Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи хастар вĕрентекенсем

05 апреля 2017 г.

Вĕрентекенсен тата воспитательсен професси ăсталăхне тĕрĕслемелли конкурссен район тапхăрĕ хыçа юлчĕ. Ĕнер Муркашри вăтам шкулта районти чи лайăх педагогсене палăртрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Р. Тимофеевпа тата вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕпе Зоя Дипломатовăпа пĕрле çак кун шкул ачисем те вĕрентекенсене нумай ăшă сăмах каласа савăнтарчĕç. Муркаш шкул ачисен юрри-ташши вара вĕрентекенсен конкурс финалне чăн-чăн уяв сĕмĕ кĕртрĕ.

Сăн ÿкерчĕкре эсир район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Зоя Дипломатова (сулахайри) районти çĕнтерÿçĕсене саламланине куратăр. "Çулталăкри воспитатель" конкурсра кăçал «Путене» ача садĕнчи Ольга Прокопьева çĕнтерчĕ. "Çулталăкри учитель" - Чуманкасси вăтам шкулĕнче музыка предметне вĕрентекен Радимир Семенов. Хушма пĕлÿ паракан педагогсенчен чи маттурри Ача-пăча пултарулăх çурчĕн педагогĕ Наталья Борзаева пулчĕ. "Чи лайăх класс ертÿçи" конкурсра 25 çултан кĕçĕнрех педагогсенчен Ильинка шкулĕнчи Светлана Лопатинăна палăртрĕç (сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла).

Анчах та çак сăн ÿкерчĕкре Чуманкасси вăтам шкулĕнчи 9 класс ертÿçи - районти "Чи лайăх класс ертÿçи" Светлана Алексеева çук. Районти финал кунĕнче вăл конкурсăн республика тапхăрне хутшăнма кайнине пĕлтерчĕç. Ăна тата республика тапхăрне хутшăнакан ытти педагога та ăнăçусем сунатпăр.

Н. Николаева сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика