Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансем активлăха çухатмаççĕ

05 апреля 2017 г.

Аслă асаттесен сăнавĕнченех çын ĕçпе илемли паллă пулнă. Çак чăнлăх тăван халăхăмăр пурнăçĕнче кивелмест, умран каймасть. Çулсем пĕри тепринпе ылмашăнсан та, ăрупа ăру улшăнсан та, ăна ăнланакансем тата çывăха йышăнакансем пирĕн хушăмăрта паян та пур. Аслă ăрусен тăрăшулăхне, вĕсен ĕç тата пурнăç опытне кирлĕ пек йышăнса, пурнăçа кĕртсе вĕсен ĕç тĕслĕхĕ çинче çамрăксене воспитани парассине мала кăларма паян пирĕнтен пурнăç ыйтать. Çавна тĕрĕс ăнлансан çеç гектар пуçне 30 - 40 центнер тырă-пулă, 300 центнер çĕр улми панă хирсем тал пиçенпе мăян тыткăнĕнчен тухĕç, ашшĕ-амăшĕн çак тăрăшулăхне куракан çамрăксем те хăвăртрах хуланалла тармĕç.

Хамăр районти агропромышленность комплексĕнче ĕçленĕ ветерансен канашĕн отчетлă пухăвĕ умĕн унта пуçтарăннисемпе ирттернĕ калаçăва пĕтĕмлетнĕ йĕркесем пулчĕç кусем. Муркаш енре агропромышленность комплексĕнче тĕрлĕ çулта ĕçленĕ ветерансен обществăлла пĕрлешĕвĕ хăйĕн кулленхи активлăхĕпе ырă енчен палăрса тăрать. Районти агропромышленность комплексĕнче ĕçленĕ ветерансен канашĕ хăйĕн иртнĕ çулхи обществăлла ĕç-хĕлне район администрацийĕн ларусем ирттермелли пĕчĕк залĕнче пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче çавра сĕтел мелпе пăхса тухрĕ. Уставпа килĕшÿллĕн çак кун АПК ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ В. Вязов обществăлла организацин иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕ пирки анлă отчет туса пачĕ.

Ĕçе пĕтĕмлетни кăçал ĕçтеше саламланинчен пуçланчĕ. АПК ветеранĕсен районти канашĕ хăйсен пĕрлĕхĕнче тăракан тата ĕçре активлăхпа палăракан Алексей Скворцова савăнăçлă лару-тăрура 70 çул тултарнă ятпа Чăваш Республикинчи АПК ветеранĕсен союзĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ.

- Республикăра АПК ветеранĕсен союзне йĕркеленĕренпе пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче 5 çул çитрĕ. Çак тапхăрта хамăр тăрăшулăхпа тата активлăхпа эпир хамăрăн обществăлла организацин ĕç-хĕлне туллин кăтартма пултартăмăр. Ку вара пирĕн умри çĕнĕ тĕллевсене çул парать. Вĕсене пирĕн пĕрле пулса пурнăçа кĕртмелле. Ахальлĕн пĕччен хулă хуçăлать. Эпир вара пĕрле пулса хамăрăн пĕрлехи ĕçĕмĕре район пурнăçĕпе тан илсе пыратпăр. Пирĕн канаш членĕсем район аталанăвĕпе кăсăклансах тăни, унăн кашни ÿсĕмĕпе интересленни, тухăçлăрах ĕçлеме пуçарулăх кăтартни савăнтарать. Çапла пĕр тĕллевлĕ пулнипех хăй вăхăтĕнче районта тава тивĕçлĕ ĕçпе палăрнисем тĕлĕшпе виçĕ Асăну хăми уçрăмăр, кашни ял тăрăхĕнчех ватă çынсен, аннесен кунĕсене хăтлăрах ирттерме пулăшрăмăр, Чăваш Республикинчи АПК ветеранĕсен энциклопедине хатĕрлеме активлă хутшăнтăмăр. Мĕн туни пирĕншĕн чикĕ мар. Ĕçленĕ май эпир хамăр ума çĕнĕрен те çĕнĕ тĕллевсем лартатпăр та вĕсене пурнăçа кĕртмелли çулсене палăртатпăр, - терĕ хăйĕн отчетлă докладĕнче туса ирттернĕ кашни ĕç çинче уйрăммăн чарăнса тăрса тата çак ĕçре палăрнисене ятран тав туса В. Вязов.

Ĕçлекенĕн вара ыйтусемсĕр пулмасть. Районта ветерансен канашĕ ĕçлеме пуçлани - ырă пулăм. Вăл туса ирттерекен ĕç те чылай. Çав вăхăтрах тивĕçлĕ канăва тухнă нумай ĕçчен тимлĕхсĕр юлать. Çавăнпа канаш членĕ В. Краснов малашне йыша сарассипе ытларах ĕçлемеллине, районăн тава тивĕçлĕ гражданĕсен кĕнекине çырсах пымаллине асăрхаттарчĕ.

- Эсир çапла пуçтарăнни ветерансем район пурнăçĕпе кăсăклансах тăни пирки калать. Çапла вара эсир хăвăр хушăри çыхăнăва çулсем иртнине пăхмасăрах çухатманни-татманни - паянхи çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх. Эсир хăй вăхăтĕнче пурнăçланине эпир те алăран вĕçертмĕпĕр. Йывăр тенипе алă усмăпăр, лăпланса лармăпăр. Эсир пуçăннă ĕçсене малалла аталантарассине хамăр тĕллевре тытăпăр. "Путь Ильича" агрофирма аталанса пыни, Суворов яч. хис. хуçалăхра паян кашни ĕне пуçне талăксерен пĕр пăт ытла сĕт суни малашлăха пăхакансем продуктивлăха чакарманни пирки калать. "Моргаушская" чăх-чĕп фабрики çĕнĕ технологисене çул парса ĕçлесе пыни пирĕн тĕллевсем пысăккине калать. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем йышлă аталанни те çавнах çирĕплетет, - терĕ ветерансен тĕл пулăвĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Л. Тарасова.

Ветерансен ырă ятне упрасси паянхи çамрăксенчен пуçланни, вĕсем вара хăйсен аслă юлташĕсене пулăшма ялан хатĕр пулни çинчен пухăннисене районти социаллă пулăшу центрĕн пуçлăхĕ О. Иванова пĕлтерчĕ.

Çавра сĕтел хушшинче ирттернĕ тĕл пулура районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ         В. Аникина ветерансене социаллă пулăшу парассинчи юлашки çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ.

Пенси ыйтăвĕсемпе кăçалтан пурнăçа кĕнĕ çĕнĕлĕхсем пирки вара ветерансене Раççейри пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕ И. Гришина каласа пачĕ. Ветерансем хăш-пĕр ыйтусем çине тулли хуравсем илме пултарни пуриншĕн те меллĕ пулчĕ.

Палламан çынсемпе асăрхануллă пулмалли, банк карттисемпе хăрушсăр епле усă курмалли, ултавран епле сыхланмалли пирки АПК ветеранĕсене Раççейри ял хуçалăх банкĕн Муркашри хушма офисĕн управляющийĕ И. Павлова тĕплĕн ăнлантарчĕ.

Туслă та мал туртăмлă ĕçпе хăйсен ятне-ĕçне ÿстерме калаçса татăлса тĕл пулăва пухăннисем 2017 çулхи ĕç планне çирĕплетрĕç.

Ветерансем активлăха çухатманни савăнтарать, ырă шанăç çуратать.

 

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика