Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшуран ан пăрăнăр, хăвăр та пулăшăр

05 апреля 2017 г.

Апрелĕн 7-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацине (ВОЗ) йĕркеленĕ куна халалласа кашни çулах Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунне паллă тăваççĕ.

Çулсеренех çак кунăн тематики улшăнать. Кăçал ăна депрессипе аптăракан çынсене пулăшас тĕллевпе "Айта калаçар" лозунгпа ирттереççĕ. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн даннăйĕсем çынсен депресси пулни экономикăна та пысăк тăкак кÿнине çирĕплетсе параççĕ. Апла пулсан медицина ĕçченĕсем депрессие çĕнтермелли пирки ахаль каламаççĕ.

Эпир те паянхи калаçăва депресси пирки пуçартăмăр. Пирĕн ыйтусене Муркаш район тĕп больницин медицина психологĕ Любовь ЯРДЫКОВА хаваспах хуравлама килĕшрĕ.

- Любовь Михайловна, мĕн-ха вăл депресси; Мĕнпе палăрать;

- Хурлăх, тунсăх туйăмĕ кашни çыннăн пурнăçĕнчех тĕл пулать. Пире кÿрентереççĕ пулсан, палăртнă ĕçсем савăнăç кÿмесен, хаклă та юратнă çынсене çухатсассăн эпир шăпах çакна туятпăр.

Çак хурлăх, тунсăх темиçе эрнере е уйăхра та иртмест пулсан, е час-часах тунсăхланине пула çын ыттисемпе те йĕркеллĕ хутшăнаймасть, савăнаймасть пулсан, çакна депресси тесе хаклама пулать.

Депресси чухне çыннăн кăмăлĕ япăх, вăл кирек мĕнле пулăма та сÿрĕккĕн йышăнать, тĕрĕсрех каласан, ăна пачах та тимлĕх уйăрмасть. Депрессире çыннăн нимĕнле тĕллев те çук. Вăл хăйне хакламасть. Çак вăхăтра çын çывăрса каяйманнипе аптăрать, унăн апат çиес килмест, ĕçлес килмест.

Депрессие вăхăтра сиплеменни вара сывлăха самаях хавшатать.

- Ăна вара мĕнле майпа сиплемелле; Депрессирен тухас тесен çын хăй мĕн тума пултарать;

- Депрессие серотонин тата дофамин гормонĕсен шайне йĕркене кĕртнипе çĕнтерме пулать. Çакна валли çителĕклĕ çывăрмалла (ытлашши мар), уçă та çутă вырăнсенче пулмалла, тăтăшах хусканусем тумалла, лайăх апатланмалла.

Музыка та пулăшать. Кăмăла хăпартакан кĕвĕсем, юрăсем итлемелле. Тунсăхлăрах юрăсем итлес килет пулсан, çакăн пек темиçе юрă хыççăн савăнăçлă юрă итлесе илмелле.

Хăшĕсене арт-терапи пулăшать: ÿкерни, е кăранташпа ÿкерсе хатĕрленĕ картинăна сăрлани.

Пĕрисене килти чĕрчунсем сипленме пулăшаççĕ, теприсене - сад-пахчара ĕçлени.

Пурнăçра савăнăçлă самантсене ытларах йĕркелемелле: пысăк сăлтавсăрах юлташсемпе тĕл пулмалла, уçăлса çÿремелле, кафене кайса килмелле, кино пăхмалла тата ыт. те.

Тепĕр çынна пулăшни те депрессие ирттерме май туса парать. Ыттисемпе хутшăнса эсир хăвăрăн хурлăх чăтса ирттермелле мар хурлăх маррине ăнланса илĕр.

Хăвăр та ыттисенчен пулăшу йышăнма ан именĕр. Тепĕр çын сире пулăшма пултарнине куратăр пулсан, унран пăрăнма кирлĕ мар.

Харпăр хăйне кахалланма памалла мар, мĕн те пулин усăллине, лайăххине тумалла. Анчах та хăвăра ыттисемпе ан танлаштарăр.

Çын хăй тавра илемлĕ те хитре япаласем вырнаçтарни те пулăшу кÿрет. Тепĕр чухне пÿртре тирпейлени, сĕтел-пукана урăхларах вырнаçтарса лартни те депрессирен тухмалли пĕрремĕш утăм пулма пултарать. Пÿлĕме çутă тата уçă сывлăш кĕмелле тăвăр.

Нимĕн те пулăшмасан вара психологпа тĕл пулса канашламалла. Вăл сире пулăшатех.

Муркаш районĕнчи çынсен те медицина психологĕпе тĕл пулса калаçма май пур. Эпĕ сире пулăшма яланах хавас.

- Тавтапуç, Любовь Михайловна. Сирĕн сĕнÿсем усăллă пуласса шанатпăр.

Н. Николаева.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика