Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Аталану çук тени тĕрĕс мар"

20 мая 2017 г.

Юнкун, майăн 17-мĕшĕнче, республикипех Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Тĕл пулусен тĕп темисем çаксем пулчĕç: çуллахи каникул вăхăтĕнче Чăваш Республикинче çамрăксемпе ачасен ĕçпе канăвне йĕркелесси* 2017 çулхи çурхи-çуллахи тапхăрсенче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси* çурхи ака-суха ĕçĕсем епле иртсе пынипе паллаштарасси.

Пĕрлехи информаци кунĕнче Муркаш районне Чăваш Енри муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев ертсе пыракан ĕç ушкăнĕ килсе çитрĕ. Малтанах вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ростислав Тимофеевпа тата райадминистрацин яваплă ĕçченĕсемпе тĕл пулса районти экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕпе паллашрĕç, хыççăн вара тăватă ушкăн районти тĕрлĕ ял тăрăхне çул тытрĕ.

Станислав Николаев тата Ростислав Тимофеев Йÿçкасси ял тăрăхĕнче пулчĕç. Чи малтанах ертÿçĕсем Йÿçкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Анатолий Кузьминпа пĕрле "Ударник" хуçалăх хирне çитсе курчĕç. Унта шăпах çĕр улми лартатчĕç.

Хуçалăх ертÿçи Казбек Козаев каланă тăрăх, çĕр улмие вĕсем кăçал 200 яхăн гектар çинче лартса хăварма палăртнă, 1000 гектара яхăн кукуруза йышăнмалла. Çĕр улмие çĕнĕ технологисене пăхăнса, имçамласа лартаççĕ.

- Лайăх техника туяннă, ăна çĕр улми лартмалли технологие пăхăнса ĕçе хатĕрленĕ. Çĕр улмин çĕнĕ сортне кÿрсе килнĕ. Ĕçлеме мĕн кирлĕ - пĕтĕмпех пур, - пĕлтерчĕ Казбек Валерьевич.

Ростислав Тимофеев çĕр улми мĕнле хупланса пынине те, мĕнле тарăнăша выртса юлнине те хăех тĕрĕслерĕ. Ĕçе чăнах та пĕлсе пурнăçланине, çĕр нÿрĕкĕ çителĕклине палăртрĕ вăл.

Калаçура хуçалăх ертÿçи ĕçе пур хăватпа йĕркелеме таврара çĕр çитменрен ытти районта та çĕре арендăна тата харпăрлăха илнине каласа хăварчĕ. Ял хуçалăх ĕçĕпе вĕсем хавхаланса ĕçлеççĕ - тĕллевĕсем пысăк. Çак кăмăла ертÿçĕсем те ырларĕç. Çĕр улми хирĕнчен тухса вĕсем информаци кунĕн графикĕпе килĕшÿллĕн малалла Йÿçкассинчи вăтам шкула çул тытрĕç.

Шкул картишне пырса кĕрсенех куçа тирпейлĕх курăнать. 178 ача вĕренекен шкулта шалта та çавăн пекех тирпейлĕ, хăтлă. Шкул директорĕ Юрий Яковлев хăнасене çитĕнÿсемпе те, малашнехи плансемпе те паллаштарчĕ. Хыççăн Ростислав Тимофеевпа Станислав Николаев информаци кунĕнче ĕç коллективĕсене пĕлтермелли темăсемпе вĕрентекенсемпе тĕл пулса калаçрĕç.

Ростислав Николаевич районти экономикăпа социаллă пурнăç çинче те чарăнса тăчĕ. Промышленность предприятийĕсенче туса кăларнă продукци, иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан, виçĕ хут таранах ÿснĕ. Лайăх кăтартăвăн витĕмлĕ сăлтавĕ - "Сеспель" предприяти ăнăçлă ĕçленинче. Ытти предприятисем те аталанса пыраççĕ, Муркашри кирпĕч завочĕ те ĕçлеме тытăннă.

Ял хуçалăх сферинче ĕçсем пĕр тикĕс пыраççĕ. Ака-суха ĕçĕсене çанталăк условийĕсене пула каярах тухнăран хальлĕхе пĕтĕмĕшле ĕçĕн вунă проценчĕ урлă кăна каçнă. Çавăнпа та ĕç хăвăртлăхĕпе пахалăхĕ çине пур çĕрте те пысăк тимлĕх уйăрмалла.

Калаçăва тăснă май Ростислав Тимофеев районти çул-йĕрпе çыхăннă кăçалхи ĕçсене пурĕ 137 млн ытла тенкĕлĕх пурнăçламаллине, пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене çитес вăхăтра 25 çамрăк çемьен, ялта пурăнакан тата ĕçлекен 9 çыннăн лайăхлатма май пуррине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех кĕçех районти тепĕр тăлăха çурт-йĕрпе тивĕçтерĕç. Нумай ачаллă çемьесем валли кăçал Чуманкасси тата Катькас ял тăрăхĕсенче çуртсем тума палăртнă.

Райадминистраци пуçлăхĕ каланă тăрăх, вĕренÿ тата культура учрежденийĕсенчи юсав ĕçĕсем те кăçал пысăк калăпăшпа иртмелле. "Пуçаруллă бюджет" мелĕпе вара Шуркассинчи Культура çуртне тĕпрен юсамалла, Юнкăра спорт площадки тумалла.

- Нимĕн те улшăнмасть, нимĕнле аталану та çук тени тĕрĕс мар. Сирĕн Муркаш районĕн тĕслĕхĕ çинчех республикăри аталану шайне аван асăрхама пулать. Вĕренÿ сферинех акă çулсерен пысăк укçа-тенкĕ хывса, юсав ĕçĕсем пурнăçлаççĕ, шкулсене çĕнĕ оборудованипе, сĕтел-пуканпа тивĕçтереççĕ тата ыт. те. Çавăнпа та вĕрентекенсен хăйсен тепĕр тĕп функцийĕ пирки те манмалла мар - ачасене патриотла воспитани парасси çинчен, - Йÿçкасси шкулĕн вĕрентекенĕсемпе Станислав Николаев калаçăва çапла пуçларĕ.

Хальхи вăхăтра патриотла воспитани, тăван халăх традицийĕсене хисеплени, тăван историе хисеплени пысăк пĕлтерĕшлине палăртса каларĕ вăл.

- Çĕршыв экономикине тата политикине аталантаракансем чăн-чăн патриотсем пулмалла, - терĕ.

Ачасен çуллахи ĕçĕпе канăвне йĕркелени пирки сăмах пуçарсан, Станислав Андреевич ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси çине пысăк тимлĕх уйăрма ыйтрĕ. Çуллахи вăхăтра шыв çинчи хăрушлăх та пысăк. Çавăнпа та информаци ушкăнĕн ертÿçи районти "Сывлăх" спорт шкулĕ пуррипе туллин усă курма - пур ачана та ишме вĕрентме сĕнчĕ.

Шыв çинчи хăрушсăрлăхпа, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси çинчен каланипе пĕрлех Станислав Николаев республикăра ака-суха ĕçĕсем епле пыни çинче те чарăнса тăчĕ.

Вĕрентекенсен уйрăм ыйтусем пулмарĕç, вĕсем шкулти спортзала юсаса çĕнетес кăмăллине пĕлтерчĕç.

Хуравра вара кăçалах ку ĕçе пурнăçлама çуккине каларĕç, мĕншĕн тесен шкул котельнăйне юсама та кăçал сахал мар укçа-тенкĕ тăкаклама палăртнă. Анчах ку ыйту пирки те манса каймĕç.

Йÿçкасси тăрăхĕнчен информаци ушкăнĕн маршручĕ Муркашри вăтам шкула илсе çитерчĕ. Кунта ертÿçĕсем районти çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" вăййисем мĕнле пынипе паллашрĕç.

Н. Николаева.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика