12 апреля 2017 г.
Мускаври çĕнтерÿ
Апрелĕн 8-мĕшĕнче Мускавра Пĕтĕм Раççейри "Смотр строя и песни. Марш победителям!" конкурсăн финалĕ иртнĕ. Ăна Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 72 çул çитнине халалланă. Муркаш шкулĕнчи кадетсем (ертÿçи - Светлана Рожкова) конкурса ăнăçлă хутшăнса киле тĕрлĕ категорире тĕрлĕ номинаци çĕнтерÿçисем пулса таврăнчĕç. Кадетсен пысăк çитĕнĕвĕпе çитес номерте тĕплĕнрех паллаштарăпăр.
Пуху иртнĕ
Юнкă ял тăрăхĕнчи Пĕрремĕш Май выççăлккинче пурăнакансем пуху ирттернĕ. Кун йĕркинче пушар хăрушсăрлăхне пăхăнас, тавралăха тирпейлес, ял уявне хатĕрленес тата ытти ыйтăва пăхса тухнă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Фомин пĕччен пурăнакан ватă çынсене тата эрех ĕçекен çынсене тимлĕх уйăрма, каçхи хурал ĕçне пуçарма сĕннĕ. Ял уявне ирттерме хатĕрленнĕ май урамсене, хушма хуçалăхсене тирпейлемеллине палăртнă.
Йышăну
Апрелĕн 13-мĕшĕнче 10 - 12 сехетсенче В. Иванов адвокат тата социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи В. Аникина район хаçачĕн редакци çуртĕнчи (Муркаш ялĕ, Мир урамĕ, 9а çурт) 1-мĕш хутра йышăну ирттереççĕ. Тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ тивĕçме ирĕклĕ категорири граждансене - 1, 2 ушкăн инваличĕсене, ВОВ ветеранĕсене, инвалид ачасене, сахал тупăшлă граждансене тата ыттисене - йышăнăва чĕнеççĕ. Тĕл пулусем малашне те иртĕç.
Арçынсем валли
Муркаш район тĕп больницин тĕп врачĕн кубокне çĕнсе илессишĕн апрелĕн 22-мĕшĕнче "Сывлăх" спорт шкулĕнче черетлĕ волейбол турнирĕ иртет. Унта яланхи пекех 50 çултан иртнĕ арçынсем хутшăнаççĕ. Çак ăмăртăва Муркаш районĕнче пурăнакансен командисене йыхравлаççĕ. Врач алă пусса çирĕплетнĕ заявкăсене апрелĕн 14-мĕшĕччен йышăнаççĕ.
Бассейна васкăр
Апрелĕн 15-мĕшĕнче «Сывлăх» спорт шкулĕнче районти пысăк ăмăрту иртет. Ку хутĕнче - шкул ачисен (2 хĕр ачапа 3 арçын ача), ĕç коллективĕсен (2 хĕрарăмпа 3 арçын) тата çемье командисен (ашшĕ, амăшĕ тата 13 çул тултарман ача) ишессипе иртекен ăмăртăвĕ. Ăмăрту 10.00 сехетре пуçланать. Унта хутшăнма командăсен бассейнра ишмелли хатĕрсемпе пĕрлех врач алă пусса çирĕплетнĕ заявка та кирлĕ.
Р. Илларионова хатĕрленĕ.