Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шурча вăрçи

20 мая 2017 г.

Чăваш тата мари хресченĕсем 1842 çулта пăлхавсем çĕклени П. Киселев реформисем тухнипе, çĕрпе обществăлла майпа усă курассине хирĕç пулнипе, хресченсем çине çĕнĕ налуксем хунипе çыхăннă.1840-1842 çулсенче патшалăх хресченĕсен пăлхавĕсем Пермь, Вятка, Саратов тата ытти кĕпĕрнере пулнă. 1842 çулта Хусан кĕпĕрнинчи чăваш тата мари хресченĕсем те пăлхава çĕкленнĕ. Çак пăлхав халăхра Шурча вăрçи тенипе историе кĕрсе юлнă.

1841 çулта Козьмодемьянск, Çĕрпÿ, Шупашкар тата Етĕрне уесĕсенчи патшалăх хресченĕсем хушшинче сăмах сарăлать: çĕрпе обществăлла майпа усă курма тытăнсан та, вĕсен помещик хресченĕсем пекех ĕçлесе татмалли йĕркепе пурăнмалла пулать. Ноябрь уйăхĕнче пăлхавсем пуçланаççĕ. Чи малтанах хресченсем çĕрпе обществăлла майпа усă курассине, çав çĕрсем çинче вăйпах çĕр улми лартассине хирĕç пулнипе Хусана ыйтма каяççĕ. Анчах та "çÿлтен" пур уеса та ĕçе мĕнле пурнăçламалли пирки инструкци ярса параççĕ, хресченсене çĕнĕ йĕркене пăхăнтарма мĕнле меслетсемпе усă курмаллине ăнлантараççĕ. Çакна тĕрĕслеме вырăнсене Хусанти патшалăх пурлăхĕн палатин тата округсенчи управленисен чиновникĕсем казаксемпе пĕрле тухаççĕ. Апла пулсан та нумай хресчен хăйсен çĕрĕсене çĕр улми лартма парасшăн пулмасть.

1842 çулти апрель уйăхĕнче 200 ытла ялта пăлхавсем çĕкленнĕ.

Майăн 19-мĕшĕнче Козьмодемьянск уесĕнчи Шурча салинче сенĕк, пуртă, çава тата ытти хатĕрпе хĕç-пăшалланнă 5 пин хресчен пуçтарăнать. Вĕсене 1812 çулта Тăван çĕршывăн вăрçине хутшăннă ветерансем ертсе пынă. Шурчана Поль полковникăн отрячĕ çитет, вĕсемпе пĕрле - урал казакĕсен сотни те. Патшалăх пурлăхĕн министерствин представителĕ Корф барон тата Хусан палатин ертÿçи хресченсене çĕрпе обществăлла майпа усă курмалли çинчен икĕ сехете яхăн ăнлантараççĕ, анчах та вĕсен ĕç тухмасть. Хресченсем кăшкăрса, шавласа хăйсем килĕшменнине пĕлтернĕ, хыççăн салтаксем çине тапăннă. Салтаксемпе казаксен отрячĕ вĕсене çĕнтернĕ, 464 хресчене арестленĕ. Çав каçхине Шурчана çар кĕпĕрнаттăрĕ çитет.

Шурчана пухăннă хресченсене пулăшма тепĕр 4 пин хресчен пырать, Муркаш юханшыв патĕнче çапăçу пулса иртет. Салтаксем 8 çынна вĕлернĕ, 80-шне йывăр амантнă (вĕсенчен 28-шĕ каярах вилнĕ), тепĕр 200 çыннăн йывăр мар сурансем пулнă. Хресченсем пăлхава пусаракан 2 офицера тата тепĕр 80 салтака амантнă.

Майăн 23-мĕшĕнче Шурчана тăваттăмĕш округăн шалти хÿтĕлев командирĕ Мандрыка генерал-майор пĕр рота салтакпа килет. Пăлхава тĕппипех пĕтерме тесе пур волоçе те салтаксене яраççĕ. Çарпа суд комиссийĕсем çавăн чухне 1 пин ытла чăваш тата мари хресченĕсене айăпланă. Вĕсенчен 382 çынна крепостной ĕçсене явăçтармалла тунă тата рекрута панă, 34 çынна Çĕпĕре ăсатнă, ыттисене шпицрутенпа хĕненĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика