31 мая 2017 г.
Çемьесене - сертификатсем
Ĕнер район администрацийĕнче çамрăк çемьесем пухăнчĕç. Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев вĕсене районти ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Муркаш районĕ япăх мар ĕçлесе пырать, вăл шутра - пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес программăсене хутшăнассипе те. Ростислав Николаевич 24 çамрăк çемьене сертификат парса чысларĕ, çурт-йĕрлĕ пулса тăван районта ĕçлеме, тăван района пĕрле аталантарма чĕнсе каларĕ. Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи П. Прокопьев пухăннисем ячĕпе тав турĕ (тĕплĕнрех - çитес номерте).
Аукционсем иртнĕ
Район администрацийĕнче тунтикунсерен ирттерекен ларура район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В. Никитин пĕлтернĕ тăрăх, Муркаш районĕ, Шупашкар агломерацине кĕнĕ май, федерацин "Пахалăхлă тата хăрушсăр çул-йĕр" программине хутшăнать. Асăннă программа шайĕнче "Мăн Сĕнтĕр - Мăн Хураçка" автоçул (7 километр), «Атăл» - Вăрăмой» автоçул (1,7 км) çинче юсав ирттерме палăртнă. Асăннă объектсенчи ĕçе пурнăçлама подряд организацийĕсене суйлассипе аукционсем ирттернĕ.
Юлашки гектарсем çинче
Уяр кунсемпе туллин усă куракансем çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçлесе пыраççĕ. Район администрацине тăратнă оперативлă кăтартусемпе килĕшÿллĕн районти пĕрлешÿллĕ кооперативсем тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсем тырă-пулăна пурĕ 8500 гектара яхăн (91 процент), пахча çимĕçе 56 гектар акнă, çĕр улмине 252 гектар лартнă.
Çар ĕçĕпе паллашаççĕ
Майăн 29-мĕшĕнче Çатракасси шкулĕнче пулас салтаксем, 10-мĕш класра вĕренекенсем пухăннă. Вĕсем çар ĕçне алла илессипе, тĕрлĕ енĕпе вăй виçеççĕ. Çамрăк ăрушăн çарпа патриот воспитанийĕ питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мероприятие уçнă май район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн ертÿçи З. Дипломатова тата Муркашпа Элĕк районĕсен çар комиссарĕ В. Казаков ачасене ăнăçу суннă. 5 кун хушшинче 57 яш салтак пурнăçĕн пуçламăш утăмĕпе паллашма пултарĕ, тĕрлĕ йывăрлăха çĕнтерĕ. Вĕренÿри йывăрлăха парăнтарни малашлăхра пулăшĕ.
Р. Илларионова хатĕрленĕ.