Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕ

03 июня 2017 г.

Чăваш Ен инвестици илĕртÿлĕхĕпе - 2-мĕш вырăнта

Июнĕн 1 - 3-мĕшĕсенче Санкт-Петербургра Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕ (ПМЭФ) иртет. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе республика делегацийĕ те хутшăнать. Асăннă мероприятие пĕтĕмпе 12 пин ытла çын 120 ытла çĕршывран килсе çитнĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев ПМЭФ тÿремĕнче "Моногорода - новые возможности для бизнеса"   сессийĕн ĕçне хутшăннă. Унта вăл монохуласенче - Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра - пысăк технологиллĕ çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси тата инвестици проекчĕсене вăя кĕртесси çинче чарăннă. Юлашки 3 çулта республикăри инвестици программисен шайĕнче 5 монохулана 3 млрд. яхăн укçа уйăрнă. Канашри 8,4 млрд тенкĕлĕх индустри паркне, çĕнĕ инвестици проекчĕсене вăя кĕртнипе 1,5 пин ытла çĕнĕ технологиллĕ çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме май парĕ.

ПМЭФ-ра Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ "Агентство стратегических инициатив по продвижению новых проектов" хăй тытăмлă коммерциллĕ мар организаципе пĕрле ĕçлесси пирки килĕшÿ тунă, çакна М. Игнатьев алă пусса çирĕплетнĕ. Асăннă организаци ертÿçи С. Чупшева палăртнă тăрăх, ĕçлĕ хутшăнăва перспективлă регионсемпе кăна тăваççĕ. Çакă агентствăн "Магазин верных решений" проекчĕ тата ытти проект шайĕнче ăнăçлă ĕçлессине çирĕплетет.

Тюмень облаçĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе ĕçлĕ килĕшÿ тунă. Облаç губернаторĕпе В. Якушевпа регион пуçлăхĕ М. Игнатьев суту-илÿпе экономика, наукăпа техника, социаллă тата культура ĕçĕсем пирки килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ.

Чăваш Ен "КАМАЗ" ПАОпа килĕштерсе ĕçлессинче çĕнĕ майсем тишкерет. Экономика форумĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ   "КАМАЗ" ПАО ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, организацин генеральнăй директорĕпе С. Когогинпа тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явнă. Палăртса хăвармалла, кăçалхи март уйăхĕнче Тутар Республикин Президенчĕ Р. Минниханов тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев ĕçлĕ хутшăнăва алă пусса çирĕплетнĕ. Асăннă килĕшÿ электротехника кластерĕн предприятийĕсене Тутар Республикинчи машинăсем тăвакан предприятисен проекчĕсенче хутшăнма май парать.

ПМЭФ-ра Чăваш Ен Пуçлăхĕпе М. Игнатьевпа "БТК групп" компанин генеральнăй директорĕ Г. Драчев ĕçлĕ хутшăнусен малашлăхне тишкернĕ. Тĕп калаçу Чăваш Енте çĕнĕ производство уçасси тавра пулнă.   Г. Драчев палăртнă тăрăх, Чăваш Ен шанчăклă партнер шутланать, çак предприяти - çăмăл промышленноçри Раççейри чи пысăк компани.

Технониколь корпораципе Чăваш Ен малашнехи ĕçлĕ хутшăнăва сÿтсе явнă, М. Игнатьевпа С. Колесниковăн тĕп калаçăвĕ ЖКХ тата строительство сфери валли кадрсем хатĕрлессин пахалăхне ÿстересси, строительство отраслĕнче çĕнĕ технологисене вăя кĕртесси тавра пулнă.

ПМЭФ-ра М. Игнатьев "Инновации в сельском хозяйстве и занятость в аграрном секторе: в поиске баланса" сесси ĕçне хутшăннă. Тĕп калаçу ĕç тухăçлăхне, шалу калăпăшне ÿстересси, çамрăксем хăйсен ĕçне вăя кĕртчĕр тесе условисем туса парасси, ял пурнăçĕн йăли-йĕркине сыхласа хăварасси тавра пулнă. М. Игнатьев палăртнă тăрăх, сессире пăхса тухнă ыйтусем хальхи экономика тапхăрĕнче питех те актуаллă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев çул-йĕрĕн федерацинчи агентствин ертÿçипе Р. Старовойтпа регион территорийĕнчи çул-йĕр хуçалăхне аталантарассине сÿтсе явнă, инфраструктура проекчĕсене софинансировани мелĕпе пурнăçлассине те тишкернĕ. Регион пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, ку тĕлĕшри кăçалхи ĕç валли 5 млрд та 103 млн тенкĕ уйăрма пăхса хунă, 4 млрд яхăн тенкĕ тĕлĕшпе контракт тунă.  

Чăваш Ен федерацинчи 85 субъект хушшинче сывлăх сыхлавĕн системине ăнăçлă ĕçлеттерессипе - пиллĕкмĕш вырăнта. Регион пуçлăхĕ ку тĕлĕшри çавра сĕтел калаçăвĕнче эксперт шутĕнче тухса каланă. Вăл палăртнă тăрăх, республикăра асăннă сферăра çыннăн сывлăхне упрассишĕн ĕçлессипе чылай проект вăя кĕртнĕ, çĕнĕ йышши 125 ФАП тума май килнĕ. Регионти патшалăх политики сывă пурнăç йĕркине пăхăнма вĕрентессипе те çыхăннă.

Чăваш Ен 85 субъект хушшинче наци рейтингĕн кăтартăвĕ тăрăх, инвестици илĕртÿлĕхĕпе 6 пусăмран 2 вырăна хăпарнă. Регион пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, ку çитĕнÿ - пĕрлехи тăрăшулăх. Бизнес аталанăвĕн ĕçне йĕркелессипе, вăл шутра бизнес тухăçлăхĕнче чăрмав кÿрекен тĕрĕслевсене чакарассипе курăмлă ĕçсем тунă. Халăхăн тупăш шайне ÿстересси, бизнеса аталантарма пулăшасси республика правительствин приоритетлă задачи шутланать.

Ĕçлĕ тĕл пулусем малалла пыраççĕ.

Р. Илларионова хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика