Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕрне ачасене халалланă

15 апреля 2017 г.

Сăн ÿкерчĕкре Римма Прокопьевăна куратăр. Вăл Мăн Хураçка шкулĕнче тăрăшать, математика предметне вĕрентет. Римма Владиславовна çак пархатарлă ĕçре тимлеме пуçланăранпа - вăтăр пĕр çул. Вăл кирек епле ĕçе те тÿрĕ чунпа пурнăçланипе палăрса тăрать. Маларах ăста вĕрентекен директор çумĕ пулнă, вĕренÿ тата воспитани енĕпе вунă çул ĕçленĕ. Çав çулсенче ĕç тиевĕ самай пысăк пулнине, тĕрлĕ мероприятие тăтăшах хутшăнма тÿр килнине палăртать ăста учитель.    

- Шкулта вĕреннĕ чухне пуçра учитель пулас ĕмĕт кăначчĕ. Çавăнпа та пĕр иккĕленмесĕр çак профессие алла илме çул тытрăм, - кăмăллăн калаçать Римма Владиславовна.

Пултаруллă педагогăн шкулта ĕçленĕ çулсенчи тăрăшулăхне тĕрлĕ Хисеп грамотипе Тав хучĕ çирĕплетет. Çамрăк ĕçтешсемшĕн - Римма Владиславовна пысăк ăсталăх пухнă вĕрентекен. Çавăн пекех вăл обществăлла ĕçре те пуçарулăхпа палăрать.

Р. Илларионова сăн ÿкерчĕкĕ.

 

 

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика