Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Приказа туллин пурнăçланă

01 апреля 2017 г.

Вăрçă пирки тата салтак пурнăçĕ çинчен ĕнер çеç кĕнекере вуланă, телевизорпа пăхнă, çартан таврăннă аслăрах юлташĕсем каласа панине итленĕ яшсен, хăйсен çара кайма ят тухсан, чунра мĕн хуçаланнине вĕсем çеç пĕлеççĕ пулĕ. Çĕршывăн приказне пурнăçласа çар ретне тăрса питех те яваплă утăм тăваççĕ-çке вĕсем.

Приказ... Кама ăçта çитерет вăл; Кама мĕн хушать; Аслă асаттесенчен пыракан йăла-йĕркепе çакă çеç паллă: приказа пĕр пăркаланмасăр вăхăтра пурнăçламалла, унран пăрăнни - çĕршыва сутни.

Катькас ял тăрăхĕнчи Кĕрекаç ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Бакин та мĕн ачаранпах хăй сăмахне тытма, хушнă ĕçе вăхăтра та пахалăхлă пурнăçлама, ыттисене хута кĕме вĕренсе-хăнăхса ÿснĕ. Ашшĕпе амăшĕ те ĕçрен катара тăманран вăл та аппăшĕпе ачаллах ĕçпе туслашнă. 1994 çулхи утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче çуралнă арçын ача пурнăçра пуçламăш утăмсем тусан Шатракассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта пĕлÿ пухнă. 9 класран вĕренсе тухсан мал ĕмĕтлĕ каччă Шупашкарти электромеханика колледжне вĕренме кĕрет.

Ĕçрен хăраман пекех вĕренÿрен те катара тăман яшшăн 5 çул хăвăрт хыçа юлать. Алла диплом илсенех Кольăна çар комиссариатне чĕнеççĕ, çара кайма повестка параççĕ.

- Çар комиссариатне çитиччен хама хăш çар округне ярассине те пĕлмен эпĕ. Çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче çар комиссариатне пытăм та, сывлăх çирĕппине шута илсе пулĕ, мана Инçет Хĕвелтухăçне Тинĕс Çар Флотне тесе палăртрĕç. 15 чăваш каччи 7 талăк Владивостока çити поездпа кайрăмăр, - кăмăллăн калаçать моряк.

Кунти вĕрентÿ центрĕнче 4 уйăх çар специальноçне алла илнĕ хыççăн пирĕн ентеше Севастополе вĕçме приказ пулать. Кунта вара çамрăк моряксене Вăтаçĕр тинĕсĕнчи çар рейдĕнчи Нахимов орденлĕ "Москва" гварди ракета крейсерĕ çине илсе çитереççĕ.

- Салтака ăсатнă хыççăн Кольăпа ялан тытнă çыхăну 3 уйăха майлă пулмарĕ. Сиринчи террористсемпе кĕрешме Раççей çар çыннисем хутшăнма пуçласан пĕррехинче телевизорпа çак регионта пирĕн Коля службăра тăракан "Москва" крейсера куртăмăр. Мĕн шутларăм эпĕ çав вăхăтра; Ывăлăма киле таса-сывă илсе çитерме Турра çеç кĕл тума пуçларăм. Шăпа пирĕн ывăла ăçта илсе çитернине пурсăмăр та ăнлантăмăр. Хăй пире кун пирки пĕр сăмах та пĕлтерменччĕ-ха, - ывăлĕ çинчен куç илмесĕр калаçать амăшĕ Галина Ивановна (сăн ÿкерчĕкре). Каршлăхри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен интернатĕнче медсестрара вăй хуракансер ывăлне çар операцийĕнчен таврăнасса епле кĕтнине амăшĕсем çеç ăнланаççĕ пулĕ.

- Йăлтах йĕркеллĕ-çке. Эпĕ таса та сывă. Приказа та туллин пурнăçларăмăр. Çĕршыв умĕнче пит хĕретмерĕмĕр, Раççей вăй-хăватне тĕнче шайĕнче кăтартрăмăр, - амăшне кăкăр çумне ыталаса калаçрĕ çар çынни.

Приказа туллин пурнăçланăшăн вара - Сиринче пирĕн самолетсене вĕçме хăрушлăхсăр вĕçев зони тытнăшăн - Раççей Федерацийĕн Çар министрĕн 2016 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнчи 319-мĕш номерлĕ приказĕпе иртнĕ эрнере пирĕн ентеше, Николай Бакин аслă матроса, "Сиринчи çар операцине хутшăннăшăн" медальпе наградăларĕç. Çак савăнăçлă тивĕçе район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев тата Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссарĕ         В. Казаков пурнăçларĕç (сăн ÿкерчĕкре).

Кольăн умри ырă ĕмĕчĕсем Вăтаçĕр тинĕсĕнчи çар операцийĕнчи йывăрлăхсене иккĕмĕш вырăна хăварса пырасса шанатпăр. Ĕмĕтленни пурнăçланса пытăр!

А. БЕЛОВ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика