15 апреля 2017 г.
Кун пек çуп-çап, йăла каяшĕн куписем ялсем патĕнче паян чылай çĕрте "çуралаççĕ" пулĕ. Актайсем те ку сăн ÿкерчĕке палласа илессĕн туйăнать.
Кашмаш ялĕнче пурăнакан шкул ачисем вара çырма урлă тепĕр енче вырнаçнă шкула çак "кĕпер" урлă каçса çÿреççĕ иккен. Вăл шутра 1-мĕш класа çÿрекенсем те пур вĕт-ха? Каççи йĕркеллĕ мар, карлăк таврашĕ çук, çырми тарăн. Инкек сиксе тухсан?
Хĕл ыйхинчен вăранса пĕтĕм тавралăх чĕрĕлме, симĕсленме тытăнать. Кунсем ăшăрах, хĕвел хăйĕн ăшшине шеллемест. Çулленхи çурхи ĕçсем пуçланчĕç. Хресчен хире тухма хатĕрленет.
Анчах та çурхи кунсем çитсе килнĕ май "хĕл парни" пирки те манма кирлĕ мар. Хĕлĕпе юр айне пулса пынă пĕтĕм тасамарлăх, тирпейсĕрлĕх, çÿп-çап çиеле тухать.
Апла пулсан субботниксем йĕркелеме, хамăрăн тавралăха, кил-çурт таврашне, урамсене, обществăлла вырăнсене, масарсене хăт кĕртме те вăхăт.
Ку сăн ÿкерчĕк пирки вара нимĕн те калама пĕлмелле мар. "Тирпейлĕхпе тасалăха çăра хураллать" тесен тĕрĕсрех пулĕ.
Апла алла кĕрепле е çулăк-шăпăр таврашĕ тытар та ĕçе пикенер.
В. Шапошников.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.