Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур аки умĕн уй-хиртен куç каймасть

12 апреля 2017 г.

Çак кунсенче "Герой" ял хуçалăх производство кооперативĕн машинăпа трактор паркĕнче яра кунах хĕрÿ ĕç шавĕ тăрать. Пĕр ушкăн кăкарса ĕçлемелли агрегатсене юсассипе ĕçлет, механизаторсем вара "хурçă учĕсене" техника тĕрĕслевне хатĕрлеççĕ. Хуçалăхăн тĕп инженерĕ Георгий Шурнов та кунтах.

- Механизаторсемпе водительсем тата уй-хир ĕçченĕсем, пĕчĕк йышпа пулсан та, пĕр чăмăра пĕрлешсе вăй хуни çурхи ĕçсене тĕплĕн хатĕрленме пулăшать. Никам та ума лартнă тĕллевсенчен пăрăнмасть, - терĕ тĕп инженер юсавçăсен бригади патне çитсен. Унăн сăмахĕпе эсир сăн ÿкерчĕксенче куракан юсавçăсемпе механизаторсем те килĕшрĕç. "Хуçалăхăн ыранхи тĕрекĕ эпир паян кашни хăйĕн ĕç вырăнĕнче епле вăй хунипе тÿрремĕнех çыхăннине ăнланатпăр. Çавăнпа çурхи кунăн пĕр сехетне те сая ярас теместпĕр", - терĕç вĕсем.

"Герой" хуçалăхра çурхи кунпа туллин усă курма тăрăшнине хуçалăх ертÿçи Галина Иванова та уйрăм тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Хуçалăх çур аки валли 80 тонна минераллă удобрени кÿрсе килнĕ. Тепĕр 30 тонна валли килĕшÿ тунă.

- Пуш уйăхĕ вĕçленнĕ тĕле çурхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра та пахалăхлă пурнăçламалăх çуртрисен вăрлăхне 1787 центнер хатĕрлерĕмĕр. Вăл 100 проценчĕпех ака кондицине тивĕçтерет. Сĕрмелли-çунтармалли материалсем пирки те хире тухсан татса паман ыйтусем пулмалла мар. Çурхи уй-хир ĕçĕсен планне туса çирĕплетнĕ май унта хутшăнакан кашни ĕçчен хăйĕн тĕллевне, ĕç вырăнне пĕлет. Паян юсавçăсемпе механизаторсем техникăна ĕçе хатĕрлессипе тăрăшаççĕ. Хире тухмалли кун çитнĕ тĕле хатĕрленÿ ĕçĕсем пĕтĕмпех вĕçленмелле, - терĕ техосмотр ирттернĕ хушăра кооператив ертÿçи Галина Никитична, 1000 гектар çинче уй-хир ĕçĕсем ирттермеллине палăртрĕ.

А. БЕЛОВ.

Сăн ÿкерчĕксенче: Валерий Иванов механизатор хăйĕн "хурçă утне" хире тухма тĕплĕ хатĕрленĕ. "Çур акире кашни ĕçе вăхăтра пурнăçлама хатĕр", - терĕ Юрий Антонов дисклă сÿрене ĕçе хатĕрлессипе ĕçленĕ хушăра.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика