалланă ĕçпе юрă уявĕ. Муркашсем те халăхăмăрăн çак йăли-йĕркинчен юлса пымаççĕ.

Кăçал вĕсем Акатуй уявне Лантăш вăрманĕн уçланкинче çитес шăматкун, çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче, ирттереççĕ.

Район пурнăçĕпе кăсăкланакансене, хамăр енри ял хуçалăх производствинче вăй хуракансене, çак ĕçĕн ветеранĕсене тата район хăнисене Акатуйне çитсе курма чĕнетпĕр.

Уява пыракансене кичем пулмĕ.

 

Ял уявĕ

Иртнĕ вырсарникун, çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче, катькассем те вырăнти халăх йĕркеленипе ял уявне пухăнчĕç. Каласа хăвармалла, ял уявĕ ирттересси кунта 1989 çулта пуçланнă.

Кăçалхи уявра арçынсемпе çамрăксем спорт вăййисенче, ача-пăча вара пĕрене çинчен пĕр-пĕрне михĕпе çапса антарса çĕнтерÿçĕ пулассишĕн тупăшрĕç.

Уява пынисем ял историйĕпе, ялта пурăнакансен алă ĕçĕсемпе, юрăçсен ăсталăхĕпе паллашрĕç.

 

Сĕт пахалăхĕ пирки

Сĕт пирĕн пурнăçра кулленхи укçа çăлкуçĕ пулнăран, ку ĕçе кÿлĕннĕ предпринимательсен хисепĕ те район территорийĕнче пĕчĕк мар. Анчах вĕсем пурте пахалăх пирки тивĕçлипе шутлаççĕ-и;

Çак ыйту çине вăхăтра тата тулли хурав парассипе выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци ертÿçи Н. Яковлев, ЧР патшалăх ветеринари службин аслă инспекторĕ           О. Воробьев çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче халăхран сĕт пуçтаракансем тĕлĕшпе Юнкă ял тăрăхĕнче тĕрĕслев ирттернĕ.

Рейд вăхăтĕнче йĕркене пăснă икĕ тĕслĕх тупса палăртнă, çитменлĕхсене пĕтерме сĕнÿсем парса хăварнă.

 

Ĕне пуçне - 20 кг

Район администрацийĕн экономикăпа АПК аталанăвĕн пайне вырăнсенчен тăратнă оперативлă кăтартусене тишкерсен, районта ĕне сăвассипе татса паман ыйтусем пурри куç умĕнчен каймасть. Ĕне пуçне тивекен районти вăтам сăвăма илсен, вăл иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 180 грамм нумайрах - 14,68 кг.

Выльăхсем улăхра çÿренĕ тапхăр йÿнĕ хăйхаклăхпа ытларах продукци илмелли вăхăт пулнине ăнланса ĕçлесе пыракансен паян сăвăм пĕчĕк мар. Пахалăхĕ те вĕсен тивĕçлĕ шайра. Суворов яч. хис. хуçалăхра акă паян кашни ĕнерен талăксерен 20 кг сĕт сăваççĕ, "Герой" хуçалăхра - 16,7 кг.

Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем паян талăксерен вăтамран 29497 кг сĕт суни иртнĕ çулхин 100,4 проценчĕ пулать.

А. БЕЛОВ хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика