Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Сирĕн паттăрлăх - ĕмĕрлĕхе"

13 мая 2017 г.

Пысăк хавхаланупа, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа кĕтсе илчĕç Муркаш енре пурăнакансем Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 72 çул çитнине. Çĕр чăмăрĕ çинчи пĕтĕм прогрессивлă этемлĕх паллă тăвакан çак аслă уявпа çыхăннă хатĕрленÿ мероприятийĕсем районта чылай маларахах пуçланчĕç. Уявччен предприяти-организацисемпе учрежденисен территорийĕсене тасатса çурхи хăт кĕртрĕç, Çĕнтерÿçĕ-салтака сума суса лартнă палăксене сăрласа тирпейлерĕç, парксемпе скверсене, урам хушшисене тасатса тухрĕç. Палăксем тавра клумбăсенче чечексем ешерме тытăнчĕç.

Уява халалласа асра юлмалли сăнарлă савăнăçлă мероприятисене коллективсенче, вĕренÿ организацийĕсенче, культура учрежденийĕсенче чылай йĕркелесе ирттерчĕç. Кусем вĕсем куравсемпе выставкăсем те, паттăрлăх урокĕсемпе тĕл пулусем те, истори сехечĕсемпе тематика каçĕсем те, тĕрлĕрен акцисем те. Кашни ветеран тĕлĕшпе тимлĕх ытларах уйăрма тăрăшрĕç, вĕсемпе тĕл пулса пурнăç условийĕсемпе паллашрĕç.

Çĕнтерÿ кунне халалланă мероприятисене, митингсене кашни ял тăрăхĕнчех ирттерчĕç. Ытларах çĕрте вĕсем майăн 7 - 8-мĕшĕсенче пулчĕç. Район центрĕнче вара Çĕнтерÿ уявĕн митингне районта пурăнакансем, район центрĕнчи предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем, Муркаш шкулĕнче вĕренекенсем, ветерансем майăн 9-мĕшĕнче пуçтарăнчĕç. 2 пин çын ытла хутшăнчĕ уяв мероприятине.

Çав кун Муркаш нихăçанхинчен те илемлĕрех те илĕртÿллĕрех пулчĕ. Кашнин куçĕнчех çурхи савăнăç, уяв шевли палăрать. Урамра вăрçă çулĕсенчи юрă-кĕвĕ янăрать.

Савăнăçлă митинга хутшăнакансен - предприятисемпе организацисенчи тата учрежденисенчи ĕç çыннисен, Муркаш шкулĕнче вĕренекенсен, "Вилĕмсĕр полк" акцие хутшăнакансен колоннисем район центрĕнчи Октябре 50 çул урам вĕçĕнче юсавпа техника предприятийĕ умĕнче йĕркеленсе тăчĕç. Кунтан вĕсем митинг пулмалли вырăна - "Сывлăх" ФСК патне çити колоннăсемпе утрĕç. Чи малти ретре "Вилĕмсĕр полк" акцие хутшăнакансен колонни пулчĕ.

Савăнăçлă митинга хутшăнакансен парадне Чăваш Республикин Муркаш тата Элĕк районĕсен комиссарĕ Владимир Казаков йĕркелесе вырнаçтарчĕ. "1941 - 1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 72 çул çитнине халалланă митинга уçма Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавне тата Çĕнтерÿ ялавĕн копине илсе тухăр!" тесе команда панă хыççăн çамрăк армеецсем ялавсене илсе тухса йĕркеленсе тăчĕç.

Уяв митингне район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев уяв ячĕпе салам сăмахĕ каласа уçрĕ:

- Сирĕн умра, сирĕн вилĕмсĕр паттăрлăх тĕслĕхĕ умĕнче эпир, эсир малашлăх ăрăвĕсем валли сыхласа хăварнă мирлĕ тÿпе айĕнче пурăнакансем, паян çĕре çити пуç таятпăр, - терĕ Ростислав Николаевич вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене, "вăрçă ачисене", район çыннисене уявпа саламласа тав тунă май. Çăмăл килмен Çĕнтерÿ. Фронтра та, тылра та çынсем чăннипех паттăрлăх кăтартнă. Вăл яланах пирĕн асра пулĕ.

Паян районта вăрçă участникĕсем 20 çын, вăрçăра вилнĕ çар çыннин тăлăх пĕр мăшăрĕ, Ленинград блокадин терт-асапне тÿссе ирттернĕ тепĕр çын, вилнĕ салтак мăшăрĕсем 71 çын, тыл ĕçченĕсем 730-ăн пурăнаççĕ.

Çĕршыв хăйĕн паттăрĕсене манмасть. Вăрçă ветеранĕсене тĕрлĕ çăмăллăхсемпе туллин тивĕçтереççĕ. Район шайĕнче те ветерансем пулăшу мелĕсене пĕтĕмĕшпех илсе тăраççĕ. Апла пулин те кулленхи тимлĕх, ăшă кăмăллăх пирки манма юрамасть.

Паянхи яшсемпе хĕрсем хăйсен ентешĕсен - вăрçă паттăрĕсен - ĕçĕсене малалла тăсаççĕ. Паттăрлăх валли вара мирлĕ пурнăçра та вырăн пур.

Уяв сцени çинче паян вăрçă ветеранĕсемпе пĕрлех хăнасем те çук мар. Муркаш енре пурăнакансене Аслă Çĕнтерÿ уявĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров саламларĕ. "Фронтри паттăрлăхшăн, тылри хастар ĕçшĕн сире çĕре çити тайма пуç", - терĕ вăл.

Уяв митингне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Федотов та хутшăнчĕ. Вăл ентешсене Аслă Çĕнтерÿ кунĕпе чĕререн саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ. Çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ, унăн председателĕ В. Филимонов ячĕпе те салам сăмахĕсене каларĕ. Çавăн пек пысăк çухатусемпе, халиччен пулман паттăрлăхпа çĕнсе илнĕ Çĕнтерĕве, мирлĕ пурнăçа малашне те сыхласа-упраса пурăнма ăнăçу сунчĕ.

Уяв митингĕнче çавăн пекех Чăваш Республикин Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссарĕ Владимир Казаков, ветерансен район канашĕн председателĕ Николай Любимов та салам сăмахĕсем каларĕç.

Кайран велосипедистсем Муркаш - Уйкас Янасал маршрутпа старта тухрĕç. Аслă Çĕнтерÿ кунне халалласа тата СССР спорт маçтăрне Владимир Шалтыкова асăнса майăн 9-мĕшĕнче çак чупăва йĕркелесси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Хыççăнах вара татах тепĕр старт пулчĕ - çамрăк автомобилистсем те авточупăва тухрĕç. Маршручĕ - Муркашран Мăн Сĕнтĕре çити. Авточупу кăçалхипе тăваттăмĕш хут иртрĕ.

Аслă Отечественнăй вăрçа Муркаш районĕнчен 9845 çын тухса кайнă. Вăл шутран 5491 çын вăрçă хирĕнчех выртса юлнă, Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн пуçне хунă.

Вăрçăра вилнисене, вăрçă суранĕсене пула пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнă ветерансене асăнса пĕр минут шăп тăнă хыççăн "Çĕр çинчи мирлĕ пурнăçшăн!" ятпа литмонтаж иртрĕ. Ветерансене, тыл ĕçченĕсене Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе ачасен Муркашри пултарулăх çурчĕн, "Путене" ача сачĕн воспитанникĕсем чĕрĕ чечексем тата хăйсем ăсталанă асăнмалах парнесем парса саламларĕç.

Кайран районти шкулсенчи çамрăк армеецсен уйрăмĕсен парачĕ пулчĕ. Хыççăн вара коллективсем, уйрăм çынсем, ветерансем Муркашри Çĕнтерÿ паркĕнчи Аслă Отечественнăй вăрçăра вилнĕ çар çыннисене асăнса лартнă палăк умне чĕрĕ чечексемпе чечек кăшăлĕсем хучĕç.

Аслисемшĕн кăна мар, ачасемшĕн те пысăк уяв пулчĕ çав кун Муркашра. Вĕсем валли савăнма тĕрлĕ аттракцион йĕркеленĕ. Салтак пăтти вара çав кун нихăçанхинчен те тутлăрах пулчĕ пулĕ. Ăна уява хутшăнакан кирек кам та астивсе пăхма пултарчĕ.

"Сывлăх" ФСК умĕнчи сцена çинче чылайччен ташă-юрă янăрарĕ. "Вăрçă çулĕсенчи шăпасем тата юрăсем..." ятпа кунта гала-концерт пулчĕ. Унта Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 72 çул çитнине халалласа районта ирттернĕ "Эпĕ астăватăп! Эпĕ мухтанатăп!" 5-мĕш фестиваль çĕнтерÿçисем хутшăнчĕç.

Çĕнтерÿ уявĕн программи каçкÿлĕм малалла тăсăлчĕ. Районти "Эпĕ астăватăп! Эпĕ мухтанатăп!" 5-мĕш фестиваль çĕнтерÿçисем хăйсен пултарулăхĕпе малалла савăнтарчĕç. Тĕттĕм пуличченех тăсăлнă уяв концерчĕ çĕрлехи тĕксĕм тÿпене Çĕнтерÿ салючĕ çап-çутă çутатнипе вĕçленчĕ.

В. ШАПОШНИКОВ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсенче: малти ретре - районти хисеплĕ ветерансем* уяв колонни* палăк умне чĕрĕ чечексем хураççĕ.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика