Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яла илем кÿрекен арçынсем

05 апреля 2017 г.

Халăхра культура ыйтăвĕ анлă вăй илни - пурнăç ырă енне улшăннин пĕр палли. Йывăрлăхсене çĕнсех ял çынни ыранхи кунпа пурăнать. Арканнă пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем вырăнне хресчен ĕçне чунĕпе парăннă çынсем хресчен (фермер) хуçалăхĕсем йĕркелеççĕ. Пушаннă çĕрсемпе килти хушма хуçалăхсене аталантарма активлă усă кураççĕ. Ĕçрен пушаннă вăхăтра вара нумайăшĕ культура вучахне çул тытать: пĕрисем черетлĕ концерта хатĕрленме, теприсем - маттуррисен пултарулăхĕпе паллашма.

Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче районти культура ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Çак кун районти Культура çурчĕн уяв сцени çинчен савăнăçлă лару-тăрура пултаруллисене чысларĕç.

Эсир паянхи сăн ÿкерчĕкре куракан арçынсем - районти культура аталанăвне пысăк тÿпе хывакансем. Çак сферăри ĕç стажĕ вĕсенчен кашнийĕнех 30 çул ытла ĕнтĕ. Вĕсем - пурте вырăнсенчи художество пултарулăх ертÿçисем. Малти ретре (сулахайран сылтăмалла): Владислав Димитриевпа (Шурчари Культура çурчĕ) Евгений Сорокин (Сыпайри Культура çурчĕ). Хыçалти ретре (сулахайран сылтăмалла): "Орин ен" художество пултарулăх ушкăнĕн ертÿçи, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Владимир Александров (Орининти Культура çурчĕ), Владимир Железнов (Тойкилтĕри Культура çурчĕ), "Янаш" художество пултарулăх ушкăнĕн ертÿçи, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Родион Петров (Мăн Сĕнтĕрти Культура çурчĕ).

Асăннă пултаруллă çынсене нумай ялта ятранах пĕлеççĕ ĕнтĕ. Çакă вĕсене татах хавхалантарать, тăрăшуллăрах пулма хистет.

А. БЕЛОВ

сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика