15 апреля 2017 г.
Муркаш тăрăхĕ чăваш çырулăхĕн культурине нумай сăмах ăсти парнеленĕ, чылай пултаруллă çыравçăна литература ани çине тăма пулăшнă. Эпир вĕсемпе паян тивĕçлипех мухтанма, мăнаçланма пултаратпăр. Çакна шута илсе эпир Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн "Литературăллă Муркаш ен" литература краеведенийĕн (тавра пĕлĕвĕн) викторинине ирттерес терĕмĕр. Хуравсене ака уйăхĕн 24-мĕшĕччен belovamarina5@eandexĕru электронлă адреспа ярса памалла.
Викторинăна хатĕрлекенĕсем тата ирттерекенĕсем: И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн историпе филологи факультетĕнче 4-мĕш курсра вĕренекен Марина Белова, Екатерина Иванова тата Татьяна Пайкова. Çĕнтерÿçĕсене парнесем кĕтеççĕ.
Викторина
Литературăллă Муркаш Ен (Эсĕ хăвăн тăрăхна пĕлетĕн-и?)
1. Муркаш тăрăхĕнчен чăваш литературипе культурине çĕклекенсем сахал мар тухнă. Вĕсем хушшинчи чăваш çыравçисене каласа тухăр.
2. Çÿлерех асăннă чăваш çыравçисенчен шкул программине кĕртнисене тата вĕсен хайлавĕсене калăр.
3. Район хаçатĕнче паянхи кун пичетленекен çыравçăсен ячĕсене палăртăр.
4. Пирĕн тăрăхри çыравçăсенчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине камсем хутшăннă;
5. "Хыпар" хаçат хăçан тата кам йĕркеленипе тухма пуçланă;
6. "Юнка" сăвва, "Хĕрринче выртасшăн мар", "Шупашкарти сыснаккайсем" калавсене кам çырнă;
7. К. В. Ивановăн "Нарспи" поэмине пуринчен малтан вырăсла кам пичетлесе кăларнă;
8. 1821 çулхи ноябрĕн 28-мĕшĕнче хресчен кил-йышĕнче çуралнă писателĕн ятне калăр.
9. A. Лазареван "Урок пуçланчĕ" хайлавра мĕнле урок пирки сăмах пырать;
10. Ю. Скворцовăн "Хĕрлĕ мăкăнь" повеçĕн теми, тĕп сăнарсем.
11. Андрей Петрович Петуховăн хушма ячĕ мĕнле пулса кайнă?
12. Çак йĕркесене кам çырнă?
"Каç иртрĕ. Сывлăм улăхра
Шăрçаланса пит вĕттĕн ÿкрĕ.
Ак шурăмпуç та улăхса
Каçхи сĕме пуç пĕкрĕ".
13. Муркаш районне кĕрекен Вускасси ялĕнче 1906 çулхи чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Инçет Хĕвел Тухăç фронтĕнче хирург пулса ĕçленĕ. Медицинăри тăрăшулăхĕшĕн "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ врачĕ" ята илнĕ. Сăмах кам пирки пырать;
14. Сăвă йĕркисене пуçласа ярăр:
"…Ул та турăм,
Хĕр те турăм, -
Хĕр уссине кураймарăм"
15. "Чавса çывăх та çыртма çук" пьеса авторĕ кам?
16. Муркаш тăрăхĕнчи драматургсенчен камсене пĕлетĕр?
17. Муркаш тăрăхĕнчи хăш писателĕн пьессине Чăваш академи драма театрĕнче лартнă; Пьеса ячĕ мĕнле?
18. Василий Ржанов литература ĕçне миçемĕш çулта тата мĕнле хайлавпа пуçласа янă;
19. Ю. Скворцовăн геройĕсем (Ваççа, Паня, Славик, Укахви, Сухви) хăш хайлавсенчен;
20. Ю. Скворцовăн "Укахви хурăнĕ" повеçри символсене асăнăр.
21. Эсир Микиш Павăлĕн мĕнле хайлавĕсене пĕлетĕр?
22. Мĕн вăл псевдоним; Кăтра Мишшин, Микиш Павăлĕн, Спиридон Яндушăн, Куçма Пайрашăн, Владислав Анаткасăн, Андрей Петтокин, Василий Сипетĕн чăн хушамачĕсене калăр.
23. "Çирĕм иккĕ" поэмăна кам çырнă?
24. "Пирвайхи юрату" повеçĕн авторĕ кам; Хайлаври ĕçсем хăçан тата ăçта пулса иртеççĕ?
25. Юрий Скворцовăн "Ултăк" калавĕнче амăшĕн миçе ывăл пулнă?
26. Юрий Скворцовăн "Вăлтари рак" калавĕнче ачасем пулă тытма ăçта кайнă?
27. "Тĕнче кĕвви" сăвва кам çырнă тата вăл хăш ялтан?
28. Муркаш тăрăхĕнче Тури Тăмлай ялĕнчен тухнă çыравçă ятне калăр.
29. Йÿçкасси тăрăхĕнчен тухнă çыравçă, художник.
30. Андрей Петтокин хăш сăвви çак йĕркесемпе вĕçленет:
"Кăвак пĕлĕтĕн çăлтăрсем сахал мар,
Алтăр çăлтăр çеç мар тÿпере,
Тăван çĕрĕн паттăрсем сахал мар,
Сахал мар вĕсене ÿстерет... "