Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хиртен самантлăха та татăлмарĕç

24 мая 2017 г.

Районти çĕр ĕçченĕ çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçлесе пынă вăхăт. Кĕрхи культурăсемпе нумай çул ÿсекен курăксене апатлантарас, çак пусăсенче нÿрĕк тытса хăварас ĕçсене кĕске вăхăтра вĕçленĕ хресчен паян пĕтĕм ĕç вăйĕпе çуртрисем вăхăтра акса хăварассипе тăрăшать. Ĕнерхи куна тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсем районĕпе çурхи культурăсене 5513гектар (58 процент) çинче акса хăварма ĕлкĕрчĕç. Кунсăр пуçне хуçалăхсен уй-хирĕсенче пĕр çул ÿсекен культурăсем 214 гектар, çĕр улми 189 гектар, пахча çимĕç 33 гектар йышăнчĕç.

Çур аки кал-кал пынипе паллашма иртнĕ эрнере эпир "Герой" ял хуçалăх производство кооперативĕнче пултăмăр. Хирсемпе иртнĕ май хуçалăхра уй-хир ĕçĕсене пахалăха тĕпе хурса пурнăçлани курăнчĕ. Вăхăтра апатлантарнă кĕрхи культурăсем пĕр тикĕс ешерни тухăç пуласси пирки калать.

- Тытман упа тирне сĕвер мар-ха. Мĕн акнине тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстересси - умри тĕллев. Ăна та çур акири пекех яваплăха туйса пурнăçласан кĕркунне ампар пушă пулмасси вара куç умĕнче, - терĕ ака агрегачĕсем ĕçлекен уй хĕрне çитнĕ май кооператив ертÿçи Галина Иванова.

Ыранхи кунпа пурăнакан çĕр ĕçченĕ çичĕ хут тар тăкса ĕçлет. Çакă Шурча тăрăхĕнчи кашни уй-хиртех курăнать. 34-мĕш çур акине хутшăнакан Валерий Васильев механизатор  хăйне çирĕплетсе панă МТЗ-892 трактора хире тухма тĕплĕ хатĕрленĕ. Унăн ĕçри тусĕ Николай Ефимов та трактор рулĕ умĕнче - нумай çул. Вĕсем тăрăшнипе хуçалăх кăçал кĕрхи культурăсемпе нумай çул ÿсекен курăксен пуссисене вăхăтра апатлантарса, нÿрĕк тытса хăварчĕ. Çĕр хатĕрлес ĕçре те вĕсем ака вăхăтĕнчи пĕр сехете те усăсăр ирттермерĕç.

- Механизаторсемпе водительсем тата уй-хир ĕçченĕсем, пĕчĕк йышпа пулсан та, пĕр чăмăра пĕрлешсе вăй хуни çурхи ĕçсене тĕплĕн ирттерме пулăшать. Никам та ума лартнă тĕллевсенчен пăрăнмасть, - терĕ сеялкăна тырă тултарма чарăнсан Валерий Иванович.

Çурхи ака-сухана тĕплĕ хатĕрленнĕ кооператив уй-хир ĕçĕсене кăçал ăнăçлă йĕркелерĕ. Кооператив ертÿçи уй-хир ĕçĕнче маларах асăннă механизаторсемсĕр пуçне хире вăрлăх турттарса тăнă             В. Федоров водитель, В. Малеевăпа Л. Бурцева акаçăсем, вăрлăх имçамлассипе тимленĕ В. Соловьева, Л. Сорокина, Л. Григорьева, О. Иванова ĕçченсем тăрăшуллă пулнине палăртрĕ.

Кооператив ĕçченĕсем кăçал çурхи уй-хир ĕçĕсене технологие пăхăнса кĕске вăхăтра пурнăçларĕç, иртнĕ кунсенче ака ĕçне малтисен шутĕнче вĕçлерĕç, хăйсем умне черетлĕ тĕллевсем лартрĕç.

Кĕçех шурчасемпе шуркассисем акнă культурăсене таса-сывă пăхса ÿстерессипе ĕçлеме пуçлĕç. Технологие пăхăнса ĕçлекенскерсен 410 гектар çинчи тырă-пулă та, 20 гектар йышăнакан пахча çимĕç те тулăх тухăç парасси пирки кунта иккĕленÿ те çук. Çĕр ĕçĕпе туслисен çапла пулмалла та.

Хуçалăхра тулли хăватпа ĕçлеме условисем çителĕклĕ пулни ырă шанăç çуратать.

А. БЕЛОВ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика