Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мобилизаци вĕрентĕвĕ ăнăçлă иртрĕ

27 мая 2017 г.

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Ыррине ĕмĕтленекенĕн вара хăрушлăхсене хирĕç тăма та ялан хатĕр пулмалла. Çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче районта гражданла оборона управленийĕн органĕсемпе тата Чăваш Республикин чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирес енĕпе ĕçлекен Пĕрлехи патшалăх системин районти тытăмĕн вăйĕ-хатĕрĕсемпе командăпа штаб вĕрентĕвĕ пуçланчĕ.

Пĕрремĕш кун вĕрентÿ штабĕн пуçлăхĕ, Раççейри Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Ю. Антонов полковник вĕрентĕвĕн тĕллевĕсемпе, унта хутшăнакан вăйсемпе паллаштарчĕ. Кун хыççăн вĕрентÿ йĕркелекенсем районăн çак тытăмри докуменчĕсемпе паллашрĕç. Вĕрентĕвĕн тĕп мероприятийĕсем чăн пулăмпа çывăхлантарса çу уйăхĕн 25 - 26-мĕшĕсенче иртрĕç.

Вĕрентÿ пуçламăшĕнчех районти чрезвычайлă лару-тăрăва сирес тата асăрхаттарас, пушар хăрушсăрлăхпе тивĕçтерес комисси председателĕ В. Никитин комисси ларăвне ирттерчĕ. Хăйĕн кĕске сăмахĕнче вăл кая юлмасăр хăш службăн мĕнле ĕçсем пурнăçламаллине палăртрĕ.

Пĕрлехи диспетчер службине çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче ирлесех Муркашри Парк урамĕнчи нумай хваттерлĕ çуртра йăлара усă куракан «газ сирпĕнни» пирки пĕлтерÿ çитрĕ. Районти ятарлă программăсен пайĕ, газ служби, пушар хуралĕ хăйсен ĕçĕсене туллин пурнăçланăран инкеке сарăлма памарĕç, çăлав ĕçĕсене вăхăтлă йĕркеленĕрен инкек тÿсекенсене те çийĕнчех пулăшу пама пултарчĕç.

Кун хыççăн 9 сехет те 20 минутра пĕрлехи диспетчер службине Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Андрей Мясниковран Çĕньял Муркашри пĕр килти хушма хуçалăхра 2 сысна «вилни пирки» тата вĕсем сыснасен африка чумипе «чирлеме пултарни» çинчен пĕлтерÿ çитрĕ. Хыпар выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцине çитсен, инкек пулнă вырăна çийĕнчех чир-чĕр эпизоотийĕпе кĕрешекен звено тухрĕ. Диагноза çирĕплетме патологи материалне республикăри ветеринари лабораторине ярсан, унтан диагноз тĕрĕс пулнине çирĕплетни çитрĕ.

Кун çинчен выльăх чирĕпе кĕрешекенсем çийĕнчех район администраци пуçлăхне, ЧР Патшалăх ветслужбине, Россельхознадзорăн Чăваш Республикин тата Ульяновск облаçĕн управленине, кÿршĕ районсене тата вырăнти ял хуçалăх предприятийĕсене пĕлтерчĕç. Çийĕнчех асăннă чире пĕтерес тата сарăлма парас мар тесе пурнăçламалли ĕçсен комплекслă планне туса хатĕрлерĕç. Кунпа пĕрлех яваплă специалистсем массăллă информаци хатĕрĕсем пулăшнипе е тĕл пулусем ирттернипе çынсене хăрушлăх пирки ăнлантарас ĕçе пуçăнчĕç.

Вĕрентÿ штабĕн пуçлăхĕ Ю. Антонов полковник выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци коллективĕ чрезвычайлă лару-тăрура çаврăнăçуллă ĕçлеме пултарнине палăртрĕ.

Сыснасен африка чумине сирессипе вĕрентÿ иртнĕ хыççăн Орининти вăтам шкулăн пĕрремĕш хутĕнче "пушар тухни" пирки пĕлтерÿ çитрĕ: технологи класĕнче тухнă "хĕрлĕ автан" 4 ачана шкултан вăхăтра эвакуацилеме май паман. Пушар хуралĕнче тăракан пулăшуçăсем пушар сÿнтермелли икĕ автомашинăпа хăвăрттăн вырăна тухрĕç. Шкул директорĕ Н. Щукин пĕтĕмĕшле лару-тăрупа паллаштарнă хыççăн çăлавçăсем пушар сÿнтерессипе штаб йĕркелесе çăлав ĕçне кÿлĕнчĕç. Тăватă çăлавçă "çунакан" шкул çуртне кĕрсе инкек тÿсекен ачасене ирĕке кăларса медицина пулăшăвĕн аллине пачĕç.

Вĕрентĕвĕн виççĕмĕш кунĕ те унта хутшăнакансене канăçлăхра хăвармарĕ. Районти гражданла оборона ертÿçи Р. Тимофеев патне «НАТО тытăмĕнчи çĕршывсем Раççей чиккинче хăйсен çарĕсене активлăлатни» пирки пĕлтерÿ çитрĕ. Районта хÿтĕленÿ хатĕрленĕвĕн "Полная" степенĕ ĕçлеме пуçларĕ. Пĕтĕмĕшле лару-тăру йывăрланнине "Россельхозбанк" çуртĕнчи «террор акчĕ» çирĕплетрĕ: паллă мар хатĕрти наркăмăш пÿлĕмре сарăлса çынсене сиенленĕ. Районти полици тата васкавлă медицина пулăшăвĕн уйрăмĕсем пĕтĕмĕшле лару-тăрăва çийĕнчех хăйсен аллине илчĕç: инкек тÿсекенсем патне пулăшу вăхăтра çитрĕ.

- Вĕрентĕве ăста йĕркелеме пултарнисем эпир чрезвычайлă лару-тăрăва хатĕр пулнине, ман шутпа, чи çÿллĕ шайра кăтартрĕç. Районти ответлă специалистсемпе тĕрлĕ ведомствăсен пуçлăхĕсем пĕр çыхăра пулни, вĕсем хăйсен ĕçĕ çинчен вĕрентÿ пуçлăхне тÿррĕн доклад тусах тăни кашниех хăйĕн яваплăхне туллин туйнине кăтартрĕ, - терĕ вĕрентÿ вĕçĕнче районти гражданла оборона ертÿçи     Р. Тимофеев.

Штаб пуçлăхĕ Ю. Антонов полковник уйрăм çитменлĕхсем пулнине палăртса вĕрентÿ пĕтĕмĕшле ăнăçлă иртнине палăртрĕ. Апла пулсан район инкек-синкеке хирĕç тăма хатĕрри куçкĕрет.

А. БЕЛОВ.

Сăн ÿкерчĕксенче: вĕрентÿ саманчĕсем.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика