Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен çын аллинче ĕç вылять

08 апреля 2017 г.

Раççейри куç курманнисен районти обществăлла организацийĕ Муркашпа Элĕк районĕсен территорине пĕрлештерет. Организаци ертÿçи             А. Михайлова каланă тăрăх, общество членĕсем сывлăх енчен хăш-пĕр енĕпе йывăрлăх туяççĕ пулин те пуçарулăхпа палăрса тăраççĕ. Май пур таран тĕрлĕ шайри мероприятие хутшăнса, пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ.

Организаци членĕсем кашни уйăхра лару ирттерсе тĕрлĕ ыйту сÿтсе яваççĕ. Çавăн пекех Раççей шайĕнче уйăхсерен тухса тăракан "Наша жизнь" журнала пĕрле тишкереççĕ. Организаци членĕсемшĕн çакă питех те çывăх издани шутланать. Унта асăннă категорие пулăшу парассинчи çĕнĕлĕхсемпе, тĕрлĕ регионти çакăн йышши общество пурнăçĕпе паллашма пулать.    

Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне организацире 214 çын учетра тăнă, вăл шутран 140-шĕ Муркашран. Пĕтĕм йышран ытларахăшĕ аслă çулхи çынсем. Вĕсенчен пĕри Кашмаш ялĕнче пурăнакан Владимир Александров. Ун пирки те А. Михайлова организаци ертÿçи пулнă май ырă сăмахсем кăна каларĕ.  

Владимир Германовичăн ĕç пÿлĕмĕ Муркашри "Сельхозтехника" территорийĕнче вырнаçнă. Уйрăм предприниматель çынсене йăлари тĕрлĕ техника юсаса пулăшать.

- Эпĕ хама пысăк ĕçпе аппаланакансем шутнех кĕртместĕп, çапах та ĕçсĕр те лармастăп. Юсав пулăшăвне ыйтакан нумай. Халĕ кашни килтех йăла техники йышлă вĕт, мĕн тĕрли кăна çук, - паллаштарать хăйĕн ĕçĕпе юсавçă.

Вăл каланă тăрăх, кулленех ĕçре пулнисĕр пуçне киле çитсен те çакăн йышши юсавпах аппаланма тивет. Çынсем ыйтнипе вĕсем патне те хăйĕн пулăшăвĕпе тивĕçтерме тăтăшах çÿрет вăл. Тепĕр чухне кану вăхăчĕ те çукпа пĕрех. Ку енĕпе вăл вуникĕ çул тăрăшать. Ĕç вăрттăнлăхне хăй тĕллĕн вĕреннĕ. Ĕçчен çын аллинче ĕç вĕресе тăрать.  

Вăл каланă тăрăх, ку туртăм унăн ачаллах палăрнă, шкулта вĕреннĕ чухнех тăтăш хăйне валли юсав ĕçĕ тупса кăларнă. Хăй пĕлнĕ пек çĕнĕ япала ăсталама тăрăшнă. Техника ачиех тенĕ ун пирки аслисем, ку каларăш тÿрре килнĕ те.

Шкултан вĕренсе тухсан ытти яш пекех салтак атти тăхăннă. Белорусси Республикинчи Гомель хулинче службăра тăнă, хăй ăсталăхне ракета çарĕнче тĕрĕсленĕ. Арçыннăн тĕп тивĕçне ăнăçлă пурнăçланă хыççăн тăван яла таврăннă.

Юлташĕсем хула пурнăçне суйланă, çамрăк яш ял пурнăçне урăххипе улăштарма васкаман. Ял хуçалăх ĕçĕшĕн тунсăхланă Володя "Свобода" колхозра водительте тăрăшнă, тиевпе аякри тăрăхсене те кайма тивнĕ. Хуçалăхăн автомашини рулĕ умĕнче виçĕ-тăватă çул тăрăшнă.

Çартан таврăнни нумаях та вăхăт иртмен çамрăк яш 1981 çулхи май уйăхĕнче çут çанталăк чĕрĕлсе пынă тапхăрта, çĕмĕрт çеçке ларнă вăхăтра, Çатракасси ялĕн хĕрĕпе, Фаинăпа, çемье çавăрнă. Икĕ çамрăк чĕре пĕр-пĕрне ĕмĕр вĕçне тухиччен килĕштерсе пурăнма сăмах татнă.            

Йывăç парка хунавпа, тулăх çимĕçпе пархатарлă. Çын вара хăй хыççăн ырă ят хăварссипе, ача-пăчана тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратассипе пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе тăрăшуллă мăшăрăн ÿпкев çук ĕнтĕ. Вĕсем тăватă ачана кун-çул панă. Ĕç çынна алăра тытать тенине шута илсе хăйсем пекех чи малтан ĕçе юратмаллине вĕрентсе хăнăхтарнă. Икĕ ачи çемьеленнĕ, тăватă мăнук ÿсет.

Мăшăрĕ Фаина Ивановна халĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Вăл хушма хуçалăха аталантарассипе тимлет. Мăшăр ĕç ĕмĕрне ял хуçалăхĕпе тачă çыхăнтарнă. Ытти выльăх-чĕрлĕх усранисĕр пуçне хурт-хăмăр ĕрчетесси пархатарлă тата унăн продукцийĕ сывлăхшăн пысăк усă пулнине шута илсе   сад-пахчара вĕллесем тытаççĕ.  

Владимир Германович Раççейри куç курманнисен районти обществăлла организацин активлă членĕ пулнине те палăртмасăр иртес килмест. Асăннă йышра вăл 1986 çултанпа тăрать.

- Çакăн пек организацисем кирлĕ тесе шухăшлатăп эпĕ. Унта хампа пĕр шăпаллă, шухăшлă çынсемпе тĕл пулса кăна мар, чуна уçса та калаçма май килет. Çĕнĕлĕхсем пирки те пĕлетпĕр, тĕрлĕ тĕл пулăва хутшăнатпăр, - тесе палăртать хăйĕн шухăшне Владимир Германович.

Организаци ертÿçи А. Михайлова ыттисене те тачă çыхăнура пулма, пĕрлехи йыша кĕме чĕнет. Общество членĕ пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртать.

Р. Илларионова.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика