Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Никама та тиркемест, никама та шеллемест

24 мая 2017 г.

СПИДа пула вилнисене çулсеренех майăн виççĕмĕш вырсарникунĕнче асăнаççĕ. Кăçал вăл кун майăн 21-мĕшĕнче пулчĕ.

Çак куна малтанласа 1983 çулта США-ри Сан-Франциско хулинче йĕркеленĕ. Çынсен пĕр ушкăнĕ хăйсен тăванĕсене, юлташĕсене илсе кайнă çак хăрушă эпидеми пурри çине ытти çынсене тата правительствăна тимлĕх уйăрттарас тĕллевлĕ пулнă. Хальхи вăхăтра вара çак кун пур çĕршывра тенĕ пекех тĕрлĕ асăну мероприятийĕ йĕркелеççĕ. Хăйсен сăмахĕнче йĕркелÿçĕсем СПИД кирек кама та пырса тивме пултарассине асра тытма сĕнеççĕ, çавăн пекех - асăрханма та.

ВИЧ-инфекци тесе çыннăн иммунитетне хавшатакан вирус пуçаракан чире калаççĕ. Вирус иммунитета хавшатма тытăнать, каярах вара организм çакна пула ытти чир-чĕре хирĕç тăраймасть. ВИЧ-инфекци аталанăвĕн юлашки тапхăрне шăпах СПИД тесе калаççĕ.  

СПИДпа чирленĕ çынсене чи малтан 1978 çулта США-ра тупса палăртнă. Тĕпчевçĕсенчен ытларахăшĕ хальхи вăхăтра сарăлнă ВИЧ-инфекци тĕнчере пĕр 50 çул каялла пуçланса кайнă тесе шутлаççĕ. 1960-1970 çулсенче Анăçра сарăлнă «секс революцийĕ» вара ăна татах пулăшнă. Аталанса СПИДа куçакан вируса чи малтан 1985 çулта тупса палăртнă.

Темĕн тĕрлĕ тĕпчев ирттернĕ пулин те, СПИДа сиплемелли эмел çук-ха. Чир вара питĕ пысăк хăвăртлăхпа сарăлса пырать,   СПИДа пула пурнăçран уйрăлнисен хисепĕ те çултан-çул нумайланса пырать. Пĕтĕм тĕнчери Сывлăх сыхлав организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра тĕнчере ВИЧ-инфекциллĕ 37 млн çын пурăнать. Пирĕн çĕршывра ВИЧ-инфекциллĕ 1 млн çынна тупса палăртнă. Ку таранччен 240 пин çыннăн пурнăçĕ çак чире пула татăлнă. Хальхи вăхăтра Раççей Федерацийĕнче ВИЧ-инфекциллĕ е СПИДпа чирлекен 790 пин ытла çын. Чăваш Республикинче ку таранччен 2346 çынна регистрациленĕ, вĕсенчен 577-шĕ вилнĕ, вăл шутран 173-шĕ - СПИД-ран. ВИЧ-инфекци ытларах Куславкка, Етĕрне, Улатăр, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче тата Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче сарăлнă. Вĕсенчи кăтартусем республикăри вăтам кăтартуран пысăкрах. Муркаш районĕнче пурĕ 40 çыннăн ВИЧ-инфекци пуррине тупса палăртса регистрациленĕ, вĕсенчен 6-шне - 2016 çулта.

Паян пирĕн умра тăракан задача - ВИЧ-инфекцие сарăлма парас марри, çавна май - СПИД-ран вилессине чакарасси те. Çак задачăна пурнăçлама вара кашни çыннăн ответлăхĕ кирлĕ: çын хăйне йĕркеллĕ тытни, ВИЧ-инфекци пуррипе çуккине тăтăшах тĕрĕслеттерни.

ВИЧ-инфекци çынна виçĕ мелпе ерме пултарать: ар çыхăнăвĕ урлă, вируслă юн лекнипе (таса мар шприц урлă), инфекцие амăшĕ ачине ертнипе (çие юлнă хыççăн, ача çуратнă чух тата кăкăр ĕмĕртнĕ чух).

Çапла вара вирус ар çыхăнăвне кĕрекенсене тăтăш улăштаракансем, наркотика венăран инъекци тунипе йышăнакансем хушшинче анлă сарăлнă.

Юлашки çулсенче тĕпчевçĕсем ВИЧ ар çыхăнăвĕ урлă уйрăмах анлă сарăлса пынине калаççĕ: çыннăн социаллă статусĕ те, çул ÿсĕмĕ те, вăл хĕрарăм е арçын пулни те, çемьеллĕ е хусах пулни те, пĕлÿ шайĕ те пысăк пĕлтерĕшлех мар иккен.

Çавăнпа та кашни çыннăн ар çыхăнăвĕнче питĕ асăрхануллă пулмалла: ар хутшăнăвне кĕрекенсене улăштармалла мар тата презервативпа усă курмалла* наркотик йышăнмалла мар* инъекци тунă чух пĕр хутчен усă курмалли хатĕрсемпе кăна усă курмалла* тăтăшах ВИЧ-инфекци пуррипе çуккине тĕрĕслеттермелле.

Хамăрăн сывлăха хамăрăн упрамалла. ВИЧ-инфекци вара хамăр асăрхансан кăна айккинчен иртĕ. Çавăнпа та кашни çыннăн хăйĕн сывлăхне тимлĕх ытларах уйăрмалла.

СПИДа пула вилнисене асăнмалли куна халалланă мероприятисем паян та пыраççĕ. Çавăнпа та больницăна тĕрлĕ консультаци илме, инфекци пуррипе çуккине (аноним мелĕпе те йышăнаççĕ) тĕрĕслеттерме çитĕр.

Г. СОКОЛОВА,

Муркашри тĕп больницăн

эпидемиолог-врачĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика