Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн вулавăшсем çынсене çывăх

27 мая 2017 г.

Мĕн авалтанах кĕнеке пĕлÿ çăлкуçĕ шутланнă. Ку пысăк тупрана библиотекарьсем упраççĕ, вулакансем патне çитереççĕ. Паян вĕсен - професси уявĕ.

Сăн ÿкерчĕкре Шомик библиотекинче вăй хуракан Вера Измайловăна куратăр. Вăл çак ĕçре тимлеме тÿр килнипе кăмăллă. Кулленех çынсемпе тĕл пулса калаçма, вĕсен ыйтăвне тивĕçтерме, тĕрлĕ изданипе паллашма май пур. Вера Михайловна мероприятисем ирттернине те лайăхпа хаклать, вăл каланă тăрăх, çынсем пуçаруллă.

Çынсен ыйтăвне кура библиотекăра тĕрлĕ кружок ĕçлет. Унта çÿрекенсем ал ĕçĕсемпе тата вĕсен вăрттăнлăхĕпе паллашаççĕ, пĕрле кĕнеке вулаççĕ. Куçса çÿрекен библиотека вара ватă çынсемшĕн тата тухса çÿрессинче йывăрлăх туякансемшĕн меллĕ. Юлашки вăхăтра патшалăх тата муниципалитет услугисемпе тивĕçтерессипе те ĕçлеме тивет.

Вера Михайловнăна уяв ячĕпе саламлатпăр. Малашне те тăрăшса ĕçлеме ăнăçу сунатпăр.

Р. Илларионова

сăн ÿкерчĕкĕ.

 

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика