Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акатуй - июнĕн 10-мĕшĕнче

03 июня 2017 г.

Акатуй - чăвашсен авалхи уявĕ, ăна çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçлесен паллă тунă. Муркаш район шайĕнче ăна 1953 çулта уявлама пуçланă. Кăçал муркашсем уява 64-мĕш хут пуçтарăнаççĕ. Хăнасене Лантăш вăрманĕн уçланкине 10 сехете йыхравлаççĕ.

Ĕçпе юрă тата спорт уявĕн программи пуян. Уява район ертÿçисем уçаççĕ. Унтан салам сăмахĕсем янăраççĕ. Çурхи ака-суха ĕçĕсене пĕтĕмлетеççĕ. Ĕçре палăрнисене хаклă парнесемпе Хисеп хучĕсем парса савăнтараççĕ. Ĕç династийĕсене чылаççĕ. Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкне тивĕçни çинчен свидетельствăсем параççĕ. Амăш капиталĕн сертификатне илекенсене те сцена çине кăлараççĕ. Çурт-йĕр тума субсидие тивĕçнисене свидетельствăсем парса хавхалантараççĕ.

Пĕрлештернĕ хор, пултарулăх коллективĕсем, ачасемпе çамрăксен ушкăнĕсем тĕрлĕ юрă-кĕвĕ парнелеççĕ.

Хастаррисене тĕрлĕ спорт вăййисем кĕтеççĕ. Районăн хисеплĕ гражданинĕ В. Рубцов ячĕпе волейболла выляссипе арçынсен командисен финалти вăййисем пулаççĕ. Пăт пуканĕ йăтассипе, турник çинче туртăнассипе, армспортпа, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, бокспа ăмăртусем кăçал та çивĕч иртĕç.

"Ял картишĕ" курав-конкурс, ал ĕç ăстисен тата ача-пăчасен выставка-ярмăркки уява килнисене тĕлĕнтерме хатĕр.

Тĕрлĕ фотовыставкăпа паллашма та кăсăклă пулĕ.

Уявра чăваш тата тĕрлĕ апат-çимĕç, юр-вар тутанма сĕнеççĕ.

Пурне те Акатуя чĕнетпĕр!

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика