Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шупашкартан - Байкал хĕрне çити

03 июня 2017 г.

Байкал кÿлли хĕрне кайма Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен çула тухаççĕ. Шупашкарти делегаципе пĕрле çула тухма акă Крым Республикинчи, Пенза, Саратов облаçĕсенчи тата ытти хăш-пĕр регионти Чăваш нацийĕпе культура автономийĕсен ертÿçисемпе представителĕсем те тĕп хулана çитнĕ. Кăçалхи "Кĕмĕл сасă" фестивальте Байкал хĕрринчи чăваш Акатуйне кайма тивĕçнисем те пулнăччĕ - вĕсем те делегаци йышĕнчех. Çак йыша ЧНК президенчĕ Николай Угаслов тата ЧР культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов телейлĕ çул сунса ăсатрĕç.

ЧНК пайташĕсемпе çул çÿрев тăршшĕпех телефонпа та, Интернетпа та çыхăну тытатпăр. Вĕсем çул çÿреве тухнипе питĕ кăмăллă. Муркашри Культура çуртĕнче художество пултарулăх ертÿçинче ĕçлекен Алена Филиппова акă (сăн ÿкерчĕкре сулахайран тăваттăмĕшĕ) республика тулашĕнчи чăвашсем пур çĕрте те питĕ вашават та ырă кăмăллă пулнине палăртса калать. «Питĕ лайăх кĕтсе илеççĕ, пирĕнпе пĕрле юрлаççĕ, ташлаççĕ. Чăвашсем çакăн пек делегаципе уяв ирттерме çитнĕшĕн питĕ савăннине калаççĕ», - тет.

Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Валерий Клементьев ертсе пыракан делегацин пĕрремĕш чарăнăвĕ чăвашсен паллă поэчĕ Константин Иванов çуралнă Пушкăрт Республикинчи Слакпуç ялĕнче пулчĕ. Поэт çуралнăранпа 127 çул çитнине халалласа унта тĕрлĕ мероприяти иртнĕ.

"Константин Ивановăн музейĕнче пултăмăр, хыççăн паркри палăк умне чĕрĕ чечексем хутăмăр.                 К. Иванов шăпах 25 çул пурăннине шута хурса (Авт.: Чăваш наци конгресне йĕркеленĕренпе те кăçал 25 çул çитет.) паркра 25 тĕп йывăç лартрăмăр. Халĕ унта эп лартнă йывăç та пур. Слакпуçĕнче эпир Нарспи çăлкуçĕнчи сивĕ шыва та астивсе пăхрăмăр, таврари ытти вырăна çитсе курма та кăшт вăхăт пулчĕ. Слакпуçĕнче литературăпа юрă уявĕ те, Пелепей районĕнчи фольклор ушкăнĕсен фестивалĕ те чаплă иртрĕç", - пĕлтерчĕ пирĕн районăн тепĕр пултаруллă çамрăкĕ - Чăваш наци радио журналисчĕ Алексей Иванов (сăн ÿкерчĕкре сулахайран виççĕмĕшĕ).

"Тюмень хулинчен пысăк салам!" текен хыпар майăн 27-мĕшĕнче кăнтăрла çитрĕ. Конгресри ĕçтешсем пĕлтернĕ тăрăх, Тюмень - питĕ таса та тирпейлĕ хула. Кунта 30 пин ытла чăваш пурăнать. Каламалла, 2004 çултанпа Тюменьре "Тăван" хаçат та тухса тăрать. Тăватă шкулта "Изучение культуры родного чувашского края" предмет та пур иккен. Çак хулара çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче Тюмень тăрăхĕнчи чăвашсен çурхи уявĕ иртрĕ.

Кун пирки тĕплĕнрех ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева пĕлтерчĕ: "Вырăнти вăхăтпа кăнтăрлахи 11 сехетре куравсем ĕçлеме пуçларĕç. Ку тăрăхри районсенчен килнĕ чăвашсен "картишĕсенче"хăйсен йăли-йĕркипе, апат-çимĕçĕпе паллаштарчĕç. Акатуя Екатеринбург, Нефтеюганск хулисенчи чăвашсем те килсе çитрĕç. Тюмень тăрăхĕнчи ентешсем хамăр историе тĕпе хурса ака-суха йăли-йĕркине сцена çинче ĕнентерÿллĕ кăтартса пачĕç. Вырăнти фольклор ушкăнĕсем, конгресăн культура комитечĕн пайташĕсем пухăннă халăха илемлĕ чăваш ташши-юррипе савăнтарчĕç. Акатуй сасси каçченех Тюмень хулинче чăвашсем еплерех савăнма пĕлнине кăтартса пачĕ".

Чăваш делегацийĕ Акатуй хыççăн каçалапа Красноярска çул тытнă. Ку хулара, палăртнă тăрăх, çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче унти вăхăтпа 15 сехетре "çавра сĕтел" иртрĕ. "Чăваш наци конгресĕн ĕç-хĕлне тишкертĕмĕр тата çак çулçÿревĕн тĕллевĕпе пĕлтерĕшĕ пирки, малашнехи ĕçсем пирки калаçрăмăр", - пĕлтерчĕç унта хутшăннă ĕçтешсем.

Каçхине Красноярскри педколледжра пысăк концерт пуçланчĕ. Вырăнти "Телей" фольклор ушкăнĕ, Шупашкартан кайнă чăваш эстрада артисчĕсем Красноярск чăвашĕсене пысăк концертпа савăнтарчĕç.

Ĕçтешсем каланă тăрăх, Красноярскра курса киленмелли чаплă вырăнсем нумай. Урамĕсем геометри тĕлĕшĕнчен шахмат хăмина аса илтереççĕ иккен.

Ыран вара чăваш делегацийĕ Байкал кÿлли хĕрринче пĕтĕм чăвашсен Акатуйне ирттерĕ. Унччен вара, çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Иркутск тăрăхĕнчи Тайшет районĕнче (унта чăвашсем йышлăн пурăнаççĕ) пулчĕç, çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче - Иркутск хулинче, 3-мĕшĕнче - Иркутск облаçĕнче чăваш культурин кунĕсене ирттерме хутшăнчĕç.

Ыран вара Байкал кÿлли хĕрринче пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ иртĕ. Акатуй программи питĕ анлă: юрă-ташă, спорт ăмăртăвĕсем, куравсем, "çавра сĕтелсем"... - тĕрлĕ ĕç пурнăçлама палăртса хунă.

Каялла килнĕ чухне чăваш делегацийĕ Красноярск тăрăхĕнчи Ачинск хулинче тата Челябинск хулинче чарăнса унти чăвашсемпе тĕл пулма палăртнă.

Чăваш наци конгресĕ республикăри, регионсенчи чăвашсене пĕрлештерсе тăракан чăвашлăха упракан, аталантаракан общество организацийĕ пулнине чăнах та пысăк ĕçсемпе кăтартса парать.

Н. Николаева.

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат валли Красноярск хулинчен ятарласа тунă сăн ÿкерчĕкре: Валерий Клементьев (варринче) ертсе пыракан делегацинчи юрăçсемпе журналистсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика