Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экологи акцине хутшăнчĕç

27 мая 2017 г.

Çут çанталăк сывлăхĕшĕн, хăмăрăн пуласлăхшăн, ачасен аталанăвĕшĕн  тăрăшакансем пурри савăнтарать. Апла пулсан пирĕн пурнăçа илемлĕ сăрăсемпе сăрламалли те çук мар. Лару-тăрупа çывăхарах паллашнă хыççăн халĕ каланă кашни сăмах Шурчари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул коллективĕ пиркиех тейĕн. Иртнĕ кунсенче вĕсем "Единая Россия" политика партийĕ ирттернĕ "Пĕрле пурнăçлар" экологи акцине пĕр çын пек пулса хутшăнчĕç.

-  Тасалăхпа тирпейлĕх ялан малта тăччăр, районта ырă йăлана кĕнĕ санитарипе экологи уйăхлăхне ытларах çын явăçтăр тесе эпир те хамăр шкул ачисемпе çулленех йывăç лартмалли уйăхлăхсенче тăван ене илем кÿрес ĕçрен пăрăнса юлмастпăр. Кăçал та "Пĕрле пурнăçлар" экологи акцине хамăр ума лартнă тĕллев тесе йышăнтăмăр. Çакна валли районта  çуллен ирттерекен смотр-конкурса та активлă хутшăнас терĕмĕр, - кĕтсе илчĕ мана Шурчари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ Лира Кудашова.

Асăннă шкулта тăван тавралăха илем кÿрес уйăхлăха 9-мĕш класра вĕренекен эколидер Татьяна Кудашова шыв тасалăхне упрассипе ирттернĕ экоурокран пуçланă. Таня хăйĕн тантăшĕсене тата кĕçĕн классенче вĕренекенсене каяша вăхăтра тирпейлесе шыв тасалăхне упрасси тата ăна перекетлесси пирки каласа пачĕ. Сăмах шывпа чĕрчунсен хутшăнăвĕ пирки, вĕсем пĕр-пĕринпе тачă хутшăнура пулни çинчен пулчĕ. Хăйĕн сăмахне вăл пурнăçри нумай тĕслĕхпе çирĕплетрĕ. Патшалăхпа общество экологи ыйтăвĕ çине паян пысăк тимлĕх уйăрнине ачасем эколидер ирттернĕ вăйăран та аван курса ăнланма пултарчĕç.

Сăмах май. Эколидерсен конкурсĕнче районта тата республикăра палăрнă Т. Кудашова халĕ хăйĕн ĕçĕпе Раççей шайĕнчи ăмăртăва хутшăнать.

Ачасене экологи пĕлĕвĕ парас ĕçре шкулта вĕрентекенсем яланах ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Пĕрлехи тăрăшулăхпа шурчасем "Пĕрле пурнăçлар" экологи акцине хутшăнса юлашки икĕ уйăхра 21 мероприяти ирттерме пултарнă. Ку ĕçе йĕркелесе пыраканĕ - шкулти биологи учителĕ Мария Ершова. "Герой" хуçалăх ертÿçи Г. Иванова йывăç хунавĕсем тупса панипе тĕллевлĕ усă курса Мария Рудольфовна ертсе пынипе шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем нумаях пулмасть Çĕньял Шурча çывăхĕнче пулнă хăйăр карьерне хыр, чăрăш, пихта тата ытти йывăç хунавне йышлă лартса хăварчĕç. Ачасене хăйсен ĕçĕпе Н. Борзаева, П. Борзаев, М. Александрова вĕрентекенсем  хавхалантарса пычĕç.

Йывăç хунавне лартнă май кашнийĕнех çывăх çулсенче кунта кăмпа пуçтарма килес шухăш çуралчĕ. Ĕмĕтленни пурнăçлантăрччĕ. Тирпей-илемшĕн кашнин пĕрле вăй хурасчĕ, çак ĕçрен никамăн та айккинче юлас марччĕ!

А. БЕЛОВ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсенче:   биологи учителĕпе М. Ершовапа Т. Кудашова эколидер* вĕренекенсем хăйсем лартнă йывăçсем кĕçех хăйăр карьерне илемпе хупласса шанаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика