24 мая 2017 г.
Социализмла Ĕç Геройĕ Е.А. Андреев çуралнăранпа 105 çул çитнĕ май
Муркаш районĕ пирки сăмах пуçарсан, Социализмла Ĕç Геройĕн Евтихий Андреевăн ырă ĕçĕпе сăнарне асăнмасăр иртме çук, вăл ялан пирĕн чĕрере. Евтихий Андреевич çуралнăранпа ыран 105 çул пулать.
Евтихий Андреев 1912 çулхи майăн 25-мĕшĕнче Ярославка ял тăрăхне кĕрекен Варпуç ялĕнче çуралнă. 6 класлă пĕлÿ илнĕ хыççăн "Сеятель" колхозра счетоводра ĕçленĕ. Вăл вăхăтра пĕлÿ илесси çине пысăк тимлĕх уйăрма май килмен, унра вара ятарлă пĕлÿ илмесĕрех Турă панă пултарулăх пысăк пулнă. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан хастар яш Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă.
1951 çулхи çур аки умĕн Муркаш ял Советĕнчи пĕчĕк колхозсене пĕрлештернĕ, "Знамя труда" колхоз пулса тăнă. Ăна ертсе пыма КПСС райкомĕ пултарулăхпа палăрма ĕлкĕрнĕ Евтихий Андреева шаннă. Çынсем унăн тăрăшулăхне курнăран тата ăна лайăх пĕлнĕрен çĕнĕ ертÿçĕне хапăл туса йышăннă. Ун чухне, 1946 - 1951 çулсенче, вăл СССР Хатĕрлев министерствин уполномоченнăйĕнче тăрăшнă. Ертÿçĕ тилхепине тытсанах ăста кадрсене суйласси пирки шухăшланă, правленин çĕнĕ йышне йĕркеленĕ.
Хуçалăхри лару-тăру вара питех те йывăр пулнă. Фермăри ĕнесем выçăпа нушаланнăран ура çине те тăрайман. Çавăнпа та кашни кунхи ĕçе ертÿçĕ фермăран пуçланă. Фермăна кĕрсен чи малтан выльăх пуçне шутланă. Çине тăрса ĕçленипе çур çултан фермăри йывăрлăх сирĕлме тытăнни палăрнă. Тислĕк те уй-хире ытларах тухнă, ку çĕр улми, тыр-пул тухăçлăхĕпе тÿрремĕнех çыхăннă.
Ăнăçлă ĕçлеме пуçланă май хуçалăх ячĕ республикăра, каярах ун тулашĕнче те илтĕнме тытăннă. Çав çулсенче çĕр улми вакунĕ-вакунĕпе Мускава, Воронеж облаçне, Кубăна, Монголие ăсаннă. Вăл вăхăтра пĕр килограмм çĕр улми 30 пус пулнă, пĕр центнерĕ - 30 тенкĕ. Колхоз пĕр гектартан вăтамран 250 центнер тухăç илнĕ, унăн хакĕ 7500 тенкĕпе танлашнă та. Хуçалăх "иккĕмĕш çăкăра" 220 гектар çинче лартса ÿстернĕ. Малашлăха пăхма пĕлнĕ ертÿçĕ миллионшар тенкĕ ĕçлесе илессине çак ĕçре те курнă.
Малтанхи вăхăтра автомашина енĕпе çăмăлах пулман, çавăнпа та вăл кашни кун хуçалăх территорине лашапа пăхса çÿренĕ. Евтихий Андреевич колхозра строительсен бригадине йĕркеленĕ. Çĕнĕ ертÿçĕ хуçалăх ĕçне çĕнĕлле тата тухăçлă тума тăрăшнă.
Колхоз çурт-йĕрĕ валли Атăл урлă кайса йывăçлăх ĕçлеме пуçланă. Çулсерен 1000 кубла метр ытла йывăç хатĕрлеме пултарнă. Фермăсемпе лаша витисене çĕнетме тытăннă. Производство объекчĕсене хутса ăшăтмалăх та вутă çителĕклĕ хатĕрленĕ. 1953 çулта 58 çынран тăракан строительсен бригадин тăрăшулăхĕпе чылай ĕç тума пултарнă. Çурт-йĕр тăвас пулсан вара вăл хăш материал мĕн чухлĕ кирлине пĕлсе тăнă.
Хуçалăх тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме пуçланă. Ку ĕçре зооинженери наукине тĕпе хурса тимлеме тăрăшнă. Колхозра зоотехник ĕçне вĕренмелли виçĕ уйăхлăх курссем йĕркеленĕ. Унта пĕлÿ илнисене аттестат панă, вĕсен шалăвĕ ыттисенчен пысăкрах пулнă.
Çак çулсенче хуçалăх электростанцийĕ ĕçлеме тытăннă. Машинăпа трактор паркне, арман, пилорама тата ытти объект хута янă. Колхоз паркĕ çĕнĕ техникăпа пуянланма пуçланă, хуçалăх тĕрекленсех пынă, Çурлатри ялĕнчи социаллă объектсене çĕнетнĕ. Ампарсем тыр-пулпа тулли пулнă, пĕр çул тырă туса илейменни те вĕсемшĕн йывăрлăх кăларса тăратман. Колхоз аталаннипе танах унта тăрăшакансен пурнăç условийĕсем те лайăхланса пыни курăннă. Хуçалăхра ĕçлекенсен шалăвĕ пысăк пулнă, халĕ çавна май вăхăтра тăрăшнисен пенси укçин калăпăшĕ те пысăк. Ку енĕпе те Евтихий Андреевича çынсем ырăпа асăнаççĕ.
Хуçалăх ĕçченĕсене тăрăшса вăй хунăшăн хавхалантарнă. Çĕнтерÿ уявĕнче ветерансене хаклă парнесемпе чысланă. Хуçалăх ĕçченĕсен культурăпа спорт канăвĕсене те йĕркелесе тăнă, тĕрлĕ ăмăртăва хутшăннă. Çамрăксемпе те ĕçлеме вăхăт тупнă, вĕсене ĕçе вырнаçтарма тăрăшнă.
Чăннипех те Евтихий Андреевич çыншăн тăрăшакан ертÿçĕ пулнă, хуçалăхпа çыннăн интересĕсене хăйĕнчен мала хунă. Вăл ăста ертÿçĕ пулнипе пĕрлех унра яланах çынлăх туйăмĕ хуçаланнă, ахаль çын е должноçри çине уйăрман. Хăйне те ыттисемпе тан тытнă, хăпартланасси, каппайланасси пулман. Хăйне валли çĕнĕ пÿрт лартнă чухне ялти чи пысăк пÿртрен пĕр метр чухлĕ пĕчĕкрех тума ыйтнă. Хуçалăх тырă валеçнĕ чухне те хăйне валли ытлашши илмен, хушма хуçалăхри пĕр ĕне валлилĕх кăна, ыттине вара хуçалăх валли хăварнă.
Ĕçне кура - хисепĕ, теççĕ халăхра. Ял хуçалăх ĕçне, унта тăрăшакансен ăнăçлăхне нимрен мала хунă пархатарлă çынна 1966 çулта Социализмла Ĕç Геройĕ ятне панă, çавăн пекех ăна тĕрлĕ орден, медальпе чысланă. Çук, вăл чысшăн çунман, тăван хуçалăха ăнăçлă ĕçлеттерессишĕн тăрăшнă, хуçалăх тилхепине 30 çул хушши çирĕп алăра тытнă, ырми-канми тăрăшнипе хуçалăха çĕршывĕпех ăнăçлă хуçалăхсен йышне кĕртнĕ. Çавна май Евтихий Андреевич пултарулăхне кура район тата ун тулашĕнчи депутат пулма пĕрре кăна мар суйланă. Вăл нимĕнле ĕç умĕнче те пуç усман. Паллă колхоза Чăваш Енĕн мухтавлă ывăлĕ Андриян Николаев та пĕрре мар килсе курнă.
Ăна çынсем чăннипех те хисепленĕ. Çавăнпа та вăл пурнăçран уйрăлсан хуçалăх ĕçченĕсем хуçалăха унăн ятне пама калаçса татăлнă. "Знамя труда" хуçалăх Е.А. Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăх пулса тăнă. Евтихий Андреев колхоз счечĕ çине хăй хыççăн виçĕ миллион тенкĕ укçа хăварма пултарнă. Вăл вăхăтра çакă питех те пысăк укçа шутланнă, тĕслĕхрен, "Жигули" маркăллă автомашина вăл вăхăтра пилĕк пин тенкĕ тăнă.
Евтихий Андреевичăн ырă пуçарăвне асăннă хуçалăхра ăнăçлă тăсма тăрăшаççĕ, ырă ятне çÿлте тытаççĕ. Унăн ятне асра тытса çулсерен спорт ăмăртăвĕ ирттереççĕ.
Р. Илларионова.
Сăн ÿкерчĕкре: Е. Андреев тата А. Николаев летчик-космонавт.