Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасемпе инкек ан пултăр

31 мая 2017 г.

Июнĕн 1-мĕшĕ - Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун. Хальхи вăхăтра ачасене темрен те, такамран та хÿтĕлемелле: Интернет сетĕнчи хăрушă сайтсенчен те, ачасене хирĕç тума пултаракан преступленисенчен те, преступлени тума явăçтарассинчен те, ачисем çине алă сулнă е тăтăш алă çĕклекен ашшĕ-амăшĕнчен те...  

Ачасене хăйсене хирĕç тăвакан преступленисенчен, çавăн пекех вĕсене йĕркене пăсма явăçтаракансенчен хÿтĕлесси Раççей следстви комитечĕн Чăваш Енри следстви управленийĕн ĕçри тĕп енĕсенчен пĕри пулса тăрать. Çавна май паянхи калаçăва эпир управленин Етĕрнери районсем хушшинчи следстви пайĕн пуçлăхне Н. ЯКОВЛЕВ юстици полковникне чĕнтĕмĕр.

- Чăнах та, ачасем хăйсене хăрушсăрлăхра туйччăр тесен вĕсене тĕрлĕ енлĕ хÿтлĕх, тимлĕх кирлĕ. Вĕсем вара çителĕксĕр. Çакна Чăваш Енри следстви управленийĕн ĕçĕ те кăтартса парать. 2016 çулта пурĕ 226 ачана хирĕç тунă преступленисене тишкерсе суда 105 çын тĕлĕшпе уголовлă ĕç янă. Преступленисем тĕрлĕрен, вăл шутра ачасене ар çыхăнăвне кĕртни тата кĕме хистени те. Çул çитмен 53 ача ку тĕлĕшпе сиен тÿснĕ.

Ачасемпе çыхăннă преступленисене тишкернĕ чухне следовательсемпе пĕрле яланах психологсем ĕçлеççĕ, ачасене пулăшу параççĕ.

Преступленисене уçăмлатнă май вĕсене тума май панă пур фактора та шута илетпĕр. Çавăнпа малашне кун пекки ан пултăр тесе çав факторсене пĕтерме представленисем тăрататпăр. Пĕлтĕр пурĕ 142 представлени çырнă.

Маларах асăнтăм ĕнтĕ, ашшĕ-амăшĕ ачи çине алă сулни те преступлени патне илсе çитерме пултарать. Нумай чухне эрех ĕçекен ашшĕ-амăшĕ ачисем пирки мансах каять. Тимлĕх çукки вара ачасене те, аслисене те суд тенкелĕ çине илсе çитерет. Ашшĕ-амăшĕн те, ачасемпе ĕçлекен пур субъектăн та хăйсен тивĕçне туллин тата кирлĕ пек пурнăçламалла - çапла кăна пирĕн ачасем хăрушсăрлăхра ÿсме пултарĕç.

Сăмахран, Муркаш районĕнчи пĕр шкулти хĕр ачапа ар çыхăнăвне кĕрес тесе ăна çын çÿремен вырăнта тапăннă - шкултан тепĕр яла кайнă çул çинче. Çавăнпа ачасен çулне хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелли мерăсем йышăнма шкула представлени тăратнă. Çавна май ятарласа туса хунă комисси шкул автобусĕн çĕнĕ маршручĕсене йĕркелеме сĕннĕ, ачасене уроксем хыççăн кăна мар, мероприятисем хыççăн та килĕсене автобуспа леçмеллине çирĕплетнĕ.

Ырантан календарь çулла çитнине кăтартать. Апла пулсан ачасен сывлăхне çирĕплетмелли тата вĕсен канăвне йĕркелемелли пысăк тапхăр пуçланать.

Çуллахи вăхăтра ачасене тĕрлĕ инкекрен асăрхаттармалла: шыва путассинчен, нумай хваттерлĕ е тимиçе хутлă çуртсенчи чÿречерен тухса ÿкессинчен, пушар кăларассинчен тата ыттинчен те. Çавăнпа та асăрханулăхпа тимлĕх пирки пĕр самантлăха та манмалла мар.

Преступленисене уçăмлатас тĕллевпе ирттернĕ тĕрĕслевсем шыва путнă ачасенчен нумайăшĕ ишме пĕлменнине, ашшĕ-амăшне пĕлтермесĕр шыв хĕрне кайнине кăтартса параççĕ. Чÿречерен тухса ÿкнĕ ачасене вара ашшĕ-амăшĕ тимлĕхсĕр хăварнă е чÿречесем çăмăллăнах уçăлнă. Пушарсенче те ытларах чух пĕччен пăрахса хăварнă ачасем çунса каяççĕ. Çавăнпа та пÿртре зажигалка, спичка тата çулăм кăларакан ытти япала куç умĕнче, алă айĕнче пулмалла мар.

Ачасен прависене тата саккунлă интересĕсене хÿтĕлес тĕллевпе Чăваш Енри следстви управленийĕнче 2012 çултанпах талăкĕпе ĕçлекен "хĕрÿ лини" йĕркеленĕ. Унăн телефон номерĕ: 8(8352) 624-657, кĕсье телефонĕнчен 123 номерпе шăнкăравламалла. Çак номерпе шăнкăравласа ачасен прависемпе саккунлă интересĕсене пăсни çинчен хыпарламалла.

Ачасене хÿтĕлесси - аслисен тивĕçĕ. Ачасемпе инкек ан пултăр тесен, пирĕн пурин те пĕрле тăрăшмалла.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика