Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утарти çурхи ĕçсем

08 апреля 2017 г.

Çанталăк ăшăтнăçемĕн ăшăтса пырать. Кĕçех хурт-хăмăр та тавралăха тухма пуçлать. Вĕлле хурчĕ тахçанах хĕл ыйхинчен вăраннă ĕнтĕ. Вĕсем çуркунне çитнине, кун вăрăмланнине питех те лайăх сисеççĕ. Маларах вĕллере шăплăх хуçаланнă пулсан, халĕ вĕллере хурт-хăмăр сĕрленĕ сасă илтĕнет.

Çуркуннене мĕнле кĕтсе илесси вĕллесене ăçта вырнаçтарнинчен килет. Паллах, йышлă çемье хĕл лайăх каçать. Вĕсенчи амасем нарăс вĕçĕнче, пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче çăмарта хума пуçланă ĕнтĕ. Кун пек хурт-хăмăр йăвинче 32 - 35 градус таран ăшă тытать. Çакна вĕллери минтер айне алă чиксе пăхсан та пĕлме пулать. Çăмарта хуман вĕллере вара ăшă çукпа пĕрех. Енчен те çемье лайăх хĕл каçнă, йăваран таса мар тата нÿрĕк шăршă кĕмест, апат çителĕклĕ пулсан, хурт-хăмăра ытла ир пăлхатма кирлĕ мар.

Вăйсăр çемье вара начар хĕл каçать. Тепĕр чухне вĕллерен таса мар шăршă тухать. Ку хурт-хăмăр нозематозпа аптăрани пирки калать. Пыршăлăх ытлашши тулнă тата нозематозпа чирлĕ хуртсене çуркунне пĕрремĕш хут иртерех вĕçтерме тăрăшмалла. Хĕвел питтинче 8 - 10 градус ăшă пулсан лайăх. Вĕлле çине хура тĕслĕ материал витмелле. Вĕлле тавра вак улăм е толь татăкĕсем пăрахмалла. Хура тĕс ăшă парать, шурă юр çине анса ларни хурта хавшатать.

Вĕллери минтерсем хĕл каçа нÿрелнĕ ĕнтĕ, вĕсене типписемпе ылмаштарма тăрăшăр. Лайăх çанталăкра сулхăнра 12 градус таран ăшă пулсан вĕллепе ĕçлеме юрать тесе çирĕплетеççĕ. Ăшă та тÿлек çанталăкра пушă тата каяшпа вараланнă, кăвакарнă рамăсене кăларса илмелле те пыл тата хурт çăкăрĕллĕ рамăсене лартса памалла. Анчах та çемье йăвине аркатмалла мар.

Пыллă рамăсем пулмасан сахăр чусти памалла. Сахăр чустине килте çапла тумалла. 4 кг сахăр çăнăхне, ирĕлтернĕ 1 кг пыла тата 50 мл шывра пĕр хутаç (2,5 г) ноземат ирĕлтернĕ шĕвеке пĕрле хутăштармалла.

Хытса кĕрпеленнĕ пылпа та усă курмалла. Ăна кастрюле тултармалла та шыв янă тепĕр пысăкрах кастрюль ăшне лартса ирĕлтермелле. Сахăр çăнăхĕпе чуста евĕр пуличчен хутăштармалла. Çÿлте асăннă пек ноземат хушмалла. Сахăр чустине марльăпа чĕркесе кашни вĕллене пĕрер килограмм чухлĕ рамăсем çине ăшă вырăна хурса памалла. Хуртсем апатланса часах вăй илеççĕ.

Выçă тата нозематпа чирлĕ хуртсене сахăр сиропĕ хатĕрлесе памалла. 1 литр шывра 1 килограмм чухлĕ сахăр ирĕлтермелле. 10 литр сиропа çÿлте асăннă пек ăшăтнă 50 мл шывра пĕр хутаç ноземат ирĕлтернĕ шĕвек хушмалла.

Пыл хурчĕсем тăхăр е ытларах рама çинче пулсан çемье вăйлă шутланать, çичĕ-сакăр рамăлли - вăтам çемье, улттăран каяраххине начар   çемье тесе хакламалла. Начар çемьесене тăрăхла вĕллесене пÿлсе вăйлă е вăтам çемьесемпе юнашар лартмалла. Вĕсем пĕр-пĕрне ăшăтса хăвăртрах аталанаççĕ.

Хĕлле хуртсем çăмхара ларнă вăхăтра уйăхра пĕрер килограмм кăна пыл илнĕ пулсан, ака, çу уйăхĕсенче пилĕкшер килограмм пĕтереççĕ. Çуркунне ама çăмарта нумай сапать. Пĕр рама çинчи çăвăра çитĕнтерме пĕр рама пыл кирлĕ тесе шутлаççĕ. Тепĕр майлă каласан, пĕр пыл хурчĕ çитĕнсе çитиччен пĕр карас пÿлĕмĕнчи пыла çисе ярать. Çуркуннехи вăхăтра çемьене йĕркеллĕ аталанса пыма 12 - 15 килограмран кая мар пыл тата икĕ рама хурт çăкăрĕ кирлĕ.

Çуркунне тата çуллахи вăхăтра пыл хурчĕсем шыв пур вырăна вĕçнине асăрханă пулĕ. Вĕсене шыв питех те кирлĕ, шывпа хăйсен çăкăрне ирĕлтереççĕ те çăвăра тăрантараççĕ. Çавăнпа та хуртсем тасалма вĕçнĕ кун вĕсем валли утарта шыв ĕçмелли вырăн туса памалла. Тепĕр чухне хурт-хăмăра тислĕк тавра шыв илнине асăрханă ĕнтĕ, çавăнпа та вĕсене кобальт памалла. Ку препарат пирĕн патра пур. Çавăн пекех çура тухакан хурт-хăмăра ытти препарат та кирлине манмалла мар. Вĕсене кирли пирĕн патра йăлтах пур.

В. Гониашвили,

суту-илÿпе хатĕрлев пункчĕн хатĕрлевçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика