Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сакăрвуннăран иртсен пÿрт лартрĕ

08 апреля 2017 г.

Кашни çыннăн хăйĕн шăпи, телейĕ, пурнăç çулĕ... Кукăр-макăр та тумхахлă пулсан та вăл пирĕн пĕрре. Ăна никамăнне те вак чул сарса, хытарса, асфальт хурса якатман. Апла пулин те шăпа пÿрнинчен иртмесĕр кашниех хăйĕн çулне хăй утса тухать, пурнăç тути-масине астивет. Çулсем иртсен пăхатăн та, пурин пурнăç çулĕ куç умĕнче ал лаппи çинчи пек сарăлса выртать. Йĕр тарăнăшĕ çеç расна: пĕрисен вăл тарăн, теприсен - йăлмака та шуçлак.

Кулленхи пурнăçра вара эпир, шел пулин те, час-часах хăйсем хыççăн тарăн йĕр хăваракансене асăрхамастпăр та. Вĕсенчен вара пирĕн пурнăç чăнлăхне вĕренмелли, кивелменнине ăша хывса çамрăк ăру патне çитермелли пайтах.

Нумаях пулмасть мана 1928 çулхи çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче Çатракасси ял тăрăхĕнчи Торинккассинче çуралнă, халĕ Шомик ялĕн Анаткас урамĕнче пурăнакан Елизавета Александровна Степановапа курса калаçма тÿр килчĕ. Лисук аппа хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕнче нумай курнă, сахал мар тÿснĕ пулин те, нимĕнле йывăрлăха та парăнман. Кашни йывăрлăх ăна вăй панă, ăс хушнă, пурнăçа юратарах пурăнма вĕрентнĕ. Халăх хушшинчи ĕлĕкхи йăла-йĕркене те лайăх пĕлет вăл, халап-юмаха та аван астăвать.

Лисук аппа шкулта 2 класс анчах вĕреннĕ пулсан та, кĕнеке, хаçат-журнал лайăх вулать. Калаçу çак тĕле çитсен Елизавета Александровна хурланса ачалăхне аса илчĕ.

- Çĕн пурнăç вăй илнĕ вăхăтра, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кĕрленĕ çулсенче çуралса ÿсрĕмĕр çав эпир. Вăрçă вутне пула аттесенчен те ир уйрăлтăмăр. Ачалăх çулĕсенче пирĕншĕн ĕç малта тăнăранах тарăн пĕлÿ илме те май килмерĕ.

Ачаллах ĕçе кÿлĕннĕскер вĕренĕве иккĕмĕш вырăна хăварса хĕр пĕрчи ялта кĕтÿ кĕтет, ял çыннисемпе артеле кайса чăпта çапать, колхозра вăй хурать. Пирĕн çĕршыва фашистла Германи сĕмсĕррĕн вăрçăпа тапăнсан ашшĕне фронта ăсатать. Унтан йывăр суранпа таврăннăскер 1942 çулта пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать. Мĕн ачаран арçын-хĕрарăм ĕçне уйăрса курман Лисук çакăн хыççăн амăшне ытлă-çитлĕ пулăшас тĕллевпе пĕр ĕçрен те пăрăнса юлмасть.

1948 çулхине шăпа Лисукпа амăшне Шомика илсе çитерет. Кунта вĕсем хуçасăр пĕр кивĕ çуртра пурăнма пуçлаççĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн амăшĕпе хĕрĕ кунта тĕпленмеллипех тĕпленеççĕ. Мирлĕ пурнăç сыпăнса пыма пуçланă май Лисук та вăрçă инваличĕпе Хĕветĕрпе паллашса çемье çавăрать. Пурнăçа юратакан тата ĕçрен хăраман мăшăр икĕ хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ, аслă пĕлÿ илме пулăшаççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те паян çемьеллĕ: Лена Патăрьелĕнче ачасене вĕрентет, Юля Шупашкар районĕнчи Карачурара ĕçлет. Ашшĕпе амăшĕн ĕç юратăвне малалла тăсса икĕ хĕрĕ те çирĕп кил хуçалăхĕ тытаççĕ, выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ.

Лисук аппан мăшăрĕ пурнăçран уйрăлни чылай пулать ĕнтĕ. Паян ĕçпе вăрçă ветеранĕ пĕчченех пурăнать. Апла пулин те ачисемпе 4 мăнукне тата 3 кĕçĕн мăнукне кинемей патĕнче тăтăшах хăнара курма пулать. "Вĕсемпе курни-калаçни, умри ыйтусене вăхăтра сÿтсе явни - манăн паянхи пурнăçăн илемĕ", - терĕ вăл хĕл ыйхинчен вăранакан сад еннелле тинкерсе.

Манăн пĕлĕшĕмпе унăн мăшăрĕ Хĕветĕр питĕ ĕçчен çынсемччĕ. Уйрăмах Хĕветĕр пиччерен тĕлĕнеттĕм. Вăл хăрах алăпах çынран юлмасăр утă та çулатчĕ, тир те тăватчĕ, сунар вăхăчĕ çитсен ухутана та тухатчĕ. Хăйĕн пултарулăхĕпе çынсене тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтеретчĕ.

Елизавета Александровна вара нумай çул хушши Шупашкарти приборсем тăвакан заводра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Заводра ĕçленĕ хушăрах килти хушма хуçалăхра хăйĕн вăйĕ çине шансах выльăх-чĕрлĕхне те нумай усрарĕ...

Çул хыççăн çул иртет, вăхăт кустăрми малаллах шăвать. Лисук аппан 80 çулхи юбилейне те истори страницисем самай витрĕç. Тăххăрмĕш теçеткене ярса пуссанах кинемей çĕнĕ пурнăç алăкне уçать. Вăл ял хушшинче нумай шăв-шав кăлармасăрах хăйĕн вăй-халне шанса кирпĕчрен пÿрт купалама шутлать. Хĕрĕсемпе мăнукĕсем те, кÿршĕ-аршă та, ялта пурăнакансем те кукамай çĕнĕ пÿрт лартма шутланине пачах та пĕлмен. Вĕсен тĕлне хăйăр, вак чул, кирпĕч тата ытти строительство материалĕ тиенĕ автомашинăсем килсе чарăнсан çеç эпир кукамай çĕнĕ çурт лартма хатĕрленнине ăнлантăмăр. Нумайăшĕ малтан ĕненсех те каймарĕ: ăçтан 80 çултан иртнĕ кукамай пĕччен çĕнĕ пÿрт лартма пултартăр-ха;

Çук çав, пултарать иккен. Укçи-тенкине те Лисук аппа пенси илнĕ май çитерсе пычĕ. Пÿртне купаланă вăхăтра паллах ăна хĕрĕсемпе мăнукĕсем те, ял-йыш та пулăшрĕç. Анчах тĕп ĕçсемшĕн Лисук аппа çав-çавах хăй яваплă пулса тăчĕ. Çапла вара строительство материалĕсене пĕчĕкшеррĕн туяна-туяна 7 çул хушшинче вăл çĕнĕ пÿрте кĕмелле туса çитерчĕ. Халăхри ырă йăла-йĕрке пÿрт-çурт тăвас ĕçе çĕнĕ пÿрт ĕçкипе вĕçлет. Лисук аппа та çак йăларан иртмерĕ. Иртнĕ кĕркунне электричество çути, çут çанталăк газĕ кĕртнĕ хыççăн пĕтĕм ял-йыша, тăван-пĕтене пухса çĕнĕ пÿрте пурăнма куçнине паллă турĕ.

- Ăçтан вăй-хăват çитертĕн-ха çак хăтлă çурта туса пĕтерме; Халĕ тăлăх арăмсене пÿрт-çурт тума патшалăх пулăшать вĕт-ха, - тесе кăсăклантăм унпа тĕл пулсан.

- Хуçасен алăкĕсене шаккаса вĕсене чăрмантарса çÿрес темерĕм. Мана Турă пулăшать. Çав пулăшу çине шанса ĕçлерĕм те, - пулчĕ хурав.

Лисук аппа килти ĕçсене ытларах чух паян та хăех пурнăçлать. Хушăран Шупашкара та кайса килет. Выльăх-чĕрлĕхрен вара килти хушма хуçалăхра чăх-чĕп çеç усрать. Кĕркунне анкартинчи çĕр улми лаптăкне кĕреçепе кăларма та хăех вăй çитерчĕ. Май килнипе аслă тусăма çĕнĕ пÿртре 100 çулхи юбилее те кÿршĕ-аршăпа, ял çыннисемпе тата тăвансемпе хавассăн паллă тума çирĕп сывлăх сунатăп. Çапла пултăрччĕ!

Г. ОСИПОВ.

Шомик ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика