Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мухтава тивĕçнĕ ашшĕ-амăшĕ

12 апреля 2017 г.

Хамăр республикăра Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкне ирттернĕ май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани парса ÿстерекен нумай ачаллă çемьесем тĕлĕшпе тимлĕх ытларах уйăрмаллине, вĕсем çемье традицийĕсене епле упранине тата çирĕплетнине кăтартмаллине, ăна çамрăк ăрăва воспитани парас ĕç никĕсне хывмаллине уйрăммăн палăртса хăварнăччĕ. "Кашни çемье килĕшÿллĕ пурăннин тĕслĕхĕ пултăр", - тенĕччĕ вăл.

Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи Иштерекре пурăнакан Нина Геннадьевнăпа Юрий Игнатьевич Яковлевсен (сăн ÿкерчĕкре Настя хĕрĕпе тата Саша ывăлĕпе) ашшĕ-амăшĕсем çĕр ĕçне парăннă хресченсем шутланнă. Нина 3 ачаллă çемьере кĕçĕнни ашшĕ-амăшĕн юратăвĕпе ÿснĕ. Юра Сыпайри çĕр ĕçченĕсен 8 ачаллă çемйинче (6 ывăлпа 2 хĕр) 7-мĕш ача пулнă. Ĕçлемесĕр алла çăкăр кĕменнине вĕсем ачаллах ăнланса мĕн пĕчĕкренех ĕçпе туслă ÿснĕ.

Нина

Ашшĕпе амăшĕ те ĕçрен катара тăмасăр халăхпа тăван хуçалăх пурнăçĕшĕн, унăн ăнăçулăхĕшĕн тăрăшнине шутласан, вĕсен хĕрĕ те урăхла тума пултарайман. Лидия Георгиевнăпа Геннадий Порфирьевич Щукинсем чун ыйтнипе суйласа илнĕ ĕç вăл ĕмĕрлĕхе тесе колхозран пăрахса çăмăлрах ĕç шыраман. Çак çулпа пыраканскерсем хăйсене ялан телейлĕ туйнă, икĕ хĕрĕпе ывăлне те ачаранах çĕр ĕçĕпе туслаштарнă, кунти вăрттăнлăхсене алла илтернĕ. 1970 çулта çуралса ĕçрен пăрăнмасăр ÿснĕ Нина вăтам шкул пĕтерсен малалла вĕренет, Шупашкарти планпа экономика техникумĕнче бухгалтер ĕçне алла илет. Ĕç биографине вăл тăван "Дружба" хуçалăх бухгалтерийĕнче пуçлать.

Çамрăксем ĕçре те, канура та яланах хастар çав. Çапла вара анчах диплом илнĕ хĕр Афганистанри çар операцийĕсене хутшăнса киле таврăннă кÿршĕ ял каччипе Юрий Яковлевпа паллашать. Пĕр кун иртет, иккĕ... Паллашу туслăха, юратăва çаврăнать. Кулленхи хутшăнура пĕр чĕлхе тупнă çамрăксем пĕрлешме шут тытаççĕ. 1989 çулхи çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче колхоз механизаторĕпе çамрăк бухгалтер туй кĕрлеттереççĕ. Унтанпа кĕçех 28 çул çитет. Çак вăхăтра çамрăк мăшăр 7 ача (4 ывăлпа 3 хĕр) çуратса ÿстернĕ, кашнине пурнăç çулĕ уçса панă. Паян кĕçĕнни Настя кăна Сыпайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 8-мĕш класра вĕренет. Ыттисем çунат сарса килтен вĕçсе тухнă ĕнтĕ.

- Эпир хамăр çемьере виççĕн çеç пулса та нумай ачаллă çемьесем кирек хăш ĕçе те кĕске вăхăтра пурнăçланине курсан шурă ăмсанупа ăмсанаттăм. Пирĕн вара самай пехлеме тиветчĕ. Çакна шутласа хамăн çемьере те ачасем йышлă пулччăр терĕм. Вĕсем пĕчĕккĕ чухне йывăртарахчĕ паллах, анчах халĕ хăйсем хамăра пулăшнине курсан мăшăрăмпа иксĕмĕр савăнатпăр кăна, - савăнăçне пытармасть Нина Геннадьевна.

Малтанах хуçалăхра бухгалтерта ĕçленĕскер, халĕ 9 çул ĕнтĕ Шупашкарта васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинче санитаркăра вăй хурать.

Юрий

Вăл вăхăтри нумай арçын ача пекех Юрий те мĕн пĕчĕкрен техника енне туртăннă. Аслăрах юлташĕсем трактор штурвалĕ умне лартсан хăйĕнчен телейлĕреххи çуккă пек те туйăнатчĕ ăна. Вăхăт иртнĕçемĕн вăл майĕпен "хурçă ута" уттарма та пуçларĕ, унăн вăрттăнлăхĕсене алла илме тытăнчĕ. Пиччĕшĕсем çара кайса килнĕ хыççăн хăйĕн те салтак пăтти çиме вăхăт çывхарнине сиссе, Сыпай каччи механизатор специальноçне алла илме тĕллев тытать. Çапла вара ялти тĕп шкултан вĕренсе тухсан мал ĕмĕтлĕ каччă Етĕрнери профессипе техника училищине механизатора вĕренме каять. Кунта ăс пухни ăна çарта та кирлĕ пулать. Юрăн çĕршыв приказне Афганистан республикинче пурнăçлама тивет. Служба вăхăчĕ икĕ çул ытла тăсăлать. Çамрăклах вăрçă вутне кĕни, çĕр юнпа хĕрелнине курни, юлташсене çухатни Юрăна пурнăçа юратма, хисеплеме вĕрентет.

- Çакна паян эпĕ хамăн ĕçĕмпе тата калаçăвăмпа ачасене, мăнуксене парас тетĕп. Ан тив, вĕсен нимĕнле вăрçă та курмалла ан пултăр. Туслă çемьере ÿссе юратнă ĕçпе мирлĕ пурнăçа тĕреклетчĕр, - терĕ Юрий Игнатьевич паян хăй ытларах килти хушма хуçалăхра тăрăшнине палăртса.

Туслăх йăви

Нинăпа Юрий Яковлевсем патне çитсе килме мана шăпи пÿрчĕ пулас. Нарăс уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин вĕсене "Ашшĕ-амăш мухтавĕ" орденпа наградăласси пирки калакан Указ çине алă пусрĕ. Çак чыса Юрий Игнатьевичпа Нина Геннадьевна ачасене воспитани парассинче тата çемье йăли-йĕркине тĕрĕс аталантарса çирĕплетессинче тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн тивĕçнĕ. Иртнĕ эрнере орден хуçисем патне çитрĕ. Çакă вăл ашшĕ-амăшĕшĕн те, ачисемпе мăнукĕсемшĕн те, тăван-пĕтенпе ял çыннисемшĕн те пысăк парне пулчĕ.

Туслă мăшăрăн çичĕ ачи паян пурнăçăн тикĕс çулĕпе утать: кам ĕçлет, кам вĕренет. Ашшĕ пекех 4 ывăлтан пурте Раççей çарĕнче службăра тăрса таврăннă, ашшĕ-амăшĕ пекех кашни ачи ĕçе юратать, ыранхи кунпа пурăнать.

1996 çулта Иштерек ялĕнче çĕр илнĕ мăшăр иртнĕ çулсенче хăйсен вăй-халĕпе тата ял çыннисемпе тăванĕсем пулăшнипе кил-çуртпа хушма хуралтăсем çавăрнă, сад лартса ÿстернĕ. 40 сотка çĕре пĕрре те пушă вырттармасть туслă çемье, унта хăйсене кирлине йăлтах акса-лартса ÿстерет. Хальхи вăхăтра Нинăпа Юрий килти хушма хуçалăхра сумалли икĕ ĕне, икĕ пăру, тепĕр тына, кроликсем тытаççĕ, чăх-чĕп тата хур-кăвакал ĕрчетеççĕ.

Çăмăллăн, пĕр-пĕринпе тахçантанпах пĕлнĕ пек, кăмăллă калаçнипе пысăк ĕç тунă евĕр, çĕкленÿллĕ туйăмпа уйрăлса тухрăм эпĕ вĕсем патĕнчен. Кил хуçи арăмĕ вара сĕт витри илсе ĕне витине каçхи сăвăма васкарĕ...

А. БЕЛОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика