Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăра

15 апреля 2017 г.

Эфирта - иккĕмĕш кăларăм

"Чувашия" патшалăх телерадиокомпанийĕ тата Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕ телекуравçăсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев хутшăннипе йĕркелекен çĕнĕ "Приложение силы" телепроектăн иккĕмĕш кăларăмне пăхма сĕнеççĕ.

Ку хутĕнче кирек хăш вăхăтшăн та актуаллă пулса тăракан сывлăх сыхлавне аталантарасси пирки сăмах пырĕ. Медицина кадрĕсем çитменнин ыйтăвне епле татса памалла; Отрасле пыракан çамрăк специалистсен професси ăсталăхĕ тивĕçтерет-и; Медицина организацийĕсенчи черетсене пĕтерме пулать-и; Çынсене тивĕçтерекен медицина услугисен пахалăхне мĕнле лайăхлатмалла; Медицина услугисене тÿлевлисем тата тÿлевсĕррисем çине пайлассин ыйтăвĕ паянхи куншăн актуаллă-и; Çак тата ытти ыйтусене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раççей халăх фрончĕн республика организацийĕн, пациентсен пĕрлĕхĕн, республика Сывлăх сыхлав министерствин тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн представителĕсемпе сÿтсе явĕ.

"Приложение силы" телепроектăн премьерине "Россия" телеканалăн регион эфирĕнче апрелĕн 18-мĕшĕнче ирхи 9 сехетре, "Россия 24" телеканалăн регион эфирĕнче апрелĕн 22-мĕшĕнче 19 сехетре пăхма пултаратăр. Чăваш Ен наци телевиденийĕ программăна апрелĕн 18-мĕшĕнче 20 сехет те 30 минутра эфира кăларать.

 

Мăнкун службисем иртеççĕ

Ыран, апрелĕн 16-мĕшĕнче, Православи Чиркĕвĕ Мăнкун уявлать. Çавна май Чăваш Енри храмсенче Мăнкун службисем иртеççĕ.

Чăваш Енре пурăнакансенчен 95 проценчĕ православи тĕнне тытса пырать, çавăнпа та çак службăсене чылай çын хутшăнать. Çавна май Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев хутшăннипе иртнĕ канашлура çынсене уяв службисем вăхăтĕнче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессине сÿтсе явнă.

Апрелĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа пысăк чиркÿсем умĕнче металл тупакан хатĕрсем вырнаçтарнă, çынсене чиркĕве тĕрĕслесе черетпе кĕртеççĕ. Çапла вара хула чиркĕвĕсенче иртекен службăна каяс текенсен çула маларах тухмалла. Ку пĕтĕмĕшле çынсен хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă. Çакна кашниех ăнланма тивĕç.

Паян вара Чăваш наци телевиденийĕ 23.00 сехетре Шупашкарти Пукрав-Татиана соборĕнче Мăнкун служби иртнине тÿрĕ эфирта кăтартать. Праçник службине Чăваш митрополи Пуçлăхĕ, Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава ирттерет.

Ял çыннисемпе тĕл пулаççĕ

Республикăра, вăл шутра пирĕн районта та, çитес юнкун, апрелĕн 19-мĕшĕнче, Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Информаци кунĕн темисем: Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи ĕç-хĕлĕ çинчен* Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи указĕсене 2017 çулхи пĕрремĕш кварталта мĕнле пурнăçлани çинчен. Информаци кунĕн шайĕнче çавăн пекех çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленесси, экологи субботникĕсене йĕркелесси, Йывăç кунĕн çуркуннехи тапхăрне ирттересси, ял территорийĕсемпе çул хĕррисене тата масарсене тирпейлесе хăт кĕртесси пирки те сăмах пырĕ.

Информаци кунне кашни ял тăрăхĕнчех ирттерме палăртаççĕ. Информаци кунне ирттерме района республика тĕп хулинчен Чăваш Республикин культура, национальноç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов ертсе пыракан ушкăн килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика