Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи пĕлтерĕшли - çынна тимлĕх уйăрни

07 июня 2017 г.

Сăн ÿкерчĕкре Йÿçкассинчи ватă çынсемпе инвалидсен интернат çурчĕн ертÿçине Валентина Шивиревăна куратăр. Вăл социаллă сферăна питех те лайăх ăнланать, интернат уçăлнă кунранпах çăмăл мар   ĕçре тăрăшать.

Интернат 50 вырăнлă, паянхи кун тĕлне вăл тулли. Коллективра 35 çын тимлет, кашниех шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать. Çавăнпа хисеплеççĕ те вĕсене хÿтлĕх тупнисем.

- Социаллă сферăра тăрăшма тÿр килнипе эпĕ кăмăллă. Кашни кунхи ĕç тимлĕх кирлĕ çынна пулăшу парассипе çыхăннă, вĕсен тав сăмахĕ чуна çемçетет. Тепĕр чухне ватă çынсемпе юнашар ларса вĕсен хуйхи-суйхине пайлама та тÿр килет, - кулленхи ĕçпе паллаштарать хастар ертÿçĕ.

Р. Илларионова сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика