Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни сехетпе туллин усă курмалла

13 мая 2017 г.

Çанталăк условийĕсене кура районта çурхи ака-суха ĕçĕсем анлă сарăлнă вăхăт. Кĕске хушăрах çĕр ĕçченĕ кĕрхи культурăсене апатлантарас тата нумай çул ÿсекен курăксен пуссисенче нÿрĕк тытса хăварас ĕçсене пĕтĕмĕшле вĕçлерĕ. Паян пĕтĕм ĕç вăйĕ - çуртрисем вăхăтра акса хăварас ĕçре.

Ĕнерхи куна районĕпе çак ĕçе 1400 гектара яхăн (15 процент) пурнăçланă. Çуртрисем акма пуринчен малтан "Свобода" (ĕнерхи куна 213 гектар е палăртнин 39 процентне акнă), Е. Андреев яч. хис. (200 гектар е 48 процент), Ильич яч. хис. (200 гектар е 33 процент), "Восток" (94 гектар е 53 процент) ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе КМК "Агро" общество (50 гектар е 40 процент), "Путь Ильича" агрофирма (150 гектар е 17 процент) тухнă. Тăватă хресчен (фермер) хуçалăхĕнче те ака ĕçĕсем туллин пуçланнă. Юлашки кунсенчи çумăрсемччен районти тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсем çур аки валли пурĕ 3543 гектар çĕр хатĕрленĕ. Çанталăк условийĕсемпе килĕшÿллĕ ĕçлекен хуçалăхсенче ака хăвăртлăхĕ кунсерен ÿссе пырать. Ăна кура районти çĕр ĕçченĕ çурхи уй-хир ĕçĕсен планне туллин пурнăçласси те иккĕлентермест.    

Çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче районта çурхи уй-хир ĕçĕсем епле пынипе паллашма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пулса курчĕç. Вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ростислав Тимофеевпа "Свобода" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи акаçăсем патне çитсе вĕсен ĕç условийĕсемпе паллашрĕç (сăн ÿкерчĕкре 2-мĕш стр.)

"Свобода" пĕрлешÿллĕ хуçалăхра обществăлла выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе пĕрлех тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене ытлă-çитлĕ акса ÿстересси те пĕлтерĕшлĕ вырăнта. Çÿллĕ шайри хăнасем хире çитнĕ чух Кашмаш ял пуçĕнче икшер сеялкăллă 3 агрегат урпа акатчĕ. Уй хĕрринче вăрлăхпа тата минераллă удобренипе тухнă автомашина ака агрегачĕсем çаврăнса çитессе кĕтетчĕ. Хуçалăх ертÿçипе Л. Петровпа кооперативăн тĕп агрономĕ А. Блинов та кунтах пулни хуçалăх акара тĕллевлĕ вăй хунине çирĕплетрĕ.

- Механизаторсем те, акаçăсемпе водительсем те, çурхи уй-хир ĕçне хутшăнакан ытти çынсем те хăйсене шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшаççĕ. Çур аки çулталăк тăрантарать. Çакна пирĕн хуçалăх ĕçченĕсем кашниех ăнланса вăй хураççĕ. Хуçалăхра паян пурте уй-хир ĕçĕсен планĕпе килĕшÿллĕн тимлеççĕ. Хальхи тăрăшулăх кĕр пуянлăхне çаврăнасса шанса ĕçлетпĕр, - терĕ хуçалăх агрономĕ А. Блинов Республика Пуçлăхĕ ĕç вăйĕ çитнипе кăсăклансан.

Çÿлте тăракан хĕвел хресчене çурхи кашни сехетпе туллин усă курма ыйтать. Кашмашсем çакна ăнланса вăй хураççĕ те. Хуçалăх кĕске вăхăтра иртнĕ çул 450 гектар акса хăварнă кĕрхи культурăсене апатлантарса тухнă. Умра - 750 гектар çуртрисем. Ку ĕçе те кĕске вăхăтра ирттерме çĕрне чылай хатĕрленĕ, вăрлăхпа минераллă удобрени çитсе пыраççĕ. Çуртрисен вăрлăхне пĕтĕмпех имçамласа акма пăхаççĕ.

Акаçăсемпе калаçнă чух Михаил Васильевич вĕсене ĕç тумтирĕпе епле тивĕçтернипе, ĕçлекенсене мĕнле йĕркепе апатлантарнипе кăсăкланчĕ. Акара ĕçлекенсене кунне икĕ хутчен вĕри апатпа тивĕçтернине илтсен, ĕçлеме условисем пуррине палăртрĕ.

- Паян яра куна туллин ĕçлесе ирттермелле. Хальлĕхе çĕрте нÿрĕк пур. Унпа туллин усă курса юлмалла, - терĕ Республика Пуçлăхĕ "Свобода" хуçалăхăн майĕсемпе паллашнă хыççăн. Вăл кооператив ертÿçине Л. Петрова усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе ытларах ĕçлемеллине палăртса хăварчĕ, сĕнÿсем пачĕ.

"Свобода" хуçалăхри акаçăсем патĕнче пулнă хыççăн Михаил Игнатьев район администрацийĕнчен ЧР Министрсен Кабинечĕпе, ытти районсен администраци пуçлăхĕсемпе   видеоканашлу ирттерчĕ.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика