27 мая 2017 г.
Майăн 24-мĕшĕнче Михаил Игнатьев ирттернĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче эрех-сăра сутма чарас ыйтăва пăхса тухнă.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче йышăннă документ обществăлла апатлантару уйрăмĕсенче эрех-сăра сутма чарассине пĕлтернĕ. Енчен те тата çак объектсем нумай хваттерлĕ çуртсем таврашĕнче вырнаçнă пулсассăн, çакăн йышши çуртсенче - кафе тата ресторансемсĕр пуçне, эрех таврашне вунă сехетрен пуçласа каçхи вунпĕр сехетчен сутасси пăрахăçланĕ. Вунпĕр сехет хыççăн ресторансенче кăна эрех сутăнĕ.
Тепĕр пысăк çĕнĕлĕх, халăх йышлă пухăнса ирттерекен массăллă мероприяти вăхăчĕсенче эрех-сăра таврашне сутма чарасшăн.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патшалăх политикин тĕп приоритечĕ - халăхăн сывлăхне упраса хăварасси тенĕ. Кашни çыннăн хăйĕн сывлăхĕшĕн тăрăшмалла, ачасене мĕн пĕчĕкрен сывлăха çирĕплетме, пурне те сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма вĕрентмелле.
Хамăр инф.