03 июня 2017 г.
Кăçал çанталăкăн хăйне евĕрлĕхĕ кашни утăмрах палăрать. Апла пулсан та пахча çимĕç лартмалли вăхăт хыçа юлман. Çакна Муркашри пасарта пахча çимĕç калчи сутакансем кулленех йышлă пулни те çирĕплетет. Купăста, хăяр, помидор, пăрăç, арпус. дыня т. ыт. те пур кунта. Ан ÿркен çеç: туян та хатĕр йăрану çине кайса ларт, шăвар, сивĕрен сыхла, çум айне ан ту.
Анчах калча та ĕçлемесĕр ÿсмест. Çакна пасарта тĕл пулса калаçсан Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Отарккă ялĕнче пурăнакан Иван Демидов (сăн ÿкерчĕкре) ăнланмалла каласа пачĕ.
70 çула хăвалакан Иван Степанович хăйĕн ĕç ĕмĕрне ял хуçалăхĕнче ирттернĕ. Ытларах вăхăта - Отарккăри сĕт ферминче: слесарь-механик та пулнă, ферма коллективне те ăнăçлă ертсе пынă.
Мăшăрĕпе - Юлия Николаевнăпа - 5 ача çуратса ÿстернĕскерсем килти хушма хуçалăха аталантарассипе те нихăçан та алă усса ларман.
Хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усранипе пĕрлех пахчара ĕçлессине те иккĕмĕш вырăна хăварман. Çак тĕллевпех туслă мăшăр пахча çимĕç калчи туса сутассине йĕркелесе янă. Кун пирки Иван Степанович кĕскен çапла каласа пачĕ:
- 45 çул каялла çемье çавăрсанах килти хушма хуçалăхран тĕкĕ курма аталану çулне шырама пуçларăмăр: мĕнпе ĕçлеме усăллăрах, ăçтан тупăш ытларах; Пĕррехинче мăшăрăм килте пахча çимĕç лартма калча ÿстерме парник туса пама сĕнчĕ. Итлерĕм те çав çул юлнă калчасене сутса сад-пахчара ĕçлемелли ĕç хатĕрĕсем туяннă хыççăн ку ыйтупа хам та интересленме пуçларăм. Пысăк тухăç калчаран пуçланать вĕт;
Унтанпа 40 çула яхăн хыçа юлчĕ. Мăшăр пахча çимĕç калчи ÿстерессипе пуян опыт пухнă ĕнтĕ. Çакна валли вĕсем килти хушма хуçалăхра 3 теплицăпа усă кураççĕ. Калчасене сутнă май Демидовсем унтах пахча çимĕç те туса илеççĕ.
Иртен пуçласа каçчен ĕçленипе вĕсем çемье пурнăçĕнче çуккине туйман. "Çук" тесе ĕç пăрахса ларманни, тивĕçлĕ канура та пĕрлешÿллĕ ĕçрен сивĕнменни мана савăнтарчĕ çеç. Çакăнтан пуçланмасть-и-ха вăл çирĕп çемье пурнăçĕнчи ăнăçу тымарĕ; Хирĕçле хурав çук пек туйăнать.
А. БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.