08 апреля 2017 г.
Апрелĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн 7-мĕш сессийĕ ĕçлерĕ. Сессире Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен отчет туса пачĕ.
Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев та хутшăнчĕ. Çавна май вăл республика ертÿçи туса панă отчет тĕлĕшпе хăйĕн шухăшĕсене пĕлтерме кăмăл турĕ:
- Республика Пуçлăхĕ Чăваш Енри кашни отрасль иртнĕ çул мĕнле аталанса пыни пирки тĕплĕ чарăнчĕ. Пĕтĕмлетÿсем çавна çирĕплетеççĕ: пирĕн республикăн тĕп пуянлăхĕ вăл - çынсем, çавăнпа та влаç органĕсен тĕп задачи çынсем валли пурăнма хăтлă та меллĕ условисем туса парасси пулса тăрать.
Михаил Васильевич хăйĕн сăмахне çитĕнекен ăру валли пур енлĕ аталанма кирлĕ условисем туса парассинчен пуçларĕ. Акă иртнĕ çул республикăра 4 ача сачĕ çĕнĕрен тума пуçланă, вĕсене кăçал хута яма пăхнă. Ачасем валли 740 вырăн йĕркелеме май килнĕ. 2020 çул тĕлне вара шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсене татах 11 тума тата реконструкцилеме палăртнă. Республикăра 2016 çултанпа çĕнĕ шкулсем хута ярассипе çине тăрса ĕçлеме тытăннă. Ку тĕлĕшпе ырă улшăнусем пирĕн районта та çук мар ĕнтĕ. Юлашки 3 çул хушшинче кăна районта шкул çулне çитменнисем валли хушма 125 вырăн йĕркелеме май килнĕ.
Палăрăмлă улшăнусем республикăн ытти отраслĕсенче те пулса иртнĕ. Вăл шутра сывлăх сыхлавĕнче те, физкультурăпа спорта аталантарассинче те. Çаксем пĕтĕмпех хăйсен "çимĕçĕсене" параççĕ. Чăваш Енре пĕлтĕр çынсен пурнăçĕн вăтам тăршшĕ 72 çулпа танлашнă. Çакă вăл 2010 çулхинчен 3,5 çул нумайрах.
Промышленноç производствин индексĕ 107,6 процентпа танлашнă. Ку кăтарту 2015 çулхинчен 7,6 процент, Раççейри вăтам кăтартуран - 6,3 процент, Атăлçи федераци округĕнчи вăтам кăтартуран - 6,8 процент пысăкрах.
Усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне сĕт туса илессипе республика Атăлçи федераци округĕнче 1-мĕш вырăна тухма пултарнă, аш-какай туса илессипе вара - 3-мĕш вырăна.
Пирĕн районăн та пĕлтĕр ял хуçалăхĕнче ÿсĕмсем пулмарĕç мар. Ял хуçалăх продукцине туса илессин индексĕ 103,8 процентпа танлашрĕ. Ку енĕпе эпир республикăра 4-мĕш вырăна тухма пултартăмăр. Ял хуçалăх продукцине сутса укçа-тенкĕ илесси унчченхи çулхипе танлаштарсан 4,8 процент ÿсрĕ. Ял хуçалăх аталанăвĕ енĕпе Муркаш районĕ Чăваш Республикин çурçĕр зонинче 3-мĕш вырăн йышăнчĕ.
Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче районсенче ыйтман пай çĕрĕсене муниципалитет харпăрлăхне çирĕплетесси çине ытларах тимлĕх уйăрмалли, çĕр участокĕсемпе усă курнăшăн аренда тÿлевне тÿлессипе парăмлисем тĕлĕшпе çирĕпрех пулмалли пирки каларĕ. Çакă вăл - бюджет тупăшĕн çăлкуçĕсенчен пĕри. Михаил Васильевич палăртнă тăрăх, харпăр хăйĕн тупăшĕн шайне ÿстерсе пырассипе Чăваш Ен Атăлçи федераци округĕнче 4-мĕш вырăн йышăнать. Пирĕн районăн та хăйĕн тупăшĕн шайĕ иртнĕ çул 2015 çулхинчен 9,3 процент пысăкрах пулчĕ. Пирĕн задача - кăçал ку тĕлĕшпе татах çинерех тăрса ĕçлес пулать.
Республика инвестицисене явăçтарассипе Раççей шайĕнче 6-мĕш вырăна тухни те ырă шанăç çуратать. Пысăк инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕреççĕ. Вăл шутра пирĕн районта та "Сеспель" предприяти танк-контейнерсем туса кăларассипе инвестици проектне пурнăçа кĕртме тытăнчĕ. Объект кăçал хута каймалла.
Республикăра ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи 6,9 процент ÿсни те çынсен пурнăç условийĕсем лайăхланса пыни пирки калать.
Çулсем тăвассипе те, юсассипе те пĕлтĕр республика çине тăрса ĕçленĕ. Çулсем çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтерессипе вара Чăваш Ен çĕршывра малти 10 регион шутне кĕнĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсен картиш территорийĕсене юсас ĕçсем пĕр çул та чарăнса ларман. Нумай хваттерлĕ çуртсене çуллен сахал мар юсаççĕ, çĕнĕрен нумай тăваççĕ. Пирĕн районта кăна пĕлтĕр нумай хваттерлĕ çуртсен картиш территорийĕсене 2 юсарăмăр, нумай хваттерлĕ 4 çуртра капиталлă юсав ĕçĕсене туса ирттертĕмĕр, 6 ялта çул тăвас ĕçсене туса пытăмăр, 2-шĕнче ĕçсене вĕçлерĕмĕр, тĕрлĕ программăсене хутшăнса 66 çемье хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарчĕ.
Çапла, ĕçсене нумай пурнăçланă, апла пулин те умри задачĕсем те пĕчĕк мар-ха. Михаил Васильевич вĕсене кашни отрасль тĕлĕшпех уйрăммăн уçăмлатрĕ. Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, Раççейри Экологи çулталăкĕнче тата Чăваш Республикинчи Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкĕнче экологи тĕлĕшпе пурăнма лайăхрах майсем тăвассипе, ачасене тата амăшĕсене хÿтĕлессипе, çитĕнекен ăрăва патриот воспитанийĕ парассипе туса ирттермелли ĕçсем калăпăшлă. Эпир те вара, Муркаш районĕнче пурăнакансем, республика Пуçлăхĕ М.В. Игнатьев палăртнă пекех, çынсен пурнăçне хăтлăрах тăвассишĕн, пурнăç пахалăхне лайăхлатса пырассишĕн, районта социаллă тата политика тăнăçлăхне сыхласа хăварассишĕн малашне те çине тăрса ĕçлĕпĕр.