13 мая 2017 г.
Пĕр кун, каçхи тăхăр сехет тĕлнелле, Муркашри Октябре 50 çул урам тăрăх "Магнит" лавкка еннелле машинăпа анатăп. Пенси фончĕн çурчĕ çывăхĕнчен иртекен çуран утакансен çул урлă каçмалли вырăнĕ патне çитсе пыратăп. Çак вăхăтра сасартăк сулахай енчен велосипед çине ларнă арçын ача шăпах çул урлă каçмалли вырăна ярăнса тухрĕ. Юрать-ха, ку лару-тăрура инкек пулмарĕ. Çапах та эпĕ акă мĕн каласшăн.
Хăвăрах шухăшласа пăхăр. Каç пулнă, тĕттĕм, эпĕ сехетре 40 км хăвăртлăхпа пыратăп, машинăн çывăха çутатакан фарисене çутнă. Арçын ача фарăсене питĕ лайăх курнă паллах. Вăл вара, тĕксĕм тĕслĕ тум тăхăннăскер, курăнмасть те. Велосипечĕ çинче çутта каялла сирекен япала çукран вăл та курăнмасть. Машина фарисен çутинче велосипедăн спицисем ялкăшса кайнăран кăна куртăм. Васкамасăр кайнăран тормоз педалĕ çине пусса ĕлкĕртĕм.
Çакăн пек лару-тăрура ăнлантарăр-ха мана, ача пуррисем - ачăрсене те: нивушлĕ çул урлă хăрушсăрлăх çуккине курса ĕненсен кăна лăпкăн каçма май çук; Машина килнине курса тăнă çĕртех мĕншĕн ун айне "сикмелле";
Çав арçын ачана асăрхасан эпĕ сигнал патăм, вăл вара тĕлĕнсерех пăхрĕ те, хăйĕн çулĕпе малалла кайрĕ. Хăй çул-йĕр правилине пăснине ăнланмарĕ те.
Ашшĕ-амăшне каласшăн - ачăрсем çул-йĕр правилисене пĕлмеççĕ пулсан, мĕншĕн вĕсене çул çине тухма ирĕк паратăр;
Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн хăш-пĕр правилисене вĕсен те пĕлмелле. РФ Правительствин 1993 çулхи 1090 номерлĕ "О Правилах дорожного движения" йышăнăвĕн (2017 çулхи мартăн 24-мĕшĕнчи редакципе) 24.8 пунктĕнче акă мĕнле çырса панă: "Велосипедистсен тата мопед водителĕсен:
- руле пĕр алăпа та пулин тытмасăр çÿреме юрамасть*
- габаритсенчен 0,5 м тăршшĕнчен е сарлакăшĕнчен тухса тăракан тата хатĕрпе кайма чăрмантаракан тиеве турттарма юрамасть*
- транспорт хатĕрĕн конструкцийĕ пассажира турттарма май памасть пулсан, пассажира лартма юрамасть*
- 7 çул тултарман ачасене ятарлă хатĕрсĕр лартса çÿреме юрамасть*
- çул çинче пĕр "полосаран" ытларах пулсан е трамвай йĕрĕллĕ çулсем çинче сулахай енне пăрăнма юрамасть*
- мопед водителĕсен мотошлемсăр çул çине тухма юрамасть*
- çуран çÿрекенсен çул урлă каçмалли вырăнĕ тăрăх çул урлă каçма юрамасть".
Правилăсене малалла тишкерсен талăкăн тĕттĕм вăхăтĕнче транспорт çинче фарăсене çутмалла, велосипед çинче - фарăсем е хунарсем çутатмалла.
Çул урлă каçас текенĕн вара яланах хăрушсăрлăх çуккине курса ĕненмелле, хыççăн тин çул урлă каçмалла.
Кашни ашшĕ-амăшĕ ачисене хăй воспитани пама тивĕç паллах, анчах та эпĕ тĕттĕмленсен ачасем велосипедпа çул çинче ярăнманни инкексенчен сыхланма май парать тесе шухăшлатăп.
Татьяна.