Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта: ĕнер, паян, ыран

05 апреля 2017 г.

Çамрăксем  канашларĕç

Районта çамрăксен черетлĕ пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Калаçу темисем анлă пулчĕç: патшалăх çамрăк çемьесене пулăшупа тивĕçтерни тата çамрăксен пуçарулăхне грантсем урлă пулăшса пыни.

Район администрацийĕн капиталлă строительство пайĕн эксперт специалисчĕ О. Валежникова пухăннисене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма май паракан "Çамрăк çемье" тата "Çамрăк специалист" программăсем пирки тĕплĕн каласа панă. Райадминистрацин вĕренÿ пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ А. Архипова çамрăксене проект çырас ĕçпе паллаштарнă, грант çĕнсе илме май паракан конкурссем пирки пĕлтернĕ.

Информаци кунĕнче çавăн пекех кăçал Сочире иртекен Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен фестивалĕ пирки те сăмах пуçарнă.

 

Арçынсен  пурнăçĕ кĕске

2017 çулхи пĕрремĕш кварталта пирĕн районта 81 ача çуралнă: 42 арçын ача тата 39 хĕр ача (пĕлтĕр çак вăхăтра - пурĕ 79 ача). Ачасем ытларах Муркаш, Çатракасси, Ярапайкасси, Мăн Сĕнтĕр тата Ильинка ял тăрăхĕсенче çуралнă.

Çапах та ача çураласси çын вилнин хисепне çĕнтереймест-ха - çак тапхăрта 104 çын (54 арçынпа 50 хĕрарăм) пурнăçран уйрăлнă. Вилнĕ хĕрарăмсен вăтам çул ÿсĕмĕ 80 çулпа танлашнă, арçынсен - 59 çулпа.

Виçĕ уйăхра районта 30 çĕнĕ çемье йĕркеленнĕ, анчах та çак вăхăтрах 16 çемье арканнă.

 

Диспансеризацие  хутшăнăр

Çыннăн кашни виçĕ çулта диспансеризаци тĕрĕслевне тухмалли йĕркене çĕршыв шайĕнчех çирĕплетнĕ. Çак тĕрĕслев Муркаш район тĕп больницинче те активлă пырать - кăçал пирĕн районти 5656 çынна тĕрĕслеме палăртнă.

Юлашки çулсенче шыçă чирĕсем тата ытти хăрушă чирсем анлă сарăлса пыраççĕ. Вĕсене малтанхи тапхăртах тупса палăртса сиплеме тытăнни çыннăн пурнăçне çăлса хăварма май парать. Çавăнпа та диспансеризацие хутшăнас ыйтупа вырăнти фельдшер е участок терапевчĕ патне кайма васкăр.

 

Ыркăмăллăх

Москакасси Культура çурчĕ çумĕнчи "Шураппа" фольклор ушкăнĕпе культура ĕçченĕсем пĕр шухăшлă пулса Рыккакасси клубне ыркăмăллăх концерчĕпе тухнă. Çак концертра пухăннă укçа-тенкĕпе вĕсем Çĕлеменкассинче пурăнакан пĕр çамрăка пулăшма шутланă.

Шел пулин те, концерт пăхма çын нумай пухăнман. Апла пулин те москакассисем сцена çинче юрланă, ташланă, пухăннисене савăнтарнă. Пухăннă мĕнпур укçана "шураппасем" çамрăк çынна эмел туянма тесе панă.

Н. Николаева хатĕрленĕ.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика