Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кун пекки те пур иккен-ха

20 мая 2017 г.

Фотосунара - "Вĕри пăшатанпа"

Муркаш урамĕсем çурхи кунсенче хитреленсе тирпейленнине пурте куратпăр ĕнтĕ. Уйрăмах май уйăхĕнчи уяв кунĕсем умĕн предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче ĕçлекенсем, шкулта вĕренекенсем тăрăшни куçкĕрет. Муркаш тăрăхне çĕнĕ сăн кĕчĕ темелле.

Анчах... Пĕр кашăк тикĕт пĕтĕм пыл чĕресне варалать тенĕ пекех пулса тухать. Унсăрăн епле ăнлантарса пама пулать-ха ĕнтĕ çакăн пек ÿкерчĕке; Кун пекки те Муркаш урамĕсенчех пур иккен (1-мĕш сăн ÿкерчĕк).

Акă Е. Андреев ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх предприятийĕн хальхи машинăпа трактор паркĕ ăçта вырнаçнине пурте пĕлме кирлĕ. Маларахри вăхăтра хуçалăхăн правленийĕ те кунти çуртра вырнаçнăччĕ. Урам урлах вара хуçалăхăн сад пахчи пур. Сад пахчипе склад хушшипе анаталла кăштах анăр та сад çумĕпе сылтăмалла пăрăнăр. Эпĕ астăвасса хуçалăхăн лаша вити те кунта пулнăччĕ. Халĕ кунти çĕр лаптăкне тимĕр листисемпе хÿме тытса çавăрнă, шал енче çурт-йĕр çĕкленĕ. Апла пулсан çурт-йĕрĕн те, çĕр лаптăкĕн те хуçи пулма кирлĕ. Ахăртнех кунти çÿп-çапĕ, каяшĕ, тасамарлăхĕ те çакăнта пурăнакансенех ĕнтĕ, таçтан килсе тăкнăскер мар. Мĕн кăна çук пулĕ вара кунта - кĕленче-савăтран тытăнса сĕтел-пукан таранах.

Юнашарах тата - çырма. Çумăр шывĕпе пĕтĕм тасамарлăх çырмана анать, юхан шыва варалать. Илемлĕ пĕви те кунтах. Анчах пĕве пуçĕнче те санкцилемен свалка туса хунă (2-мĕш сăн ÿкерчĕк).

Вăт апăрша. Мĕн пулса тухать-ха. Хальхи вăхăтра ялсене ятарлă автомашина ярса йăла каяшне полигона турттарса тăраççĕ вĕт-ха. Хальлĕхе çакăншăн çынсенчен укçа-тенкĕ те илмеççĕ. Çак ĕçе ял тăрăхĕсен бюджечĕ шучĕпе пурнăçлаççĕ. Апла пулин те йĕрке туса çитерме май çук. Пурăна киле, нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем пекех, ял çыннисен те йăла каяшне полигона тиесе ăсатнăшăн укçа тÿлемелле пулать. Унччен вăхăт нумаях юлман ĕнтĕ. Ун чухне мĕн курăпăр;

Хальхи вăхăтра хăшĕ-пĕриншĕн пулсан хăйĕн кил таврашĕнче таса пултăр, ытти ăна интереслентермест. Тĕрĕссипе вара килти çÿп-çапа пахча хыçне е урама тухса силлекен çыннăн хăйĕн хуçалăхĕнче те пĕтĕмпех таса та тирпейлĕ пулма пултарасси иккĕленÿллĕрех туйăнать.

Çак сăн ÿкерчĕксем хаçатра пичетленнĕ хыççăн хуçисем хăйсен "ĕç ÿсĕмĕсене" палласа илессĕн туйăнать. Апла пулсан çывăх вăхăтрах ку тасамарлăха та тасатса тирпейлессе шанмалли кăна юлать. Унсăрăн кун пеккисем тĕлĕшпе яваплă органсен çирĕпрех мерăсем йышăнасси пирки те шухăшласа пăхмалла пулĕ. Тăван тавралăха камăн та пулин хÿтĕлемеллех вĕт-ха.

Вулакан ыйтнипе фотосунара

В. ШАПОШНИКОВ

тухнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика