Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни çынна - меллĕ услови

15 апреля 2017 г.

Район администрацийĕн опекăпа попечительство органĕ йывăр лару-тăрăва лекнĕ ача-пăча интересĕсене хÿтĕлессипе патшалăх шайĕнче йышăннă программăсене туллин вăя кĕртессипе тĕллевлĕ ĕçлесе пырать. Мĕнпур ĕç тăлăх, ашшĕ-амăш хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене пулăшассипе, социаллă тăлăхлăхпа кĕрешессипе тата ыттипе çыхăннă.  

Асăннă орган пĕлтернĕ тăрăх, апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне учетра çул çитмен 68 ача тăрать, вăл шутран 53-шне çемьере воспитани илме май тунă, 9-шне усрава панă. Районта ку тĕлĕшпе "Профилактика семейного неблагополучия, социального сиротства, преступлений и правонарушений, совершаемых несовершеннолетними в Моргаушском районе Чувашской Республики на 2017 - 2020 годы" комплекслă программа вăйра тăрать.

Опека органĕн ĕçченĕсем йывăрлăха лекнĕ кашни çемьепе уйрăм, профилактика ĕçĕ ирттереççĕ, кашни ача тĕлĕшпе уйрăм йышăну тăваççĕ. Çемьери лару-тăрупа, ача-пăча воспитани илесси хăш шайра пулнипе паллашас тĕлĕшпе çÿлерех асăннă тапхăрта вырăна 32 хутчен тухнипе 100 çемьери лару-тăрупа паллашнă.

1 çынна ашшĕ-амăш правинчен хăтарнă, 1 çыннăн 2 ача тĕлĕшпе ашшĕ-амăш правине чикĕленĕ. Ачана тăван çемьере воспитани илессине сыхласа хăварас тĕлĕшпе эрех ĕçекен ашшĕ-амăшĕпе, нарколог врачпа тачă çыхăнура ĕçлеççĕ, ĕçкĕрен уйрăлма пулăшаççĕ.

Опекăпа попечительство секторĕ ачана усрава илме шухăшлă çемьесен кандидачĕсене хатĕрлессипе те чылай ĕçлет. Пĕрремĕш кварталта   4 çын ачана усрава илме хатĕрленессипе вĕренÿре пулнă, пĕлÿ илнине çирĕплетекен свидетельство илнĕ.

Усрава илнĕ ачана каялла парассинчен асăрхаттарасси те - опека органĕ çинче. Усрав çемьесемпе психологипе педагогикăн комплекслă ĕçне ирттереççĕ. Ку тĕлĕшпе секторта усрава илнĕ çемьесенчен ятарлă канаш йĕркеленĕ. Вĕсен канаш-сĕнĕвĕ усрава илнипе хăш-пĕр йывăрлăх туякан çемьесемшĕн вырăнлă. Канаш кашни кварталта хăйĕн ларăвне ирттерет.  

Пĕрремĕш кварталта çул çитмен 23 ачан правине хĕсĕрленĕ пирки 12 пĕлтерÿ килнĕ. Кашни ыйту тĕлĕшпе вырăна тухса тĕрĕслев ирттернĕ, тивĕçлĕ йышăну тунă.

Çавăн пекех опекăпа попечительство органĕ харпăр хăйне пăхма, хăй тĕллĕн пурăнма пултарайман, вĕсем тĕлĕшпе опекăпа попечительство кирлĕ çынсене тупса палăртассипе, вĕсен правипе саккунлă интересĕсене хÿтĕлессипе те ĕçлет. Ун йышши граждансем килте тата ятарлă учрежденире пурăнаççĕ.  

Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне секторта çавăн йышши çул çитнĕ, вăл е ку ĕç тума пултарайман 193 гражданин тата ĕç тăвасси чикĕллĕ 4 гражданин учетра тăрать. Вăл шутра 88-шĕ опекунсемпе попечительсен çемйинче, 109-шĕ Шомикри психоневрологи уйрăмĕнче пурăнать, вĕсен опекунĕ асăннă учреждени администрацийĕ шутланать. Çул çитнĕ, анчах та хăй тĕллĕн ĕç пурнăçлайман пĕр гражданина учета илнĕ.

Р. Илларионова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика