03 июня 2017 г.
"Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçатăн паянхи номерĕ 5009 экземплярпа пичетленсе тухрĕ. Республикăра тухакан 21 районпа хула хаçачĕ хушшинче ку малти кăтартусенчен пĕри пулать.
Вулакансене "Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçата çырăнса илнишĕн тав сăмахĕ калатпăр. Малашне те сирĕншĕн ĕçлеме хатĕр пулнине пĕлтеретпĕр.
Халĕ аса илтеретпĕр, хаçата июль уйăхĕнчен илсе тăма çырăнтарас тапхăр малалла пырать. Вăхăчĕ нумаях юлман, çырăнма васкăр!
Хаçат редакцийĕ.