Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Майăн 1-мĕшĕ уява та, хире те чĕнет

29 апреля 2017 г.

Çуркуннепе Ĕç уявне Суворов яч. хис. хуçалăхра ĕçре кĕтсе илеççĕ. Кооперативра çур акине кĕске хушăра пысăк пахалăхпа ирттересси - пĕрлехи тĕллев.

Уй-хир ĕçĕсене кăларма техника хатĕрленĕ механизаторсем иртнĕ кунсенче пĕр çын пек пулса кĕрхи культурăсене апатлантарма хутшăнчĕç. Шăкăл-шăкăл ĕçлесе иртнĕ кĕçнерникуна вĕсем 850 гектар йышăнакан кĕртрисене апатлантарса пĕтерчĕç.

Çитес кунсенчех механизаторсем кĕрхи культурăсемпе нумай çул ÿсекен курăксен пуссинче нÿрĕк тытма пуçлĕç. Çур акине хатĕрленессипе тата унăн малтанхи кунĕсенче ĕçлессипе эсир сăн ÿкерчĕкре куракан (сулахайран сылтăмалла) Денис Леонтьев, Николай Егоров, Федор Журавлев механизаторсем хастар.

Кĕртрисене апатлантарнă çĕрте çавăн пекех Николай Самаков, Андрей Архипов, Александр Герасимов механизаторсем те тăрăшса ĕçлерĕç.

А. БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.  

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика