Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял кунĕ ял-йыша пĕрлештерет

03 июня 2017 г.

Ял кунне ирттересси юлашки çулсенче çирĕп йăлана кĕрсе пырать. Çакăн пек уява пĕрисем пуçласа ирттереççĕ пулсан, теприсем вара ку енĕпе пуян опыт та пухма ĕлкĕрнĕ. Акă Ятман ял кунне кăçалхипе тăххăрмĕш хут ирттерчĕç.

Кирек мĕнле уява ирттерме те çăмăл мар, хальхи вăхăтра вара ял çыннисене пĕрле пуçтарма та. Апла пулин те Ятман ял кунĕнче унта питĕ туслă пурăннине курса ĕненме май пулчĕ. Шÿрпе пĕçерекенĕсем те хăйсен ĕçне аван пĕлеççĕ, шашлыкшăн ответлă çын та маттур, сĕтел хатĕрлекенсем те вăр-вар, сцена çинчи лару-тăрăва йĕркелесе пыраканĕ те ăста - çапла ял кунĕн программи пур енлĕн кал-кал пулса пычĕ. Каламалла, ку ял тăрăхĕнчи актив чăнах та пуçаруллă. Ятман çыннисем район депутатне суйланă Альберт Иванов та, ялти клуб администраторĕ Роза Иванова пекех, уява чылай малтан хатĕрленме тытăннă.

- Пысăк историллĕ ялăн кунне мĕнле паллă тумăн-ха; Ялĕнче тата питĕ тăрăшуллă, авторитетлă çынсем пурăнаççĕ. Мария Сергеевна Шатунова, сăмахран, ĕмĕрĕпех дояркăра ĕçленĕ, 80 çул тултарчĕ. Анна Федоровна Скворцова та ял хуçалăх сферинче ĕçленĕ, 80 çула çывхарать. Уявра Людмила Валериановна Никифоровăпа пĕрле ак вĕсем сцена çине тухса хăйсен çамрăклăх вăхăтĕнчи юррисене юрласа халăха савăнтарчĕç. Анатолий Ксенофонтович Иванов - Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Вĕсем пурте ял хуçалăхне аталантарассишĕн кăна мар, ял пурнăçне илемлĕрех тăвассишĕн вăй хунă, халĕ те тăрăшаççĕ, - пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Альберт Николаевич.

Ял хуçалăх сферинче нумай çул ырми-канми тăрăшнисене республикăри АПК комплексĕн ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн Хисеп грамотипе чысларĕç. Районта çак канаша ертсе пыракан В. Вязов хăйĕн салам сăмахĕнче ятмансен хастарлăхне, ĕçченлĕхне палăртрĕ. Тĕрлĕ хавхалантарăва тивĕçнисен шутĕнче 55 çул пĕрле пурăнакан Ивановсен тата 50 çул пĕрле пурăнакан Палишковсен çемйисем те пулчĕç. Çак сумлă çемьесене ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Е. Иванова саламларĕ.

Эсир сăн ÿкерчĕкре куракан хĕрарăмсем вара: Альбина Ятманова, Зоя Романова тата Клавдия Шатунова - Чăваш наци конгресĕн Хисеп хутне илме тивĕçрĕç.

Çанталăк çумăрлăрах тăнăран ял кунне Ятманти клубра ирттерме тиврĕ, анчах та çакă кăмăла пачах та пăсмарĕ. Ялти тĕрлĕ урамра пурăнакансен пултарулăх концертне сцена çинче курса савăнма меллĕ пулчĕ кăна.

Чăнах та, пурне те пĕрлештернĕ Ятман ял уявĕ: сумлă ватăсенчен пуçласа сăпка ачи таранах. Пĕлтĕрхи ял кунĕнчен кăçалхи уявччен çуралнă тăватă пепкене Альберт Иванов ятарлă парнесемпе чысларĕ. Вăйпиттисене вара - ялти çынсене, предпринимательсене - ял уявне ирттерме пулăшнăшăн ял тăрăхĕн администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç.

Ял уявĕ вăл юрласси-ташласси кăна мар тесе тĕрĕсех каларĕ Альберт Николаевич. Çак уяв ял çыннисене пĕрлештерме, ачасемпе çамрăксенче патриот туйăмне вăйлатма, аслисене хисеплеме вĕрентет. Ял халăхĕ уявра пĕрле пуçтарăнать пулсан вара, вăл тирпей-илем кĕртессипе, çулсем тăвассипе, ялти йĕркене тытса тăрассипе те пĕрле тăрăшать. Ятмансем вара шăпах çапла çынсем.

Çак туслă ял-йыша саламлама чылаййăн килчĕç: тĕрлĕ должноçри ответлă çынсем те, ялтан темиçе çул каялла тухса кайнисем те, кунта пурăнакансен юлташĕсем те. Ятмансене кÿршĕсем те, юлташĕсем те саламларĕç: Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи пултарулăх ушкăнĕ ташă-юрăпа савăнтарчĕ, Петр Андреев баян каласа юрлани вара пурне те тыткăнларĕ.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика