12 апреля 2017 г.
Çур аки ăнăçăвĕн никĕсĕнче - юсавлă техника малти вырăнта. Ăна ĕçе хатĕрлекенĕн вара ытти патне те вăхăтра алă çитет: вăрлăхĕ те хатĕр унăн, сĕрмелли-çунтармалли материалĕ те çителĕклĕ, минераллă удобренине те кÿрсе килнĕ. Паян яра кунах çур акине кал-кал ирттерессипе вăй хуракансене ырламалли кăна юлать.
- Çур акине хатĕрленесси вăл - пĕр кунхи ĕç мар. Çак тĕллевпе эпир хĕлĕпех алă усса лармарăмăр. Паян вара ял хуçалăх техникине тĕрĕслеве тăратма хатĕрлетпĕр, - терĕç хăйсен ĕçĕпе кăткăслансан 37-мĕш çур акире те пит хĕретмессе шантарса ман умри ĕçченсем. Вĕсем: "Путь Ильича" агрофирмăн 36 çул механизатор стажлĕ Виталий Иванов (сăн ÿкерчĕкре сулахайри) тата çавăн чухлех водительте вăй хуракан Валерий Степанов.
Çанталăк ăшăтни, кассăн-кассăн çумăр çуни çурхи ака-сухаччен вăхăт нумай юлманнине систерет. Ака-сухана хатĕрленни хĕл тутă пулассипе çыхăннă. Çавăнпа та çĕр ĕçченĕн ку вăхăтри çаврăнăçулăхĕ - уйрăм тĕрĕслевре.
А. БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.