Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта: ĕнер, паян, ыран

20 мая 2017 г.

 Никольский ячĕ манăçмĕ

Ĕнер чăвашсен пĕрремĕш профессорĕ, "Хыпар" хаçат никĕслевçи, общество деятелĕ Николай Васильевич Никольский çуралнăранпа 139 çул çитрĕ. Мухтавлă ентеше чысласа Купăрля ялĕнче асăну митингĕ иртрĕ.

Ăна Уйкас Янасал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Светлана Никифорова уçрĕ. Вăл паллă ăсчахпа ентешĕсем мăнаçланнине палăртрĕ. Никольский ячĕллĕ парка, ăна асăнса лартнă палăка тирпейлĕ пăхса тăраççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев паллă ентеше асра тытса тăван культурăна, чăваш чĕлхине аталантарассипе муркашсем сахал мар ĕç тунине каларĕ. Чăваш гуманитари институчĕн тĕпчевçи Алексей Леонтьев, "Хыпар" хаçат тĕп редакторĕнче нумай çул ĕçленĕ май, Никольский ят-сумне тавăрассипе çине тăнине асăнчĕ. "Хыпар" хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ Дмитрий Моисеев, гуманитари институчĕн тĕпчевçи Георгий Матвеев паллă ăсчах эткерлĕхне тишкерчĕç. Никольский тăванĕ Дмитрий Николаев хăйĕн амăшĕ профессор пирки каласа панисемпе паллаштарчĕ.

Çитес çул Николай Никольский çуралнăранпа 140 çул çитет. Пухăннисем ăна республика шайĕнче чыслăн уявламаллине палăртрĕç.

 

Вĕрентÿ иртет

Районти гражданла оборона ĕçĕсен, чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттарассин, çынсене тĕрлĕ енлĕ хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессин планĕпе килĕшÿллĕн майăн 24-26-мĕшĕсенче командăпа штаб вĕрентĕвне ирттерме палăртнă. Вĕрентÿ вăхăтĕнче районти тĕрлĕ структура чрезвычайлă лару-тăрура мĕнле ĕçлеме пултарнине тĕрĕслеççĕ. Унччен вара вĕренĕве йĕркелекенсен хушăвĕсене тишкереççĕ, практика занятийĕсене пурнăçламалли вырăнсене хатĕрлеççĕ.

 

Пенси ыйтăвĕпе

Майăн 23-мĕшĕнче 9.00 сехетрен пуçласа 10.00 сехетчен Пенси фончĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕнче Шупашкартан килнĕ специалистсен ушкăнĕ çынсене йышăнать. Ушкăна Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи управляющийĕн çумĕ Лидия Борисова ертсе пырать. Консультаци илес текен граждансен йышăнăва «Хĕрÿ лини» телефон номерĕпе 8(83541) 62-8-91 шăнкăравласа çырăнмалла е вырăна пымалла (Муркаш сали, Октябре 50 çул урам, 23 а çурт, 201 пÿлĕм).

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика